Çĕнĕ шкулсем те, садиксем те пулĕç

8 Июл, 2019

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура вĕрентÿ объекчĕсен строительствипе капиталлă юсавĕ çинчен вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов каласа пачĕ.

Паян Чăваш Енре 407 шкул ĕçлет. 8 пине яхăн ачан иккĕмĕш сменăра вĕренме тивет. Çавăнпа та юсав-строительство ыйтăвĕсен пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Чылай шкулăн спорт залĕсене тĕплĕн юсама палăртнă. Шел те, хăшне-пĕрне юсамашкăн подрядчиксемпе контракт та туман-ха. Апла пулин те министр çак ĕçсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарчĕ, строительсенчен куншăн çирĕп ыйтĕç.

Хальхти вăхăтра республикăра çĕнĕ пилĕк шкул строительствипе реконструкцийĕ пырать. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонти çитес çул хута ямалли, Çĕнĕ хулара, Куславкка, Канаш тата Етĕрне районĕсенчи объектсем валли пĕтĕмпе 924 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал ачасене йышăнма тивĕç шкулсем алăксене вăхăтра уçас тĕлĕшпе пăшăрхану çук. «Старатель» компани, ПМК-8 лайăх ĕçлеççĕ. Садиксем тĕлĕшпе вара ÿкерчĕк урăхларах.

Кăçал 16 садик хута каймалла – пĕтĕмпе 2 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ — Шупашкарта. Хăшĕ-пĕрин строительстви графикран темиçе уйăх юлса пырать. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне хута ямаллисем те пулнă — строительсем ĕлкĕреймен. Çавăнпах «Союзстройинвест» компани Çĕнĕ хулари объектри ĕçсене пĕтĕмпех субподрядчике, 3-мĕш треста, панă – строительствăна çак организаци вĕçлĕ. Вăлах Университет урамĕнче тума тытăннă садике утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле пулнă, анчах ĕçсем халь те çуртăн виççĕмĕш хучĕн строительстви шайĕнче кăна-ха. Ĕçсем такăннине кура унти объект тĕлĕшпе те çакнашкал меле суйласа илме е генподрядчике вуçех улăштарма тивет-тĕр.

Сосновкăри садик строительстви те графике ĕлкĕрсе пыраймасть — «Стройград» компани тĕлĕшпе ыйтусем çуралаççĕ. Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕнчи садик тĕлĕшпе вара контракт та туман-ха – вăхăтра хута ярасси иккĕленÿллĕ.

Михаил Игнатьев строительсенчен çирĕп ыйтмалли пирки хытарсах каларĕ. 

www.hypar.ru

Комментировать