Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррисен фестивалĕ иртнĕ
18 Фев, 2019 | День за днем | спорт

Ĕнер Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче «Чăваш Ен. Эпир хатĕр!» чĕнÿпе ГТО фестивалĕ иртнĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 120 яхăн çынна пуçтарнă вăл.

Спорт уявне туслă çемьесем — ашшĕсемпе ачисем йышлăн хутшăннă. Ахаль мар. Мероприятие Раççейри «Ашшĕсен патрулĕ. Эпир хатĕр!» акцие хутшăннă май йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине аслисемпе ачасен пĕрле туслăн пăхăнмаллине, вăхăта çемьепе усăллă ирттермеллине, ГТО нормативĕсене те йышпа пĕрле пани кăмăла уçнине палăртасси.

Уява официаллă уçнă май «Ĕçпе хÿтĕлева хатĕр!» комплексăн эмблемине, логотипне, паллине ÿкерессипе йĕркеленĕ конкурсăн çĕнтерÿçисене те палăртнă. 12-16 çултисен хушшинче Шупашкарти ÿнер 6-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ Полина Илюшкина çĕнтернĕ. 17-21 çултисен йышĕнче Шупашкарти ÿнер училищин студенчĕсем Анастасия Смолинăпа Ольга Пидимирова ĕçĕ палăрнă.

Фестивале хутшăнакансем ГТО нормативĕсене панă. Чи лайăх кăтартусемпе мала тухнисене ятран палăртнă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать