Уявра савăнас вырăнне — куççуль

10 Янв, 2019

Çĕнĕ çул умĕн Шупашкар районĕнчи Янтура пурăнакан Любимовсен çемйинче пысăк инкек пулнă — вĕсем килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă. Раштавăн 23-мĕшĕнче тухнă пушарта мĕн пур пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Самантрах нимсĕр тăрса юлнă

«Вырсарникун мунча хутрăм. Кăмакана пăхсах тăраттăм. Кĕтмен çĕртен мунчара пушар тухрĕ. Çулăм хăвăртах пÿрт çине куçрĕ. Çиллĕ çанталăка пула вăл тÿрех икĕ хутлă ампара ярса илчĕ. Юнашарах — вите, гараж, лаç. Ĕнесене илсе тухма пултарчĕç-ха, чăхсем çунса кайрĕç», — аса илчĕ кил хуçи арăмĕ. Хăй вăл сакăр вунă çула хыçа хăварнă ашшĕне çăлма васканă. Ватă çын çунакан çуртран хăй тĕллĕн тухайман. Ăна кÿршисем патĕнче хăварнă та тăван килĕ еннелле чуп-нă. Любимовсен çурчĕ сăрт çинче вырнаçнă. Юнашарти Мăн Кивпулăхра та тÿпенелле йăсăрланса хăпаракан тĕтĕме хăвăртах асăрханă. Унтах кил хуçипе ывăлĕ нимере пулнă. Кам çуран, кам çăмăл автомашинăна тапратса инкек вырăнне васканă.
«Çав кунах витесене çĕнетмешкĕн чус хăма туяннăччĕ. Çамрăксем вĕсене унталла-кунталла ывăтса çунма паман», — терĕ Елена Николаевна. Ял халăхĕ пушара хăй тĕллĕн сÿнтерме тăрăшнă, анчах… «Пушарнăйсем хăвăртрах çитинччĕ, — кулянса калаçрĕ шар курнăскер. — Кÿкеçрен 40 ми-нут килнĕскерсен шывĕ те хăвăртах пĕтрĕ». Çунакан çуртран нимех те илсе тухма ĕлкĕреймен. Ашшĕн паспорчĕ çунса кайнă, ывăлĕн те тĕп документа çĕнĕрен тума тивĕ. Кĕр мăнтăрĕпе пухса кĕртнĕ пахча çимĕç те юрăхсăра тухнă. Тĕп сакайĕнчи çĕр улми шыв айне пулнă та шăннă. «Йă-лара усă курмалли техника, мотоблок, утă çулмалли хатĕр, молотилка, мĕн пур ĕç хатĕрĕ пушарта çунчĕ», — терĕ Елена Николаевна.
Халĕ çемье кÿршĕ килте пурăнать. Унăн хуçи хĕлле хулари тăванĕсем патĕнче кун кунлать. Çĕнĕ çул умĕн кил-çуртсăр тăрса юлнăскерсем: «Юрать, пурте чĕрĕ-сывă», — теççĕ. «Тăвансене çухатни — чи пысăк хуйхă. Пиччепе шăллăма, аннене юлашки çула ăсатма тиврĕ, — хурланса калаçрĕ Елена Николаевна. — Юбилей умĕн пурнăçăмри чи асра юлнă самантсене сăнлакан сăн ÿкерчĕксене пухрăм, çĕнĕрен пичетлеттертĕм. Вĕсенче — çывăх тăванăмсем, ывăлăмсен ачалăхĕ, анне… Çав сăн ÿкерчĕксем çунса кĕлленнĕшĕн хурланатăп. Вĕсене çĕнĕрен туянаймăн». Любимовсем пушар вырăнне тирпейлеме пуçланă. Слесарьте ĕçлекен кил хуçине икĕ ывăлĕ пулăшаççĕ.
Елена Николаевна пулăшакансене тав тăвать. Мăналти вăтам шкулта 29 çул вĕрентекенре тăрă-шаканскере пĕрле ĕçлекенĕсем те хавхалантараççĕ. «Ял халăхĕ тумтир, апат-çимĕç илсе килсе пачĕ. Банк карточкине укçа куçарса паракансем те пур», — терĕ вăл. Çав хушăрах çын хуйхипе усă курса тупăш тăвас текенсем те тупăнаççĕ иккен. Акă пĕррехинче Мускавран шăнкăравланă та инкек пирки илтнине пĕлтернĕ, укçа пухма пулăшасса шантарнă. Банк карточкин реквизитне палăртма çеç ыйтнă. «Унашкаллисене ĕненместĕп. Ырă кăмăлли унсăрăн та пулăшма май тупать», — терĕ Елена Николаевна. Акă аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем те Любимовсем пушара пула шар курнине илтсен вĕрентекен патне шăнкăравланă, çырнă, пулăшу сĕннĕ. Тепĕр чухне телефон шăнкăртатма чарăнмасть. Пĕлĕшĕсен ырă сăмахĕ малалла талпăнма вăй парать те. Çапах хĕрарăмăн куçĕ йĕпенмесĕр пĕр кун та иртмест. Йăлтах ăнсăртран тухнă пушара пула…
Любимовсен çемйине пулăшас текенсем Елена Николаевнăн Перекет банкĕн картти çине укçа куçарса пама пултарĕç. Ăна 89033794437 телефон номерĕ çумне çирĕплетнĕ.

Çулталăк пуçланнă- пуçланман…

«Пушар вăрă мар, нимĕн те хăвармасть», — тенĕ. Раштавăн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пысăк инкек пулнă — 58-ти арçыннăн хуçалăхĕнче хĕрлĕ автан ташланă. Пушарта иккĕн вилнĕ — кил хуçипе пиччĕшĕ. Инкек сăлтавне уçăмлатаççĕ.
Çав кунах Канаш районĕнчи Шăхасанта пурăнмалли çурт çуннă. Пушар унăн хуçин тимсĕрлĕхне пула тухнă. 36-ри арçын пÿртре пирус туртнă. Вăл хăй çулăмпа суранланнă, аллине, питне пĕçертнĕ. Юрать-ха, хуçалăха çăлса хăварнă.
2018 çул вĕçĕ Çĕмĕрлери Крупская урамĕнче пурăнакансемшĕн пысăк инкекпе асра юлĕ. Кил хуçи лаççинче электропралуксем юсавсăррине пула пушар тухнă. Пурăнмалли çуртпа вите-ампар çунса кĕлленнĕ. Юрать, хуçисем чупса тухма ĕлкĕрнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.