Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем ыттисемшӗн конкурентлӑ

14 Мая, 2019

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Пултаруллӑ ҫамрӑксем ытларах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен йышӗнче ялти шкулсенче вӗренекенсем пурри уйрӑмах савӑнтарать. Сӑмахран, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти Данил Трофимов физкультура предмечӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнче пӗлӳ илекен Кирилл Степанов вара физкультурӑпа призер пулса тӑнӑ. Олимпиадӑсенче Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем Раҫҫейри ытти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫшӑн конкурентлӑ пулнине палӑртнӑ.

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пултаруллӑ ҫамрӑксене малалла аталанма малашне те условисем туса парасси ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫамрӑксене пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать