Коопераци пĕчĕк ялсене аталантарасшăн

23 Ноя, 2018

Паян Шупашкарта Кооперци институтĕнче РФ Центросюзĕ тата Чăваш Республикин Правительстви пĕрле йĕркеленĕ «Çĕнĕ коопераци — пĕчĕк хуласемпе ялсен аталанăвĕн никĕсĕ» пленарлă канашлу уçăлчĕ.

Ларăва РФ Правительствин, РФ Патшалăх Думин, ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, регионсен потребсоюз ертÿçисем хутшăнаççĕ. Канашлура пĕчĕк ялсемпе хуласенче социаллă тата мобильлĕ инфратытăма аталантарассине, халăхран пахча çимĕç, улма-çырла туянассине централизацилессине, нумай функциллĕ курттăм тавар туянакан тата сутакан центрсем туса хурассине сÿтсе яврĕç. РФ Центросоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов çĕршыври потребкоопераци ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра влаç органĕсен тата потребительсен кооперацийĕсен предприятийĕсен пĕрлехи ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Канашлу пуçланиччен хăнасем Чăваш Републикинчи потребкооперацин чи лайăх таварĕсен куравĕпе паллашрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментарии

Отличный и своевременный ответ.

Комментировать