Чи хитре пике – Канашран

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче чи пултаруллă чăваш пикине суйланă.
Пĕтĕм Раççейри конкурса Чăваш Енри, Тутарстанри тата Тюмень облаçĕнчи 18 хĕр хутшăннă. Вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тĕрлĕ тупăшура тĕрĕсленĕ. «Чăваш пики-2018» ята Канаш рай-онĕнчи Лидия Пуганова тивĕçнĕ. Вице-пике — Куславкка районĕнчи Ангелина Мотова, виççĕмĕш вырăнта — Тутарстанран килнĕ чăваш хĕрĕ Карина Туктамышева.


Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе иртекен конкурс вăхăтĕнче тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсен пурнăçне сăнлакан «Чăваш тĕнчи» хаçат кăларма хастар хутшăннăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсене Валентина Багадеровăпа Нина Ивановăна ЧНКн Хисеп хучĕпе чысланă.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.