Чăвашла пуплейменнисем те тухьяшăн кĕрешеççĕ

6 Дек, 2018

Çĕршывăмăрăн кашни кĕтесĕнче тĕрлĕ илем конкурсĕ йĕркелеççĕ. Шкул ачисем, хĕр- хĕрарăмсем чи чиперрин ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ. Вĕсен тĕрлĕ стандарта пăхăнма тивет. Сăмахран, йĕркелÿçĕсем кĕлетке виçине тимлеççĕ. «Чăваш пики» конкурсра вара çĕнтерÿçе пачах урăххине кура палăртаççĕ. Вăл пултаруллă пулнине çеç мар, чăваш культурипе йăли-йĕркине лайăх пĕлнине, тăван чĕлхепе калаçнине шута илеççĕ. Кăçалхи «Раççей чăваш пики» конкурса хутшăннă хĕрсем мĕнлерех-ши? Тупăшу йĕркине тивĕçтерчĕç-ши?

Пусăмсене йăнăш лартаççĕ

Чи-чи лайăххин ятне пурте тивĕç. Сцена çине тухса хăвăнпа паллаштарни, пултарулăхна кăтартни хăех çĕнтерÿ вĕт. Анчах кирек мĕнле тупăшура та пĕр çĕнтерÿçĕ çеç. Кăçалхипе саккăрмĕш хут иртнĕ «Раççей чăваш пики» кон-курса хутшăннă 18 чиперукран чи лайăххине суйлама жюрисене ай-яй çăмăл килмерĕ пулĕ. Пĕри тепринчен хÿхĕмрех, илĕртÿллĕрех, пултаруллăрах… Пĕлтĕр те çак конкурса кайса курма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне регионсенчен чылай пике килнĕшĕн савăннăччĕ. Аякри Иркутск тăрăхĕнчен те вăрăм çула кĕскетсе çитнĕччĕ вĕт! Шел, кăçал Тутар Республикипе Тюмень облаçĕнчи чăваш хĕрĕсем çеç конкурса хутшăнчĕç. Мĕнпе çыхăннă ку? Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем тупăнман-ши? Сцена çинче Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Улатăр, Вăрнар, Етĕрне районĕсен хĕрĕсем те курăнмарĕç...
Чăваш хĕрĕсем чи хитрисем теççĕ. Уява уçнă ЧР культура министрĕпе Константин Яковлевпа ЧНК президенчĕ Николай Угаслов та çакнах палăртрĕç. Çакна çирĕплетсе сцена çине шур акăш пек ярăнса тухнă чиперккесем пĕрин хыççăн тепри хăйĕнпе паллаштарчĕç. Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ Марина Данилова калаçăвне сăвăласа пуçларĕ: «Уй-уй урлă каçса килтĕм, вăрăм çула кĕскетсе…» Пике тÿрех палăртрĕ: çак конкурсра вăл чăн чăваш пикин сăнарне кăтартса парасшăн. Марина мĕн ачаран сцена çинчен анма пĕлмен-мĕн. Ачасене юратнипех вăл Шупашкарти педагогика колледжĕнче тÿрех икĕ специальноç алла илнĕ. Халĕ Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче хореографа вĕренет. Наталия Дмитриева /Çĕрпÿ районĕ/ вара спортпа туслă. Пулас медицина ĕçченĕ те ун умĕн сцена çине тухнă Марина пекех юрра-кĕвве ăста пулнине палăртрĕ. Элĕк тăрăхĕнчи Инесса Шашкина фантастика калавĕсем çырать, «Тăван Атăл» журналпа тачă çыхăну тытать. Унсăр пуçне вăл — казаксен Чăваш Енри культура центрĕн хастарĕ. Каçал ен пики Екатерина Лукиянова çутă ĕмĕчĕ пирки тÿрех каларĕ: пурăна киле шурă халат тăхăнасшăн. «Эпĕ яланах чăвашла калаçатăп», — терĕ «Тевет» фольклор ушкăнне çÿресе тĕрлĕ фестивале хутшăннăскер. Сăмах май, Катя шкулта 11-мĕш класра кăна вĕренет-ха. Унсăр пуçне çав ÿсĕмри тепĕр виçĕ чиперкке çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçессишĕн вăй виçрĕ.
