"Куба пирки ĕмĕтленетĕп" курав уçăлчĕ

24 Авг, 2019

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра "Куба пирки ĕмĕтленетĕп" курав уçăлчĕ. Вăл ачасен ÿкерчĕкĕсенчен тата вăл ÿкерчĕксенчен тăрать.

"Кубăпа - туслăх" уйрăмра тĕрлĕ çулти пулăмсем сăнланнă, "Куба пирки ĕмĕтленетĕп" пайра - ачасем хăйсем асăннă çĕршыва мĕнле курни уççăн курăнать.

Курав йĕркелÿçи - "Куба туслăхĕн обществи" общество организацийĕ.

Курава Куба Республикин Раççейри полномочиллĕ посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь, РФ финанс министрĕн çумĕ Алексей Лавров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уçнă. Сумлă хăнасем икĕ республика хушшинчи туслăхăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртнă.

www.hypar.ru

Фоторепортаж

Вера ШУМИЛОВА. 

Рубрика: 

Комментировать