Чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕ пирки çуралнă шухăшсем

23 Окт, 2018

Шкул пурнăçĕ – хаваслă та хумхануллă тапхăр. Унта ялан улшăнусем, çĕнетÿсем пулса иртеççĕ. Акă, сăмахран, тăван чăваш чĕлхи вĕрентесси те урăхларах йĕркеленчĕ, çав предметпа çирĕп ыйтма пăрахрĕç хула шкулĕсенче. Чылай ашшĕ-амăшĕ, тен, савăнчĕ те пулĕ, тепри ăнланса та пĕтеймерĕ пулинех. Пĕр енчен, килĕшмелле. Кăмăла кайман ĕçе ирĕксĕрлесе никамăн та пурнăçлас килмест. Вĕренÿре ку пушшех те çивĕччĕн палăрать.
Чĕлхе, халăх историйĕ тата культура пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕсене вĕрентме вара Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ вĕренÿ пособийĕсем кирлĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ валли мĕнле вĕренÿ пособийĕсем пичетленсе тухрĕç-ши?
Ку тĕлĕшрен Чăваш кĕнеке издательстви ырми-канми тăрăшать, ĕмĕре яхăн кĕнеке- вĕренÿ пособийĕ кăларас ĕçре тăрмашаканскер, вулакансемпе шкул ачисене пысăк пахалăхлă кăларăмсемпе савăнтарать. 2016 çулти çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 699 ; хушупа килĕшÿллĕн ăна Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе ăслăлăх министерстви пуçламăш, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче усă куракан вĕренÿ пособийĕсем кăларакан организацисем шутне кĕртнĕ. Урăхла каласан, Чăваш кĕнеке издательстви — Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе ăслăлăх министерстви вĕрентÿ пособийĕсене кăларма ирĕк панă Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр предприяти.
Чăваш шкулĕсенчи саккăрмĕш классем валли Ю.М.Виноградовпа А.С.Егорова хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ пособийĕ тухрĕ, çак илемлĕ кăларăмпа ачасем тăван чĕлхене малалла тишкерĕç, тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлĕç.
Çакна та палăртас пулать: тăван ен историпе культурине малтанхи çулсенче 4-9-мĕш классенче вĕреннĕ пулсан, халĕ ку предметпа 1-мĕш класранах паллашма пуçлаççĕ. Кăçал ак Е.В. Енькка кĕçĕн классенче /иккĕмĕш тата виççĕмĕш/ вĕренекенсем валли тăван ен историне тата культурине тарăнрах пĕлме пулăшакан «Тăван ен» /Родной край/ вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлерĕ. Ăна Чăваш Республикин тата чăваш диаспорин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче усă курма сĕннĕ.
«Хула шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентни мĕн тума кирлĕ?» — ыйтрĕ пĕррехинче манран пĕр пĕлĕш. Малтанах çухалса кайрăм. «Тăван чĕлхене пĕлме», — тесе персе ятăм. «Тăван чĕлхене пĕлни мĕн парĕ-ха чăвашла калаçса ÿсмен ачана?» «Тăван халăх историне пĕлме, ăнланма пулăшĕ», — терĕм хам та шухăша кайса. «Ку тĕрĕс шухăш. Тăван чĕлхене халăх историйĕнчен уйрăм мĕнле вĕрентĕн-ха?» Чăнах та, кунпа килĕшмеллех. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.