Следователь — пур çавăн пек професси

15 Янв, 2019

Следовательсене саламлама сăлтав пур: паян, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, вĕсем Следстви комитетне туса хунă куна паллă тăваççĕ. Çулталăк пуçламăшĕ — иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли вăхăт, апла тăк следствин сакăр çул каялла йĕркеленнĕ çĕнĕ çак тытăмĕшĕн, Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕшĕн, 2018 çул мĕнлерех пулнине тишкерни пушшех вырăнлă.

Ятсăр вил тăприн тискер вăрттăнлăхĕ

Управлени ертÿçисем иртнĕ çул ăнăçлă ĕçпе палăрса юлнинче республика прокуратурипе, Шалти ĕçсен министерствипе, Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕпе, ытти тĕрĕслев органĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленин тÿпи пысăккине пайăррăн палăртаççĕ.
Тĕп кăтартусенчен пĕри — çын вĕлернĕ тĕслĕхсене уçса парассин проценчĕсене йăлана кĕнĕ çÿллĕ шайра упраса хăварма пултарни. Вăл иртнĕ çул 94% танлашнă.
Калăпăр, Шупашкарта пурăннă 37 çулти хĕрарăма вĕлернипе çыхăннă преступление кĕске вăхăтра уçса пани. Вăл çухални çинчен ашшĕ пĕлтернĕ. Видеокамерăсен ÿкерĕвне тĕпченĕ май следовательсем çак преступление тума пултарнă тесе шанман çынна палăртнă. Хĕрарăмăн упăшки иккен. Маларах та çын вĕлернĕшĕн судпа айăпланнăскер. «Уликăсемпе» «хĕстернине» кура арçын айăпне йышăннă, арăмне вĕлерсе унăн ÿтне чăматана чиксе хваттертен илсе тухни, хулари вăрман тăрăхне илсе кайса чавса чикни çинчен каласа панă. Вăрттăн вил тăприн вырăнне те кăтартнă… Ку ĕçе малалла тĕпчеççĕ-ха.
Шăв-шав çĕкленĕ тепĕр уголовлă ĕçе вара суда тишкерме панă ĕнтĕ. Суд умне депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ тăрĕ. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, вăл хăйĕн бизнес-компаньонне вĕлерме саккас панă. Анчах унăн планĕ тÿрре тухман. Вĕлерме кавар тунă арçын çакăн çинчен пĕлсе право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă. Тытса чарнă чух киллер кĕпçине касса кĕскетнĕ пăшалтан ăна тĕллесе персе ĕлкĕрнĕ, анчах тĕл лектереймен — ФХС сотрудникĕсем унăн аллисене вăхăтра пăркăчланă.
Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн Аслă сучĕ Шупашкарта пурăннă 39 çулти хĕрарăм пурнăçне татнипе çыхăннă, халăха калаçтарнă тĕслĕхпе приговор палăртрĕ. Ăна машинăшăн, укçашăн вĕлернĕ. След-стви управленийĕнче çак уголовлă ĕçпе айăплисене палăртмашкăн пысăк технологиллĕ криминалистика оборудованийĕ пулăшни пирки калаççĕ. Унпа усă курса хĕрарăм хыпарсăр çухалнин, ăна вĕлернин ÿкерчĕкне уçăмлатма, çак тата ытти преступленишĕн айăплисене тупса палăртма пул-тарнă. Хĕрарăм пурнăçне татнăскерсене 19-23 çуллăха ирĕксĕр хăварнă.

