Унăн вĕренекенĕсем чирлесен те тренировкăна çÿреççĕ

7 Дек, 2018

Пенсие тухсан нумайăшĕ канлĕхре пурăнма тытăнать, çемьешĕн вăхăта ирттерме тăрăшать. Шупашкарти трикотаж фабрикинче 38 çул вăй хунă Надежда Иванова вара канма васкаман, çĕнĕ ĕçе пуçăннă — Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсене вĕрентме пуçланă.

— Николай Кириллов ректор мана чĕнсе илчĕ те студентсене ăмăртăва хатĕрлемешкĕн ыйтрĕ. Пуçланса кайрĕ вара. Ял хуçалăх академийĕнче 8 çул тăрăшатăп. Студентсемпе ĕçлени, калаçни мана вăй-хал парать. Вĕсен хушшинче эпĕ хама çамрăк пек туятăп, — калаçăва пуçларĕ Надежда Павловна.
Республикăри чи пысăк фабрикăна вăл 18 çулта чухнех пырса кĕнĕ. Ахаль рабочирен мастера çитнĕ. «Фабрика мана ура çине тăратрĕ, пурнăç пачĕ. Йывăр вăхăтра та выçă лармарăмăр. Хамăр фабрика чысне чылай ăмăртура хÿтĕлерĕм. Ун чухне кашни предприятире физкультура коллективĕсем, спорт клубĕсем, секцисем пурччĕ. Ăмăртусем иртетчĕç. Эпĕ хулари çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пурăнаттăм. Ĕçе ирех каймаллаччĕ, каçхине те юлма тиветчĕ. Ĕçе те чупса каяттăм, каялла та чупса килеттĕм — çапла тренировка иртетчĕ манăн. Вăхăт та перекетленетчĕ», — терĕ преподаватель.
Надежда Иванова яланах вĕренме, пĕлĕвне тарăнлатма тăрăшнă. Производствăран уйрăлмасăрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Пĕтĕм союзри пир-авăр промышленноçĕн институтĕнче пĕлÿ илнĕ. 2002 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
Надежда Павловна мĕн ачаран хăюллă та хастар, спортпа туслă пулнă. «Çулла тĕрлĕ дистанцире чупаттăм, хĕлле йĕлтĕр сырса ăмăртаттăм. Шкултан вĕренсе тухас умĕн йĕлтĕрпе чупса 1-мĕш разряд нормативне тултарнăччĕ. Ишме çÿреттĕм, футболла, волейболла выляттăм. Физкультура вĕрентекенĕ те хавхалантарса пулăшса пыратчĕ», — ачалăха таврăнчĕ хĕрарăм.
Надежда Иванова — полиатлон ăсти. 1996 çулта «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Спорт мастерĕн нормативне вăл 80-мĕш çулсенчех пурнăçланă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула удостоверение алла илеймен. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Анатолий Захватовпа Тамара Краснова пулăшнипе спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Чылай çул Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ пулнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.