"Самант" журнал, 11 №, 2018 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:

ЫЙТĂМ. Хăйне евĕрлĕ чăваш ячĕллĕ яшпа хĕр хăйсене сайра тĕл пулакан ятпа чĕннине мĕнле йышăнать?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Шупашкарта пурăнакан Лиза Рыбкина акăлчанла ирĕклĕн калаçать. Унсăр пуçне французла, полякла, яппунла тата китайла вĕренет. "Чăвашла вĕренни ытти чĕлхене ăса хывма питĕ пулăшать", - тет вăл.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! 10-мĕш класра вĕренекен хĕрĕн амăшĕ тĕпренчĕкĕн кутăнлăхĕшĕн кулянать. Ку лару-тăрăва çăмăллатма пирĕн психолог пулăшать.
ЫРĂ ТĂВАКАНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ. Шупашкарти волонтер центрĕн ертÿçи Анастасия Тарасова ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
ТИШКЕРŸ. Концерт хăçан вĕçленет е Гардероб умĕнчи хĕвĕшÿ.
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Людмила Семенова алкогольсĕр туй ирттернĕ. Евгенипе Татьяна Григорьевсем Китай стенине тĕрĕсленĕ. Леонид Антонов манса кайнă... Сергей Лекеров укçаран иртĕхет-ши?
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Инди çĕршывĕ халăх йышĕпе тĕнчере иккĕмĕш вырăнта, лаптăкĕпе - çиччĕмĕшĕнче. Шупашкарта пурăнакан Сиддхарт Мишра Инди халăхĕн пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартрĕ.
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Чиперккесем хĕле хатĕрленеççĕ. Хальхинче мĕнле макияж модăра-ши?
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Анюта Илларионова кĕрхи кунран тарса Аланьăна çитнĕ.
"САМАНТ" ХĂНИ. Аида Великова: "Хытăрах, çирĕпрех пулмалла манăн. Халь тин улшăнайăп-ши? "Ырă ан ту - сана та усал тумĕç", - тесе ахальтен каламан пуль çав. Никама та япăх сунмастăп эпĕ..."
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕн директорĕ 25 çулта çеç, апла пулин те ку тивĕçе чунтан пурнăçлать.
ÇĔНĔЛĔХ. 20-мĕш ĕмĕрти чăваш литературин историйĕ.
СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ хĕрсен "Атланта" баскетбол команди Студентсен суперлигинче Саратов командине çĕнтернĕ.
ÇЕМЬЕ ĂШШИ. Шупашкарта пурăнакан Надежда Яблокова - 5 ача амăшĕ. "Аслисем киле килсе апат çикелеççĕ те тренировкăсене васкаççĕ. Кĕçĕннисем - ача садĕнче. Килте каç пулсан кăна пĕрле пуçтаранатпăр".
КАЛАВ. Елена ВИС. Килне кура кинĕ. "Юратать вăл ачасене. Хĕрхенсе пăхать Тоньăн тĕпренчĕкĕсене..."
ЮРĂÇ ПУРНĂÇĔНЧЕН. Николай Кузьмин: "Юрăç пулма пачах шухăшламан".
ТĔПЕЛТЕ. Бассам-аль-Балауи доктор мансаф пĕçерме вĕрентет.
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Иван Никифорович Никифоров. Фотокорреспондент, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Ăншăрт курăкĕ. Çурçĕр пăланĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.