Чиркÿ – куç умĕнчех

5 Дек, 2018

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнче Наталия Гаврилова библиотекарь ертсе пынипе «Ăстапи» кружок ĕçлет. Унта паян 22 çын çÿрет. Эрнере икĕ хутчен пухăнаççĕ вĕсем.

«Кружок членĕсем килте ăсталанă япаласене библиотекăна илсе килсе кăтартаççĕ. Ыттисем те «чирлесе каяççĕ» çав япалапа. Ăна вара тепрехинче тусах килеççĕ. Çĕннине журналсенче, интернетра шыратпăр. Халĕ алмаз тĕррипе аппаланатпăр. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме кăшт йывăртарах. Алмаз тĕрри илемлĕрех те пулать», — каласа парать Наталия Геннадьевна. «Ăстапи» кружока çÿрекен Маргарита Сергеевăн çекĕлпе çыхнă чечекĕсенчен, чĕр чунĕсенчен, теттесенчен Чăваш Сурăмĕнчи вулавăшра курав йĕркеленĕ. Унта — çыхнă пĕчĕк арчасем, Мăнкун çăмартисем, хальхи чăваш наци тумне тăхăнтартнă пукане… «Маларах картинăсене хĕресле тĕрлеттĕмччĕ. Унтан вĕтĕ шăрçа çине куçрăм. Халĕ алмаз тĕррипе «чирлерĕм». «Тĕрĕ тĕрлесе кăна пурăнать ку хĕрарăм», — тесе ан шухăшлăр ĕнтĕ. Килти хуçалăхра икĕ ĕне, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă. Пахча çимĕç те чылай туса илетпĕр. Алă ĕçне каçсерен телевизор умĕнче тăватăп. «Ăстапире» эпир пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр, калаçса кăмăла уçатпăр. Алă ĕçĕ мана савăнăç кÿрет. Çав вăхăтра эпĕ чунпа канатăп, йывăрлăхсем çинчен манатăп. Сенкер экран умĕнче ларнă чухне алăсем хăйсемех ĕçлеççĕ. Çири кофтăна та хам çыхнă. Мăнукăмсене те çыхнă çи-пуçпа савăнтаратăп. Кăçал манăн икĕ мăнук çуралнă. Вĕсене валли ăшă кипке чылай çыхрăм. Хăй вăхăтĕнче çынсем те манран кофта-свитер çыхса пама ыйтатчĕç. Халĕ ытларах чун валли çыхатăп. Çитес çул Сысна çулĕ пулать. Эпĕ ăш пиллĕ сыснана çыхнă та ĕнтĕ. Çĕнĕ çулччен кунашкал тетте темĕн чухлех пулĕ. Вĕсене юлташсене, пĕлĕшсене, тăвансене Çĕнĕ çулта парнелĕп», — чунне уçрĕ Анатри Хурасанра пурăнакан Маргарита Петровна. Хăй вăхăтĕнче вăл Чăваш Сурăмĕнчи ĕне ферминче 25 çул ĕçленĕ. Маларах пăру пăхаканра, унтан дояркăра тăрăшнă.
«Иккĕмĕш пуканене чăвашла тумлантартăм ĕнтĕ. Килтине Элĕк тăрăхĕнчи чăвашсен авалхи çи-пуçне çĕлесе тăхăнтартрăм. Тухйине те ăсталарăм. Халĕ 11-ти мăнукăмпа «килĕшÿ» тăвасшăн-ха. Вăл мана пуканисене патăр — эпĕ вĕсене чăвашла тăхăнтартăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза АНАТОЛЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.