Грипран сыхланмалла

7 Фев, 2019

Куба çывăхланать
Куба Республики Чăваш Енпе малашне тачă çыхăнса ĕçлеме пултарĕ. Иртнĕ эрнере пирĕн тăрăха Куба Республикин Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата тулли полномочиллĕ посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь тата посольство делегацийĕ килсе çитнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев посолпа ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ.
«Эпир Кубăпа лайăх çыхăнусем йĕркелетпĕр, — тенĕ республика ертÿçи. — Пĕр-пĕрин хушшинчи тавар çаврăнăшĕ çуллен пысăкланать. Куба посольствин делегацийĕ пирĕн патра пĕрремĕш хут мар. Вăл республикăри предприятисене çитсе курнă тата çак тĕлпулу хыççăн икĕ ене те усă кÿрекен хутшăнусем вăйланасса шанатăп».
Правительство çуртĕнче «Кубăпа туслисен обществи» организацийĕпе тата посольство делегацийĕ пĕрлехи канашлу ирттернĕ. Михаил Васильевич Чăваш Ен пĕлтĕр Кубăпа йĕркеленĕ тулаш тавар çаврăнăшĕ АПШ-ăн 300 пин долларĕпе танлашнă е 2017 çулхинчен 7,1% пысăкрах пулнине, республикăран Кубăна çул-йĕр тата ял хуçалăх техники валли саппас пайсем тиесе янине палăртнă.
Делегаци «Чăвашторгтехника», «Промтрактор», «Спортăн выляв-хускану оборудованийĕ», «Хĕвел» обществăсен продукцийĕпе паллашнă. Аякри хăнасене уйрăмах хĕвел энергийĕпе усă курас тĕллев кăсăклантарнă.
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра Раççейпе Куба çыхăнăвĕсене çирĕплетессипе, çак хутшăнусене Чăваш Ене те явăçтарассипе «çавра сĕтел» иртнĕ. Куба посолĕ икĕ республика çамрăкĕсене пĕр-пĕрин патĕнче вĕрентессипе, спорт, культура енĕпе проектсене пурнăçлассишĕн сĕнÿсене пăхма хатĕррине пĕлтернĕ.
Парăм ыйтăвĕ çивĕч
Ĕç укçипе çыхăннă лару-тăру çивĕч, парăм ÿснĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ыйтăва Правительство çуртĕнче тунтикунсеренхи канашлура тĕплĕн сÿтсе явнă.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, чи пысăк парăм «Чăвашавтотрансра» — 768 çынна 67 миллион тенкĕ ытла тÿлемелле. Организацин парăмсене татмашкăн пурлăх çителĕклĕ. Шупашкарти Гагарин урамĕнчи çурт — 81 млн тенкĕлĕх, Çĕнĕ Салари тата Вокзал çум урамĕнчи автостанцисем — 60-шар млн патнелле. Пĕтĕм пурлăх — 363 миллиона яхăн тенкĕлĕх.
Ĕçлев министерстви кăçал шалу парăмне чакарас енĕпе график палăртнă — çулталăк вĕçленнĕ тĕле 13,6 млн тенкĕрен ытла юлмалла мар. Михаил Игнатьев ĕç паракансенчен çирĕп ыйтма сĕннĕ.
Республикăри грипп чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва та тишкерсе хакланă канашлура. Çак амакпа аптăракансен шучĕ ÿсет. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Çĕмĕрлери шкулсенче пĕтĕмпе 20 класа хупма тивнĕ. Ĕç-пуç эпидеми шайне çитмен, çапах сыхлăх мерисем кирлĕ.
Светлана ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.