"Самант" журнал, 1 №, 2019 çул

30 Янв, 2019

ЫЙТĂМ. Хаçат-журналта, телекуравра, радиохыпарлавра тата издательствăсенче тăрăшакасене профессие суйласа илме мĕн хистенĕ?
ПИРĔН ТАНТĂШ. «Мĕн пулнă-ши пирĕн халăха?» Самар облаçĕнчи Дмитрий Мясников пек хастар чăваш çамрăкĕсем пулсан пĕтместпĕр.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! «Хĕрĕм Таня хулари пĕр шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Уяв умĕн хайхискер «савăнăçлă» хыпар пĕлтерчĕ: Çĕнĕ çул каçне пирĕнпе мар, юлташĕсемпе пĕр хваттерте кĕтсе илесшĕн иккен. Çитменнине, унта аслисенчен никам та пулмасть…»
ÇУЛТАЛĂК КĂШĂЛĔ. Кăшарни эрнине ялсенче мĕнлерех ирттереççĕ?
ТИШКЕРӲ. Юрăçсем — студентсем
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Анна Шарм шыв айĕнче пулнă. Типшĕм Сашукăн хĕр çуралнă. Концерт йĕркелӳçисен «вăрттăн вăрçă» пырать. Элимепе Кузнецов мăшăрланĕç.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. «Чи юратнă уяв — вилнисен кунĕ». Мексика çĕршывĕнчен Шупашкара вĕренме килнĕ Владимир Вега хăйĕн халăхĕн культурипе паллаштарчĕ.
СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. КВН — чи хаваслисемпе пуçаруллисем валли.
ÇУЛ ÇӲРЕВ. Корейăра çăкăр çимеççĕ… Апла мĕнпе пурăнаççĕ?
«САМАНТ» ХĂНИ. Вероника ПИНЕСЛУ: «Канмалли кунсенче ДЦПпа чирлĕ ачасене пулăшма çӳретĕп, вĕсем валли концертсем йĕркелетĕп…»
КАЛАВ. «Шупашкартан тухса пынăпа пĕрехчĕ. «Акулина!» — шартах сиктерчĕ хыçалта ларса пыракан каччă сасси. Ӳт-пӳ тăрăх те сивĕ, те ăшă чупрĕ. «Вова?!» — хăй сисмесĕрех пуçне асамлă сасă еннелле çавăрчĕ пике…» Тина Апрельская «Ырă шăршăллă конверт».
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Хăш качча мĕнле сухал килĕшет?
ТЕАТР ÇУЛТАЛĂКĔ. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актрисин Полина Чамжаевăн пурнăçне «Сцена çинче тĕнче çаврăнать» кĕнекере сăнланă.
ЮРАТУ-ЫРАТУ. «Çĕтĕк джинс тăхăнма пăрахрăм». «Чун ыйтнă пек пурăнаймарăм».
КĂРЛАЧ 25: ТАТЬЯНĂСЕН КУНĔ. Татьяна пуканене пула хĕрачине Таня ят панă.
ТĔПЕЛТЕ. Евгений Григорьев шоумен ăшаланă хур хатĕрлеме вĕрентет.
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Василиса Васильевна Петрова, ЧР тава тивĕçлĕ артистки.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Пăрăнтăк — мĕнле чĕр чун?
«Самант» каччи» тата «Самант» пики» конкурссене пĕтĕмлетрĕмĕр!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.