Çĕршĕн вăрçăнма хушман та…

16 Окт, 2018

Шупашкарта услам ĕçĕпе пурăнакан Наталья Скворцовăран «Хыпар» Издательство çуртне çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех çыру килнĕччĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ыйтăвне тÿре-шара яланах хăвăрт хуравлаканччĕ. Хальхинче вăраха тăсăлса кайрĕ. Эпир васкатнине кура яваплă специалист канать тесе ăнлантарчĕç.
Пирĕн хаçатран пулăшу ыйтакан çыру авторне çĕр ыйтăвĕ хумхантарать. Тĕрĕсрех, хăйĕн лаптăкĕ патне çитме май çукки.

Хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва уçăмлатса çырнă Наталья Скворцова шăрçаланă çыру виçĕ страницăна вырнаçнă. Яваплă тĕрлĕ ведомствăпа çыру çÿретнĕ хутсен кописене, çĕр лаптăкне пырса кĕме май çуккине ĕнентерекен сăн ÿкерчĕксене ярса панă.
2012 çултанпа Наталья Скворцова Шупашкарти Склад проездĕнчи 18-мĕш çурт адреспа вырнаçнă 21:01:030205:451 тата 21:01:030205:452-мĕш кадастр номерĕсемлĕ çĕр лаптăкĕсен хуçи шутланать иккен. Юнашар вырнаçнă 21:01:030205:128 тата 21:01:030205:127 кадастр номерĕсемлĕ çĕр çинче пурăнмалли мар çуртсем лараççĕ. Çыру авторĕ пĕлнĕ тăрăх, малтан çуртсем хула администрацийĕн харпăрлăхĕ шутланнă, вĕсене арендăна панă. 21:01:030205:129 кадастр номерĕллĕ лаптăк çинче çул пулнă-мĕн.
Çыру авторне ĕненсен, 21:01:030205:128 тата 21:01:030205:127 кадастр номерĕсемлĕ çĕр çинчи пурăнмалли мар çуртсене вĕсен хуçи «Чувашия-Мед» 2017 çулхи ака уйăхĕнче «АККОНД» акционерсен обществине сутнă. Çавăн хыççăн маларах асăннă çула хула администрацийĕ асăннă кондитер фабрикине панă. Унтан предприяти 21:01:030205:451 кадастр номерĕллĕ лаптăк патне пыракан çула тимĕр карта тытса хупланă. <...>
21:01:030205:451 кадастр номерĕллĕ çĕр çинче Наталья Скворцовăн производство цехĕ уçма ĕмĕтленет. Ун валли ятарлă ирĕк илнĕ. Анчах çула хупласа хунăран ĕç чарăнса тăнă имĕш.
Çул вырнаçнă çĕре патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчен куçарни саккуна пăсать тесе шухăшлать вăл.

«Хыпар» хаçат вулакан ыйтăвĕпе Шупашкар хулин Калинин районĕн прокуратурин прокурор пулăшуçи Екатерина Васильевăпа, Шупашкар хула администрацийĕпе тата «АККОНД» акционерсен ыйтăвĕпе çыхăнчĕ. <...>

Тулли верси...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.