«Нарспи пек эп ал ăсти, районта чи маттури, чи чиперри», — çапла паллаштарчĕ хăйĕнпе Куславкка районĕнчен çитнĕ Ангелина Мотова. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Алена Портнова хореограф профессине алла илнĕ, тăван ялĕнчи культура çуртĕнче вăй хурать, ачасене ташлама вĕрентет. Вăл чăн-чăн ташă ăсти пулнине çавăн чухнех курма май килчĕ: пике хăйĕнпе паллаштарнă хыççăнах ташша ячĕ! Эх, еплерех çăмăллăн, чĕрне вĕççĕн çаврăм хыççăн çаврăм турĕ. Питĕнчен вара йăл кулă каймарĕ! Сцена çине кăвак кĕпе тăхăнса тухнă Лидия Пуганова /Канаш районĕ/ та куракансене, жюри членĕсене илемлĕ йăл куллипе тÿрех илĕртрĕ-тĕр. Конкурс вĕçне çитичченех хĕвел пек çиçрĕ вăл, унра асамлă ăшăлăх тапса тăчĕ.
Кÿршĕ республикăран çитнĕ Карина Туктамышева унччен маларах вырăнти «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ăна сцена илĕртет-мĕн, ансамбле çул такăрлать чиперук, «Кĕмĕл сасă» конкурса та хутшăннă. Вăл — нефтяниксен çемйинчен. Амăшĕ шкулта чăваш чĕлхипе культурине вĕрентет. Карина акăлчанла, вырăсла, тутарла, тăван чĕлхепе калаçать. Екатерина Степанова /Тюмень облаçĕ/ Тюмень патшалăх университетĕнче ирттерекен чăваш чĕлхин урокĕсене çÿренине ятарлă видеора курса ĕненме май пулчĕ. Пике чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн ĕçне те хастар хутшăнать.
Хĕрсем мĕнлерех пултаруллă пулнине итлесе ларнă вăхăтра конкурс йĕркисем аса килчĕç. Пикесем чăвашла калаçнине шута илеççĕ-çке. Кам мĕнле шухăшлать, анчах асăннă конкурса хутшăнакан чиперуксен тăван чĕлхепе таса пуплемелле пек туйăнать. Чăвашран аякра пурă-накансене, тен, йывăртарах пуль. Анчах Чăваш Республикинче пурăнакан хĕрсен мĕншĕн йăнăш калаçмалла? Хумханăва пытарайман-ши е..? «Халĕ мана 17 çул», — çапла пĕлтерчĕ çĕнтерÿçĕ ячĕшĕн кĕрешнĕ пĕр пике. Эпĕ 17 çулта тесен вырăнлăрах мар-ши? Пĕр пике вара асăннă конкурса йĕркелекен ăсчахсене тав турĕ. Хăш ученăйсем çак тупăшăва ирттереççĕ-ши вара? Юлашки вăхăтра çамрăксем тăван чĕлхепе пуплеме ăнтăлманни çинчен нумай калаçаççĕ. Ак кур та ĕнен: хĕрсем чăвашлах калаçрĕç, анчах хăшĕ-пĕри — акцентпа. Пусăмсене йăнăш лартни те хăлхана тăрăнчĕ. Уйрăмах «техĕмлĕ» сăмахра…