Нимĕн те манăçман

Преступлени тунăшăн кашниех явап тытма тивĕç. СК сотрудникĕсем следователь профессийĕшĕн кредо шутланакан çак чăнлăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çавна май чылай çул каялла пулнă преступленисене те манмаççĕ — вĕсемшĕн айăплисене те саккун умĕнче явап тыттармалла. Пĕлтĕр кăна унчченхи çулсенчи çавнашкал 25 преступленишĕн айăплисене тупса палăртнă.
Сăмахран, пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Шупашкар çынни 27 çул каялла мĕнле сăлтавсене пула çухалнине уçăмлатма пултарнă. Унпа тахçанах çыхăну çуккине кура арçыннăн ывăлĕ право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май çакăншăн арçыннăн тепĕр арăмĕнчен çуралнă хĕрĕ айăпли палăрнă. Допросра вăл пĕтĕмпех каласа панă. 1991 çулта ашшĕпе хирĕçсе кайнă иккен — вăл арçынна тимĕр патакпа пуçĕнчен çапнă. Йывăр суранланнăскер çавăнтах вилнĕ.
Çĕрле вара хĕрĕ унăн виллине çывăхри вăрман тăрăхĕнче чавса чикнĕ. Кун пирки никама та шарламан, тăванĕсем те арçын шăпипе вăрах кăсăкланман. Унăн кăтартăвĕсене тĕрĕсленĕ май хĕрарăм хайхи вăрттăн вил тăпри вырăнне те кăтартнă. Йăнăшман: унтан арçын юлашкисене чавса кăларнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла иртнĕ те, паллах, шăмми-шакки кăна юлнă.
Кăткăс тепĕр тĕслĕх — 2009-2012 çулсенче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çыннăн касса вакланă кĕлеткин пайĕсене тупни. Криминалистсем çак пайсем пĕр çыннăн пулнине çирĕплетнĕ. 2018 çулта генетика экспертизи пулăшнипе вăл камне те палăртма май килнĕ. Следствири профессионалсем вара кĕçех преступлени ÿкерчĕкне те уçăмлатнă. 2008 çулта арçынна унпа пурăнакан хĕрарăмăн амăшĕ тĕртсе янă иккен. Лешĕ мелсĕр ÿкнĕ, пуçĕпе урайĕнчи кире пуканĕ çине тăрăнса вилмеллех аманнă. Хĕрарăм вара вилле вакланă, унăн пайĕсене тĕрлĕ çĕре илсе кайса шыва пăрахнă.
Следстви пухнă материалсене тĕпе хурса пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче 44 çулти арçын приговор итлерĕ, ăна 11 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Вăл 17 çул каялла, 2002 çулхи нарăсра, хăйĕн подћездĕнче Çĕнĕ Шупашкар çыннине персе вĕлернĕ. Унтан Чăваш Енрен тухса тарнă. 2018 çулхи çу уйăхĕччен тăван енрен инçетре пытанса пурăннă. СК следователĕсем ЧР ШĔМĕн сотрудникĕсемпе пĕрле ĕçлесе ăна Владимир облаçĕнче шыраса тупнă, тытса чарнă.
Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче Канашра тин çуралнă ачана вĕлернĕ тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Пепке виллине çулталăк маларах тупнă, анчах амăшне тÿрех тупса палăртма май килмен. ДНК тĕпчевĕ пĕтĕмпех уçăмлатнă. 32 çулти хĕрарăм, Канашра пурăнаканскер, текех тунса тăман: хĕр пĕрчине вăл 2017 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче çуратнă, ăна вĕлернĕ, улах вырăна кайса вак каснă та пĕчĕкскерĕн виллине шыва пăрахнă.

Ачасене тата ĕç çыннине ан кÿрентерĕр!

Преступленисене пула шар курнă ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси СК ĕçĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел, унашкалли те час-часах тĕл пулать.
2018 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкарти пĕр çуртри лифтра паллă мар арçын 11 çулти хĕрача тĕлĕшпе намăс ĕçсем тунă. Хулара маньяк çÿрет текен сас-хура та тухнăччĕ. Следстви киревсĕр çак ĕçе юсанмалли колони сотрудникĕ тунине тĕпчесе пĕлнĕ. Ăна арестленĕ. Тĕпчев вара çав арçын виçĕ çул каялла та унашкал ĕçсемпе аппаланнине çирĕплетнĕ — ун чухне ултă ачана киревсĕр тĕллевпе çулăхнă. Малалла вулас...
 

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.