Çĕнĕлĕхсем тата йывăрлăхсем...

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта транспорт реформи вăя кĕчĕ: хула урамĕсемпе çÿренĕ чылай «маршруткăна» пĕтернĕ, вĕсем вырăнне çĕнĕ пысăк автобуссем çула тухнă.

Йывăрлăхсем вăхăтлăх

Çĕнĕлĕх вăтăра яхăн маршрута пырса тивнĕ: тĕп хула урамĕсемпе çÿренĕ 16 маршрута вуçех пĕтернĕ, 14-шне улшăнусем кĕртнĕ. Çавна май халĕччен общество транспорчĕ кĕмен вырăнсене те, сăмахран, Энгельс урамне, автобуспа çитме май пулĕ. Хула урамĕсемпе малашне пысăк тата вăтам 205, пĕчĕк 89 автобус çÿрĕ. Водительсене ĕçшĕн сехетпе тÿлĕç. Çавна май вĕсен васкамалла та, ытларах пассажир тупассишĕн хыпкаланмалла та пулмĕ. Çавăн пекех çĕнĕ автобуссенче кондукторсе-не пăрахăçланă. Çул укçине водителĕн, маршруткăри пекех, хăйĕн илмелле. Çавăнпа çĕнĕлĕх кĕртнĕ: çынсен транспорта малти алăкран кĕмелле, варринчен тата хыçалтан тухмалла. ЕТКна та, чĕрĕ укçа та, банк карточкине те, гаджета та йышăнаççĕ.
Транспорт реформин тĕп тĕллевĕ — халăха хăрушсăрлăхпа, хăтлăхпа тивĕçтересси. Палăртни туллин пурнăçа кĕрессе, çынсемшĕн чăннипех те усăллă пуласса, паллах, шанас килет. Анчах тунтикун, хулари автотранспорт çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă виççĕмĕш кун, чăрмавсем сике-сике тухнă. Сăмахран, Сад микрорайонта пурăнакансем ирхине 40 минут ытла автобус кĕтнĕ. Çавна май чылайăшĕ ĕçе вăхăтра çитеймен.
«Çынсем вăрçаççĕ. Никамăн та чарăнура çавăн чухлĕ вăхăт ирттерес килмест», — терĕ 12-мĕш авто-бус водителĕ Александр. Улшăнусем кĕртнĕрен çак маршрут тата та вăрăмланнă. Пĕр вĕçрен теприне çитме, тĕрĕссипе, унăн пĕтĕм хула тавра çаврăнма тивет. Икĕ сехетре пĕр ункă тумалла. Анчах водитель каланă тăрăх — вăхăт ытларах иртсе каять. Уйрăмах «пик» сехечĕсенче. Çав вăхăтра «мулкачсем» те йышланаççĕ иккен. Кондуктор çукран водитель пурне те сăнаса ĕлкĕреймест. Çакăнпа усă курса перекетлес текенсем вара тупăнаççех. Мĕн пытармалли: пирĕн хальлĕхе ку енĕпе культура çитсех каймасть çав.
26-мĕш маршрут водителĕн Валерин шухăшĕпе вара çакă йăлтах — вăхăтлăх. Хăй вăл Волгоградран, вăхăтĕнче çак хулара та транспорт реформине ирттернĕ. Çĕнĕлĕхсем чылай çул хула транспорчĕн предприятийĕнче ĕçлекенскерĕн куçĕ умĕнче вăя кĕнĕ. Шупашкара вара командировкăна килнĕ. Предприятире водительсем çитменрен урăх хуласенчи филиалсенче ĕçлекенсене явăçтарма тивнĕ. Малтан Чăвашавтотрансра ĕçленисене те илнĕ. Çапах та штат тулли мар. Малалла вулас...

Валентина БАГАДЕРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.