Çур ĕмĕр — хÿтлĕх хуралĕнче

23 Авг, 2019

Кÿкеçри ваттисемпе инвалидсен интернат çурчĕ кăçал 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа паян унта савăнăçлă уяв иртрĕ.

Социаллă учреждени 1969 çулта уçăлнă. Çур ĕмĕр хушшинче кама кăна хÿтлĕх паман-ши вăл? Йывăр чирлисем те, çывăх çыннисем пăрахнисем те, çут тĕнчере пĕччен тăрса юлнисем те кунта тăван кил ăшшине тупнă. Хальхи вăхăтра интернатра 200 ытла çын пурăнать. Вĕсене пăхакансем — тухтăрсемпе медсестрасем, поварсем, ытти ĕçчен — мухтава тивĕçлĕ ĕç пурнăçлаççĕ.

— Эсир çак профессие, çак çула суйласа илнипе мăнаçланатăп. Эсир пурнăçра йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшассишĕн, хÿтлĕх, ырлăх парассишĕн ырми-канми тăрăшатăр, — терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова уява пухăннă коллектива сумлă пулăмпа саламланă май.

Учрежденин юбилейĕпе кунти ĕçченсене çавăн пекех ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Дмитриев, ытти хăна саламаларĕç, коллектива малашне те чунпа парăннă ĕçе çÿллĕ шайра туса пыма ырă сунчĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать