Чăвашлăх сукмакĕпе

19 Окт, 2018

Чăваш «юрламасăр чун чăтмасть» тесе каланине тăтăшах илтетпĕр. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Пĕрре тĕвĕленнĕ шухăша ниепле те илсе пăрахаймарăм. Сисеймерĕм те, пит кĕскен çырса хунă салам шухăшĕн пĕр пĕчĕк çĕклемĕ пулчĕ-тăчĕ.

Чăваш-тĕрĕк тĕнчийĕпех шутсăр паллă хамăрăн ĕçтешĕмĕр-тĕпчевçĕне, тухăççă-чĕлхеçĕне /эпĕ пĕлнĕ тăрăх, арабла консультаци илес текенсем ун патне халĕ те пыраççĕ, шăнкăравлаççĕ/, философ-сăмахçăна, паллă публициста, нумай чĕлхе пĕлекене, тăван чĕлхемĕр теоретикĕпе управçине, Раççей Академийĕн Уралпа Алтай чĕлхисене тишкерекен центрĕн ĕçлĕх консультантне, ЧНКн хисеплĕ президентне, «ЛИКçăна», хастар «анваска/в/çăна», çунатлă ирĕк чунлă кăмпаçăна /юлашки çулсенче çуралнă кунне ялан Атăл леш енче, кăмпара çÿресе ăс-хакăл «карапне» килентерет вăл/ — Атнер Петровича çуралнă кунпа — паллă юбилейпе — саламлас терĕм.
Хисеплĕ Атнер Петрович! Пирĕн пит ăраскаллă та пархатарлă пурнăçăн ÿсĕм çулĕ çинче, ку таранчченех ялан çирĕп те пĕртте чакми вăй-халлă тĕнче шайĕнчи чĕлхемĕр сĕтеклĕхĕнче эс, пуян та тулăх ăс-халлă пулса тăтăн. Куçпа виçейми, чунпа манайми Чăвашлăх Уçлăхĕнче чылай çул вăй хурса, хăвăн ăс-хакăл ытамне ниепле те вырнаçайми, тăван халăхшăн сиплĕ асамлă варкăш çилне темиçе теçетке çула яхăн хушши кĕртрĕн. Сăмахçă пулсах, хăвăн пурте ăнланма тивĕç сăмахусемпех пурне те ыр сунса, митталанса-айхиленсе-миттовланса-улăпланса халĕ те ырă канашсем парсах тăратăн. Уншăн тем пекех пысăк Тав сана.
Атнер Петрович, этем теме те хăнăхать. Пире шăла çыртса чăтма хăнăхтарнă. Вăхăтăн-вăхăтăн пуçна устаракан йывăр шухăш тĕркемĕ чĕрÿн хăш кĕтессине тухайми кĕрсе ларнине куратпăр-туятпăр эпир те. Паянхи тĕнче сасси çĕннипе çуралса çавах малалла уттарать.
Сар Чăвашстанăн тăван чĕлхийĕ пире хальлĕхе пылак апат-çимĕçпе куллен хăналама пултараймасть пулин те, эсĕ малашлăха шансах, çак çĕр çинче чăвашлăх аталанăвĕн таçталла мар, йывăр пулсан та, тăваллах уттарса çитерекен, нумайăш пĕлекен анлă /тен, ансăртарах!/ сукмакĕпе тухăçлăн та хастаррăн утса тăван чĕлхемĕрĕн юн тымарĕсем епле пулмаллине ыттисене те /тен, юттисене те, хамăрăннисем кирлĕ мар тесе каланă вăхăтрах!/ пит кăмăллăн вĕрентрĕн, халĕ те май çитнĕ таран çак ĕçе тÿлевсĕрех пурнăçласа пыратăн. Ахальтен мар пулĕ Николай Ашмаринпа умлăн-хыçлăн килекен юнашар кунсенче çак хитрен чĕвĕлтетекен-чĕлтĕртетекен тата тимĕр тыллине самай çатлаттаракан-шатлаттаракан тĕнчене килнĕ эсĕ? Чăвашлăх несĕлĕн элем-ялавне хăвăн аллунта çирĕп тытма аçу тата ытти йăхташ-чăвашсен Туррийĕсем /шăпа-хĕвĕшÿ пире пуçран ачашласа сăпкара сиктермест пулин те!/ ялан «çич енчен ырăпа çеç çаврăнса килсе» пулăшсах пыччăр малашне те! Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.