Ырă сунса нумайлăха...

23 Окт, 2018

2018 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 107 çул çитет.

Эпĕ атте пÿлĕмĕнче. Вăл вăхăтлăха тухнă пек... Эпĕ ăна çыру сĕтелĕ хушшинче курма хăнăхнă. Ирхи кÿлĕм çыратчĕ. Кăнтăр апачĕ хыççăн ирхине çырнă ĕçĕсене тÿрлететчĕ, каçхине беллетристика произведенийĕсем вулатчĕ.
Карл Маркс урамĕнчи кивĕ хваттерте пысăк библиотекăччĕ. Эпир Мускавра аннен пиччĕшĕ — Гриша кукка — патĕнче хăнара чухне пушар тухнă. Кĕнекесен пысăк пайĕ çунса кайнă, ыттисем шывпа йĕпеннĕ. Аттемĕн паха кĕнекисем пушарта сиенленнĕ пулсан та вĕсене хăварчĕ.
Николай Шелепи хăйĕн кĕнекине аттене парнеленĕ. Çырни çийĕнсе пĕтме пуçланă пулсан та вулама пулать: “Чăвашсен поэтне Ухсая чĕререн ырă сунса халаллатăп”.
Илле Тукташ кĕнекийĕ: “Якку тусăма”.
Пĕрле ĕçлетпĕр,
пĕрле ĕçетпĕр, —
анчах шалта татах пур”.
Максим Ястран 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă.
“Эс пит çыран. Эп те палкатăп
Сăмах купийĕсем пухса.
Тытса пăхсам çак çÿп-çапа та,
Яков Гаврилович Ухсай!”
Çĕнĕ хваттерти библиотекăра — питĕ кирлĕ кĕнекесем: ĕçре тÿрех усă курмаллисем, юлташĕсем парнеленисем. Чун халалĕн ăшшине упракан кĕнекесем, юлташла çирĕп ал тытни.
Кунта эпĕ Ухсая чăваш писателĕсем парнеленĕ кĕнекесем пирки çыратăп. Атте мĕншĕн-ха пысăк библиотека пухман? Кĕнекесем çителĕксĕр пулнă. Аттене пулăшас тĕллевпех библиотекăна ĕçлеме вырнаçрăм, ăна кирлĕ кĕнекесене киле илсе килеттĕм. Тата ĕçĕ те çуртпа юнашарахчĕ.
Айăп ан тăвăр, эпĕ писательсем пирки пысăках мар комментарисем тума хăйрăм. Вĕсем пирĕн пата киле килетчĕç, эпĕ вĕсене çапла курнă, йышăннă.
Çемен Элкер. “Çывăх кÿршĕллĕ, чăваш поэчĕсенчен чи пысăк çимĕçлĕ, талантлă коллегăна автортан асăнмалăх”. Атте Элкере — ăслăскере, мăнаçлăскере, — унăн арăмне пысăка хурса хаклатчĕ. Ухсай вĕсен ывăлĕн хĕреснашшĕ пулнă /атте вăрçăран янă çырăвĕсенчен паллă/.
Петĕр Хусанкай яланах тимлĕ, хаваслă. /Вăл яланах Ухсайсем патĕнчеччĕ, кунне те, çĕрне те ирттернĕ. — Г.А.Ефимов/. “Якку шăллăма, тахçанхи тусăма”.
Алексей Талвир, кăтра пуçлăскер, яланах ĕçре. “Якку тусăма. Мускавра пĕрле вĕреннине хутран-ситрен те пулин аса илме”.
Стихван Шавли. Пирĕнтен аякра мар, çул тепĕр енче пурăнатчĕ. Пирĕн пата пысăкскер, хитрескер тата темĕнле хавхалануллă килетчĕ.
“Халăхран тухнă
халăх поэтне –
Ухсай Яккуне ăшă кăмăлпа».
Ăна хуравласа Ухсай çапла çырнă:
“Аллă градус шартлама
Сивĕре хаваслă.
Сăвăсем çырса ларма
Кăмака-и аслă».
Александр Кăлкан — ытарайми çын. Пирĕн пата час-часах мăшăрĕпе Раисăпа килетчĕ.
“Якку тусăма чĕререн сума суса, юратса”.
Леонид Агаков — вăрçăран таврăннă сÿрĕк салтак тата йăл кулăллă арăмĕ — Шура аппа /А.Лазарева/. Вĕсем — килĕшÿллĕ мăшăр.
“Ĕмĕр-ĕмĕр манманшăн ырă çын пулнă Яков Ухсая хисеппе”.
Куçма Чулкаç. Эпĕ унăн ачасем валли çырнă калавĕсене вуланă. Вăл мана канфетпа сăйлатчĕ. Атте вара ун пирки “чăваш литературинчи Мюнхгаузен барон” тетчĕ.
“Яков Гавриловичпа Мария Дмитриевнăна — асăнмалăх, сума суса!”
Влас Иванов-Паймен — ăслă, тĕплĕ. Йывăр кĕлеткеллĕскер туя çине таянатчĕ.
“Пĕртен-пĕр Ухсая –
Эп сана ирхине ырăларăм,
Палларăм сан ятсăр ятна.
Эс мана кăнтăрла паллаймарăн,
Каç кÿлĕм палла та ятла».
Аркадий Ĕçхĕл — мыскараçă, такмакçă.
“Авалхи тусăма Ухсая асăнмалăх».
Александр Алга — ырă, тиркевсĕр.
“Яков Гаврилович Ухсая — тăван литература Улăпне — сывлăхпа телей сунса”.
Илпек Микулайĕ — йĕркеллĕ, кăтартуллă çемье пуçĕ, кил çынни.
“Яков Ухсая — пысăк чĕреллĕ поэта — чунтан сума суса çак пĕчĕк парне...”
Атте Афанасьева вăрçăчченех радиокомитетра тĕл пулнă. Хветĕр питĕ вăрăм та çинçе çын пулнă. Атте ăна курсан: “Эсĕ каснă лартнă Уяр», — тенĕ.
“Чăваш поэчĕсенчен чи аслине те чи ăслине Яков Гавриловича хисеп туса, Хветĕр шăллу».
Василий Давыдов-Анатри поэт-юрăç çумĕнче яланах ăш пиллĕ мăшăрĕ Мария Максимовнăччĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.