Кам ăслăрах-ши?

«Пирĕн чиперккесем чăваш чĕлхипе культурине, кун-çулне, паллă çыннисене еплерех пĕлеççĕ-ши?» — кăсăкланчĕç конкурса ертсе пыракан Алексей Ивановпа Ирина Лампасова. Ăс-тăн конкурсĕ пуçланнине пĕлтерчĕ ку.
Яланхиллех çăмăл, çав вăхăтрах йывăр ыйтусем те янăрарĕç. Сăмахран, чăвашсем уявсенче пĕçернĕ хур-кăвакала малтан — 7, кайран мĕншĕн 41 татăк туса сĕтел çине хунине пĕлетĕр-и? Тăвай районĕн пикине Анастасия Моисеевăна лекрĕ ку ыйту. «Ĕçрен ан хăра…» ваттисен сăмахĕн иккĕмĕш пайне калăр», — ыйтрĕç Наталия Дмитриевăран. Ытла çăмăл ку, пуçламăш класри ача та пĕлет-тĕр. Е тата… «Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер», — тупмалли юмахăн тупсăмне те тупма тиврĕ пĕр чиперукăн. Эсир пĕлетĕр-и?
Республика кунне мĕншĕн çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уявланине те, ĕлĕкренпех кил вучахне кам тытса пынине те, Чăвашран тухнă тĕнчипе паллă балет ăсти Надежда Павлова пулнине те пĕлчĕç хĕрсем. «Хÿме, карта юпин çĕр ăшĕнчи пайĕ çĕрсен ăна мĕншĕн тепĕр май çавăрса лартма юраман?» — çавнашкал ыйту лекрĕ Марина Даниловăна. «Пурнăç каялла каять тенĕ», — хурав çырлахтармарĕ жюрие. Юпана тепĕр майлă лартакан вăхăтсăр вилет тенĕ-мĕн. Йĕпреç районĕн чиперккин тепĕр ыйту туртса кăларма тиврĕ, анчах куншăн 1 балл чакарчĕç. Вырăсларан чăвашла та лайăх куçараççĕ пикесем. «Горячий хлеб», «Вечером может пойти дождь» сăмах çаврăнăшне, предложение тĕп-тĕрĕс каларĕç Инесса Шашкинăпа Кристина Софронова.
Йывăç ларать е тăрать? Карина Туктамышевăна лекнĕ çак ыйту хама та шухăшлаттарчĕ. Пике тăрать тесен, жюри членĕ ку тĕрĕс пулнине палăртсан иккĕленÿ çуралчĕ. Йывăç хăрса тăрать теместпĕр-çке-ха? Ларать мар-им? Ĕлĕк мĕншĕн Тинĕс çар флотне хресчен ачисене çеç илнине хам пулсан тÿрех калаймăттăм. «Вăйлă пулнипе-ши?» — шухăшларăм ăшра. Канаш районĕнчи Лидия Пуганова хурав пачĕ: «Вĕсем сăпкара, Тинĕс карапĕ çинчи евĕр, сиксе çитĕннĕ, ачаш пулман».
Ăсне кăтартрĕç… Тата мĕн енĕпе пултаруллă «Чăваш пики» конкурса хутшăнакансем? Черетлĕ тапхăрта вĕсен шăпах çакна кăтартмалла пулчĕ. Юрă-ташă ăстисем чылай пулни тÿрех палăрчĕ. Чĕрĕ сасăпа юрă шăрантарчĕç, юлташĕсемпе пĕрле ура хуçса ташларĕç… Екатерина Степанова /Тюмень облаçĕ/ пĕчченех хускалчĕ, номер вĕçленеспе ун патне çак тăрăхри чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ çумĕнчи ачасен ушкăнĕ тухрĕ. Пĕчĕкскерсем пурте чăваш çемйисенче çитĕнеççĕ, тăван чĕлхепе юрлаççĕ. Елена Григорьева /Муркаш районĕ/ хальхи йышши хăйне евĕр стильпе ташланине уйрăммăн палăртас килет. Унашкал ташăсене «ТНТ» каналти «Танцы» кăларăмра çеç курнăччĕ. Шупашкар районĕнчи Ксения Дмитриева «Уйăх çинчи пике» халапа тĕпе хурса инсце-нировка хатĕрленĕ. Кĕвентепе тухнăскере усал вăйсем çавăрса илчĕç, музыка вăйланчĕ те вăйланчĕ, хăратрĕ…

Хуплу та, икерчĕ те, чак-чак та…

Хĕрсен ăсне тĕрĕсленĕ, пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн залра тутлă шăршă сарăлма тытăнчĕ. Пĕрин хыççăн тепри апат-çимĕç йăтса тухма тытăнсан залра ларакан кашни çын тутине çулларĕ пуль. Сцена çинче сĕтелсем лартас тăк вĕсем йăтăнса аннă пулĕччĕç! Мĕн кăна хатĕрлемен-ши пикесем! Хăшĕ-пĕри апата хăй пĕçернине çирĕплетсе видео та ÿкернĕ.
Марина Данилова /Йĕпреç районĕ/ жюри членĕсене техĕмлĕ хуплупа, сăрапа хăналасшăн пулчĕ. Наталия Дмитриева /Çĕрпÿ районĕ/ та хуплу пĕçернĕ. Анчах вĕсен тăрăхĕнче ăна кравайкка тесе калаççĕ-мĕн. «Ахăртнех, ку вырăссен каравай сăмахĕнчен пулса кайнă», — палăртрĕ çамрăкскер хуплăва мĕн-мĕн янине тĕплĕн каласа панă май. Ксения Дмитриева /Шупашкар районĕ/ — шăрттанпа, Елена Григорьевăпа /Муркаш районĕ/ Инесса Шашкина /Элĕк районĕ/ хуран куклипе сцена çине васкарĕç. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Кристина Иванова хуплу пĕçерме какайне хĕрхенменнине, юратăвĕпе ĕçченлĕхне хушнине палăртрĕ. Екатерина Лукиянова /Комсомольски районĕ/ ĕлĕк чăвашсем хăна-вĕрлене шÿрпепе, шăрттанпа, çăмарта хăпартнипе сăйланине асăнчĕ те хăй кăмакара кăвакал пĕçерсе килнине пĕлтерчĕ. «Кил картинчи чи мăнтăр кăвакалне суйларăм», — терĕ. Карина Туктамышева /Тутар Республики/ сцена çине юлташĕсемпе тухсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Кашни пĕр пек тумпа, аллинче — апатпа йăтăнакан патнуссем. Пике асламăшĕн вăрттăнлăхĕсене пăхăнса хур пĕçернĕ-мĕн. Тутарсен чак-чакне, вырăссен икерчине, чăвашсен хуплăвĕпе кăпăклă сăрине тутанса пăхма сĕнчĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА кайса курнă. Vk.соm сайтри сăн ÿкерчĕк.

* Лидия Пуганова (варринче) пултарулăх ушкăнĕпе.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.