Амăшĕн чун ыратăвĕнчен пысăкки тата мĕн пур-ши?

23 Окт, 2018

Тишкерÿ

Чăваш халăх поэтне Геннадий Айхие /Лисин/ ÿнер тĕнчинчи сăмах ăстисем лайăх пĕлеççĕ. Геннадий Николаевич вырăс, Франци, Венгри, Польша, нимĕç, акăлчан, Итали, Америка, Дагестан тата ытти çĕршывпа халăх поэчĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Вăл çине тăнипех Римра 1986 çулта «Чăваш поэзийĕн антологийĕ» пичетленсе тухнă.
Геннадий Айхи чăвашла та, вырăсла та пĕрешкелех ăнăçлă çырнă. Унăн вырăсла сăвă кĕнекисем Парижра, Берлинта, Софийăра пичетленсе тухнă. Тăван литературăшăн вара çыравçăн чăвашла поэзийĕ пĕлтерĕшлĕ. Халăх поэчĕн пултарулăхĕ урлă чăваш литературине хаклатпăр. Вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче 1965-2000 çулсенчи литература пайĕнче Айхи поэзине тишкерме «Юмах», «Амăшĕ», «Шăпчăк вĕтлĕхре», «Çын – пулмалла вăл ирĕклĕ, телейлĕ...», «Аннене» сăввисене кĕртнĕ. Мана уйрăмах унăн «Амăшĕ» сăвви тыткăнларĕ. Г.Айхи ку сăвва 1957 çулта çырнă. Автор ватă çыннăн чун терчĕ-асапне ÿкерчĕклесе сăнланă.
Тăлăх килте шăрчăк та юрласшăн мар иккен. «Пăрахрĕ çке шăрчăкĕ те юрламашкăн. Вăл та ватăлать пулĕ çав...» — кÿренсе сăмахлать кинемей.
Ку, чăнах та, чун кулянăвĕ. Амăшĕ ĕçлейми пулнă, «эп çеç ĕçлеймерĕм кăçал» тесе пăшăрханать. Ватă çыннăн пурăнас кунĕсем те кĕскелсех пыраççĕ. Çакна туять, пĕлет вăл, анчах вилĕмрен хăранине палăртмасть.
Сăвăри кашни сăнлăх амăшĕн чун ыратăвĕ пысăк пулнине ăнланма пулăшать. Пĕррехинче çичĕ çул килте пулман ывăлĕ килет. Пĕр çĕр выртнă-выртман тăрать те ирех хулана тухса каять. Амăшĕ хытă куляннине палăртса «арçын ал ăшши юлчĕ хăлăп çине çеç» тет. «Тĕкме, юсама та çын çук...» — пăшăрханса ачине ÿпкелет вăл.
Геннадий Айхи сăвва «Амăшĕ» ят панă. Унăн ятĕнче мĕнле ытарлăх пур- ши? Хуравне шыраса пăхар-ха. Автор кунта этемĕн чăн тивĕçĕ-явапĕ пирки сăмах хускатать. Хайлавра ватă çыннăн пĕччен пурнăçĕнчи нуши-асапĕ пысăк пулнине палăртать. Ĕç-пуç амăшĕ тавра пулса иртет. Вăл хайлаври тĕп сăнар. Çавăнпа та сăвва «Амăшĕ» тесе каланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.