Телей курма килекенсем

21 Янв, 2019

«Мораль тени ăçта-ши паян?.. Пĕлĕшĕме курманни виçĕ çул çитет акă. Икĕ ача-çке унăн. Вĕсене пырса курас та килмест-ши ашшĕн? Ывăлĕсем пуррине аса илмест те-шим? Тунсăхлама пĕлет-ши? Чун- чĕре илемĕ, атте-анне юратăвĕ çапла та пулать-и?..»
Чунсăрлăх тавра вун-вун ыйту çĕклесе калаçу пуçарчĕ çак кунсенче ĕç пÿлĕмне кĕрсе тухнă арçын. Пурнăçра кунашкал хăтлану валли те вырăн пурри ăна питех те вĕчĕрхентерни уççăн палăрчĕ. Çапла, ачаш та çепĕç чĕреллĕ «амăшĕ» пулмарĕ вăл. Хăватлă та хастар арçын. Урăхларах йăла-йĕркепе çитĕннĕскер, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сăпайлăхпа палăраканскер, ырăпа ăшăлăх сапалаканскер пурнăçăн синкер енĕсене чĕри çывăхне илет.
Ватлăх енне сулăннăскер паянхи ăру чунсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе калаçнине хирĕç нимех те хуравлама пултараймарăм. Шăппăн çеç итлерĕм риторикăллă пĕр ыйту тепринпе улшăннине. Çивĕч ыйту хускатнăскер пÿлĕмрен тухса каяс чухне çеç: «Арçын чĕри хĕрарăмăннипе танлашаймĕ çав. Унран темĕн те кĕтме пулать…» — теме çеç хăю çитертĕм.
Чылай чухне анне юратăвĕ атте кăмăл-туйăмĕнчен вăйлăрах теççĕ. Çав хушăрах этемлĕхĕн черчен пайне те ырлама тăхтамалла-ха. Куккук амăшĕсем е эрех-сăрапа туслашнăран пепки çинчен манакансем сахал-и? Çав хушăрах ачи-пăчишĕн, ывăл-хĕрĕн ырлăхĕшĕн тем тума хатĕр ашшĕ те пĕрре кăна мар.
Ыррине курса савăнатпăр. Калаçтараканни вара чылай чухне — «усалли». Тĕрлĕ çемьери йывăр лару-тăру, ашшĕ-амăшĕн киревсĕр хăтланăвĕ, ача-пăчан тивĕçсĕр воспитанийĕ… — тиркевлĕ сăмах-юмах пуçармалли сăлтав çителĕклĕ кăна мар, ытлашшипех. Обществăн пĕр пысăк инкекĕ çав-çавах — ăнăçсăр çемьесем. Аслисем эрех-сăрапа йăпанаççĕ, ачасем хăйсене хăйсем хуçа пулса çитĕнеççĕ… Инкек курасси те çакăнтанах пуçланать.
Шăпах çакнашкал тĕслĕхсем май пур таран сахалрах «çуралччăр» тесех полици тата ЧР Сывлăх министерствин ĕçченĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем час-часах рейд ирттереççĕ. Ăна Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче йĕркелесси те йăлара. Уявсем- çке… Кăçал та акă çулталăк тултарман пепкеллĕ 1259 çемьене çитнĕ вĕсем. 11 ашшĕ-амăшĕ «хăнасем» пынă вăхăтра ÿсĕр пулнă. 10 çемьере пĕчĕкскер валли условисем çукки палăрнă. 27 çемьери 40 ачана тĕрлĕ больницăна ăсатнă. 25 çынна ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçламаншăн административлă явап тыттарнă.
Ырă тĕллевпе пуçарнă ĕçĕн кăтартăвĕ те пур. Профилактика кирлех. Çав вăхăтрах усала тĕппипе кăклама та çук-çке. Сăмахăма пуçланă кăмăлсăрлăх арçын чунсăрлăхĕ тавраччĕ. Паллах, ача-пăча пирки маннă ашшĕ-амăшне тÿрре кăларма сăлтав тупăнас çук. Ывăл-хĕрне пусмăрта тытакансем пурри вара пушшех çÿçентерет. Тăван тĕпренчĕкне шар кăтартнă тĕслĕхсем те пурнăçран çухалмаççĕ-ха. Тепĕр чухне «тискерлĕх вăййи» вилĕмпе те вĕçленет.
Кĕçĕннисем аслисен умĕнчи вăйсăрлăхне пула хăйсене хÿтĕлеме те пултараймаççĕ-çке…
Пĕр-икĕ тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче 16 çулти хĕре тăван мар ашшĕ мăшкăлласа пурăнни палăрнă. Следстви палăртнă тăрăх, 1970 çулта çуралнă арçын 2016 çулта республикăри ялсенчен пĕринче пурăнаççĕ тăван мар пепкине хур тунă. Ун чухне 13-ре кăна пулнă-ха кĕçĕнни. Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май кунашкалли пĕрре мар пулни çиеле тухнă. 1999 çулта арçынна çын вĕлернĕшĕн айăпланă. Ирĕке 2003 çулта тухнă вăл. Хĕрача амăшĕ вара çемьепе 2016 çултанпа пурăнмасть — федераци шыравĕнчен тарса çÿрет.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 33 çулти арçын вара 9-ти тăван хĕрĕ тĕлĕшпе ар çыхăнăвĕ сĕмĕллĕ усал ĕç тунă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.