Тĕрри-эрешĕнче — чун ăшши

17 Дек, 2018

Хĕрарăм çут тĕнчене илеме туяс туртăмпах çуралать-тĕр. Ÿнер тĕнчин вăрттăнлăхĕсене професси шайĕнче пач тĕпчемен мĕн чухлĕ йăмăк-аппа, асанне-кукамай хăйĕн аллипе тĕлĕнмелле хÿхĕм тĕрлĕ япала ăсталать-çке! Хитрелĕхе курасси-туясси йăхран йăха, ăруран ăрăва куçать. Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Просвирнова та тĕрĕсем янтăлама амăшне Анна Архиповнăна кура пуçланă. Çут çанталăкăн çырăнман саккунĕ тейĕн: Елена Геннадиевнăн кĕçĕн хĕрĕ Аня та амăшĕ пушă вăхăтра эрешленĕ тĕрĕсене ытараймасăр ача чухнех йĕппе çип, катан пир алла тытса юнашар вырнаçнă. Чăтăмлăхĕ, илеме туяс пултарулăхĕ, ăсталăхĕ хĕрачана çÿллĕрех картлашка еннелле туртнă. Анна Просвирнова район центрĕнчи ÿнер шкулне вĕренме çÿренĕ. Шкул саккипе сыв пуллашма вăхăт çитсен аслă шкула дизайнера вĕренме кĕнĕ. Çемьере профес-сионал ÿнерçĕ те çитĕннĕ çапла.
Просвирновсен çурчĕ тĕрĕ ăшĕнче тенинче ÿстерсе калани çук. Чÿрече карри те, алăк карри те кил хуçи мăшăрĕн чун-чĕре ăшшипе витерĕннĕ. Кашни пÿлĕмрех стена çинче — илемлĕ панно. Пĕрин çинче вазăри чечексем куçа тыткăнлаççĕ тĕк, теприн çинче акăшсем шыв çийĕн лăпкăн чÿхенеççĕ. Симĕс вăрман ăшĕнче ларакан хăтлă капмар çурт епле кăчăк ан турттăр-ха тата? Илемлĕ кайăксене курсан вĕсен сассине те илтнĕн туйăнма пуçлать. Хаваслă икĕ хĕр пĕрчине евĕрленĕ тĕрĕре вара Просвирновсен икĕ тĕпренчĕкĕ — Алинăпа Аня — сăнарланнă тейĕн...
Маттур ăста алли витĕр тухнă япаласене çак кунсенче вăл пурăнакан килте кăна мар, Комсомольскинчи «Çĕр тата çын» тавра пĕлÿ музейĕнче те курма пулать. «Аннен ылтăн алли» ятпа Елена Просвирновăн тĕрĕллĕ картинисенчен курав йĕркеленĕ кунта. Амăшĕн кунĕ тĕлне уçнăскер раштав уйăхĕ вĕçленичченех пырĕ.
— Районти хĕрарăмсен йышĕнче чăн-чăн алă ăстисем пурри савăнтарать. Кунашкал ĕçре тÿсĕмлĕх, типтерлĕх, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарни кирлĕ — пурин те алли пымасть эреш-картина янтăласси патне. Туртăма ачаран аталантарни те пĕлтерĕшлĕ-тĕр. Паха ĕçсемпе ытларах çынна паллаштарас килет. Çавăнпах вырăнти ăстасен япалисенчен курав йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать, — терĕ Каçал тăрăхĕнчи аваллăх асăннă управĕн ертÿçи Алена Полякова.
Хÿхĕм тĕрĕсен ÿкерчĕкĕсем тăрăх Елена Просвирнова çут çанталăка сăнлама кăмăллани — апла тăк унпа çураçура пурăнма ăнтăлни — палăрать. Ĕлкесен тĕслĕхĕсемпе паллашма Интернет чылай пулăшнине пытармасть хĕрарăм.
— Ĕçлес туртăм кăна пултăр — суйламалăх темĕн те пур, — сăпайлăскер йăл кулать. — Аннесен, кукамай-асаннен умĕнче вара пуç таймаллах: мĕнле кăна тĕрĕ ÿкерчĕкĕ, чĕнтĕр эрешĕ шухăшласа кăларман-ши вĕсем!
Елена Просвирнова Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче вăй хурать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.