Кану йĕркеллĕ ирттĕр

29 Апр, 2019

Ачасен çуллахи каникулĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен планеркăра вĕсен çуллахи канăвне йĕркелессине тĕп ыйтусен шутĕнче сÿтсе явни ăнсăртран мар.

Михаил Игнатьев палăрнă тăрăх, çак ĕçе йĕркелемелли пĕтĕмĕшле бюджет кăçал 500 миллион тенкĕпе танлашĕ. Тĕрлĕ лагерьте, çав шутра шкулсен çумĕнчи çуллахи лагерьсенче 102 пин ача канĕ.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов çирĕплетрĕ: ачасен тĕрлĕ йышĕ валли путевкăсем туянмалли кампани тапхăрĕсем йĕркеллĕ иртнĕ тата иртеççĕ. Путевкăсем, тĕрĕссипе, нумай та юлман — çу уйăхĕнче вĕсем пурте сутăнса пĕтĕç. Çăмăллăхлă категорисене путевкăсене палăртнă виçерен йÿнĕрех /50% таранах/ тăвассине шута илнĕ — ку енĕпе чăрмав çук. Регион ертÿçи пурнăçăн йывăр условийĕсенчи ачасем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалли пирки пайăррăн асăрхаттарчĕ. Çав шутра шалти ĕçсен пайĕсенче шутра тăракансемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Унашкаллисем — 220 çын патнелле. Министр çав ачасемпе профиль сменинче ятарлă специалистсем ĕçлессине çирĕплетрĕ, вĕсене путевкăсемпе тивĕçтермешкĕн укçа уйăрнă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать