Икĕ пулăм пĕр тĕвĕре

27 Дек, 2018

Çĕнĕ çул умĕн ĕмĕтсем, ырă пулăмсем пурнăçа кĕни савăнтарать, кăмăла çĕклет. Акă паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче клиникăпа гематологи тĕпчевĕн лабораторине уçрĕç.
Вăл выльăх чир-чĕрне юн тăрăх тупса палăртмашкăн кирлĕ. Кун пек лаборатори академинче малтан пулман. Çавна май анализсене тĕпчеме урăх çĕре янă.
Студентсем хуçалăхсене тухса çÿренĕ май выльăх-чĕрлĕх юнне илеççĕ те лабораторинче микроскоп витĕр тата ятарлă ытти хатĕрпе усă курса тĕпчеççĕ, лейкоцитсен йышне шутлаççĕ. Каярахпа чир-чĕр паллисене тупса палăртаççĕ, выльăха сыватас ĕçе те хăйсем çине илеççĕ. Халĕ вĕсем академи çумĕнче йĕркеленнĕ наукăпа производство вĕрентÿ центрĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тĕпчеме пуçланă. Тен, малашне республикăри ытти хуçалăх та çакна шута илĕ.
Лабораторире студентсем, аспирантсемпе çамрăк ăсчахсем тĕпчев ĕçĕсем пурнăçлĕç. Кунта пĕр харăсах 12 çамрăк ĕçлеме пултарать. Микроскопри пулăма экран çинче те курма пулать.
Академи ĕçченĕсене, студентсене лаборатори уçăлнă ятпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Çак кунах ял хуçалăх академийĕнче «Агровыбор Чувашии» çĕнĕ журнала пахаларĕç. Çĕнĕ çул умĕн кун çути курнă кăларăмра республикăри паллă агропредприятисен кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Информаципе аналитика журналне академи çулталăкра тăватă хутчен кăларма палăртать.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Рубрика: 

Комментировать