«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет

5 Апр, 2019

Чăваш Республикин вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцин çурхи тапхăрĕпе килĕшÿллĕн мероприятисем иртеççĕ.

Пушăн 30-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринче Е. Николаева ячĕллĕ физкультурăпа спорт комплексĕнче мини-футбол, волейбол, пионербол енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Унтах ГТО нормативне пурнăçланă. Спорт уявне 400 яхăн çын хутшăннă.

Пушăн 31-мĕшĕнче Пăрачкав районĕн Кудеиха вăтам шкулĕнче вĕрентÿ лапамĕсем йĕркеленĕ. «Сывă пурнăç йĕркинче» баскетболла вылянă. «Гражданла пуçарулăх» лапама хутшăнакансем шăрпăксăр кăвайт чĕртме вĕреннĕ.

Ака пуçламăшĕнче Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕ шахмат турнирĕ йĕркеленĕ. Ăмăртакансем чăн-чăн ăсталăх кăтартнă. Пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкул команди йышăннă.

ЧР ĕçлекен çамрăксен канашĕ боулинг енĕпе тупăшу пуçарнă. 26 команда ăмăртнă. Чи маттуррисем В.И.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿре ĕçлеççĕ.

ЧР ĕçлекен çамрăксен канашĕ боулинг тупăшăвĕнче

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Obrazov.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментировать