Ылтăн чăх çăмарти, е Ăçта йÿнĕрех тавар туянма пулать?

18 Янв, 2019

Раççейри пысăк хуласенчи супермаркетсенче çăмартана тăхăр штукпа сутма пуçлани çинчен иртнĕ эрне вĕçĕнче пирĕн тăрăхра та сас-хура сарăлчĕ. Совет саманинчех çирĕпленнĕ йăлана пăсни хăшĕ-пĕриншĕн пысăк тĕлĕнтермĕшпе танах. Теприсемшĕн вара кулăшла пек…

Хак ÿсмест, хутаç пĕчĕкленет

Чăваш Ен лавккисене ку çĕнĕлĕх çитеймен-ха. Анчах çавăн йышшисем сутлăха тухас çук тенипе те килĕ-шме çук. Маркетинг чеелĕхĕн «серепине» çăмарта та лекме пултарасси пачах та иккĕлентермест.
Хаксем ÿснине уççăн кăтартас мар тĕллевпе хутаçа тултаракан тавар виçине пĕчĕклетни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Сăмахран, кĕрпесене тахçанах хутаçа 800 грамм кăна хураççĕ. Сахăр та — 900 грамм кăна. Унччен 1 килограма хăнăхнăран çакăн çине ытлашшиех тимлесе пăхмастпăр. Акă, эпĕ хам та хальчченех хура тул кĕрпин пĕр килограмĕ 33 тенкĕ тăрать тесе шухăшланă. Çак йĕркесене çырнă чухне тин çимĕçĕн чăн хакĕ мĕн чухлĕ пуласси пуçа пырса кĕчĕ. Хутаçри тавар виçи чакнăран хаксем ÿсмен пек туйăнаççĕ. Кĕрпене е са-хăра тарасапа виçсе илсен куçа курăнман çак ултав тÿрех çиеле тухать.
Пылак сĕткенсене те, сĕте те кĕленчене е хут курупкăна 1 литр тултармаççĕ. Вĕсем те пĕчĕкленнĕ: 900, 950 е 935 миллилитр. Пачкăри услам çу та 200 грамран 180 грама çити чакнă. Майонезăн 350 грамлă витри 275 грама çити пĕчĕкленнĕ… Вак-тĕвек кăна пек туйăнать. Анчах çак хисепсем укçана çавăрсан самай пысăкланаççĕ. Росстат кăтартăвĕсемпе пĕр çын çулталăкра вăтамран 19,5 килограмм сахăр туянать. Тăватă çынран тăракан çемье валли 78 килограмм кирлĕ. Е 1 килограмлă 78 пачка. 900 грамлипе шутласан — 86,6 хутаç. Çухалнă грамсене укçа çине куçарса шутласан кĕсье тĕпне якатакан самай пысăк виçе пуçтарăнать.
Халĕ акă çак шăпа çăмарта патне çитрĕ-ши? Тавар туянакан хутаçра çĕр грамм сахалланнине сисмесен те пултарать, анчах çăмартапа капла улталаймăн. Çак меслетпе хак ÿснине пытарма тăрăшни тÿрех куçа тăрăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.