Тĕрлĕ халăх спектаклĕсем – пĕр хулара

30 Авг, 2019

Иртнĕ эрнере Шупашкар 550 çула çитнине уявланипе пĕрлех тĕп хуламăрта тĕнче шайĕнчи фестивальсем те иртрĕç: «Юмахсен каруççелĕ» тата «Пĕрешкел пулма кирлех те мар». Ачасене çеç мар, аслисене те пысăк савăнăç кÿчĕ çакă. Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкар ачисем валли кăсăклă спектакльсем хатĕрленĕ. Анчах вĕсем çеç мар, ют çĕршывран [Бангладеш, Беларуç, Германи, Казахстан, Гонконг, Япони, Куба] инçе çула кĕскетсе çитнисем те пулчĕç фестивальте.
Яваплă пулăм
Кашни халăхăн культури, йăли-йĕрки хăйне евĕрлĕ. Çапла майпа эпир пĕр- пĕринчен уйрăлса тăратпăр та, çавăнпах ыттисемшĕн кăсăклă. Халăх юмахĕсенче вара ку яр уççăнах курăнать. Чă-ваш патшалăх пукане театрĕ инçетри хăнасене кĕтсе илме тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Чăваш тумĕ, пуплевĕ, юрри- ташши — çакна ытараймасăр чылайăшĕ видео е сăн ÿкере-ÿкере илчĕ.
Мĕнпе аван-ха çакнашкал фестиваль? Кураканшăн та, сцена çинче тăрăшаканшăн та усăллă вăл. Раççей театр режиссерĕ, пĕтĕм тĕнчери пукане театрĕн фестивалĕн вице-президенчĕ Виктор Шрайман актер тата педагог та çакнах палăртрĕ:
— Пирĕн тĕнчере ыттисенчен уйрăм пурăнакан çĕршывсем пур. Вĕсем йĕри- тавра мĕн пулса иртнине пĕлмеççĕ, хăйсене чи телейлĕ çĕршывра пурăннăн туяççĕ. Раççей театрĕсем те çавнаш-калах, мĕншĕн тесен гастрольсене сахал тухса çÿреççĕ. Акă вĕсем фестивале килеççĕ те пĕрисем хурланса, теприсем çирĕпленсе каяççĕ, мĕншĕн тесен ыттисем мĕнлерех ĕçленине кураççĕ. Фестиваль — питĕ яваплă, пысăк пулăм, хăйне евĕрлĕ ăсталăх класĕ. Çавăнпа та Чăваш патшалăх пукане театрĕн пысăк ĕçне хакламалла, ăна ертсе пыракан Елизавета Ариевнăпа Юрий Михайловича тата çак ĕçе хутшăннисене пурне те тайма пуç.
Сывлăхлă ачасене пурнăçа юратма вĕрентеççĕ
Паллах, кашни ача телее тивĕç. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула ыттисенчен урăхларах, хавшакрах ÿсекенсем те пур. Куç çивĕчлĕхĕ пĕтнĕ, хăлхи япăх илтет, куçса çÿреме йывăр… Хăшĕ-пĕри çак кăлтăксене пула тантăшĕсенчен айккинче юлать. Анчах вĕсен те ытти ача пекех савăнас килет-çке. Мĕн тумалла?
Çакнашкал ыйту Ижевск хулинче пурăнакан Константин Мехрякова та чылай вăхăт канăç паман. Çапла вăл 7 çул каялла «Надежда» ача-пăча инклюзив пукане театрне йĕркелесе янă. Ун пекки Раççейре урăх çук.
— Тĕрлĕрен ача килет пирĕн пата, ÿсĕмĕ те кашнин расна, — терĕ Константин Львович. — Спектакльсемсĕр пуçне пирĕн вокал тата ташă номерĕсем, хăйăр анимацийĕ тата музыка инструменчĕ каласси пур. Ачасен пултарулăхне май килнĕ таран аталантарма тăрăшатпăр. Вĕсене куçса çÿреме йывăртарах пулин те астăвăмĕ питĕ лайăх, пысăк текстсене хăвăрт вĕренеççĕ.
Константин Мехряков палăртнă тăрăх, çакнашкал хăйне евĕрлĕ артистсемпе шкулсенче спектакль лартнă чухне сывлăхлă ачасем вĕсенчен пурнăçа юратма вĕренеççĕ, çапларах пĕтĕмлетÿ патне çитсе тухаççĕ: алă усса лармасан пысăк çитĕнÿ тума пулатех. Пĕчĕк артистсем Раççейĕн тĕрлĕ хулинче пулса курнă, Беларуçре те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери пукане театрĕсен фестивальне килни ачасемшĕн уявран та уяв пулса тăнă.
Çак фестивальте «Надежда» ача- пăча инклюзив пукане театрĕ «Как старик корову продавал» спектакльпе паллаштарчĕ. Куракансем ăна кăмăллăн йышăнчĕç, пĕчĕк артистсене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Тĕп сăнара калăплакан Алексей Долгашинов Шупашкара килме тахçанах ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ. «Тен, каймăпăр?» — иккĕленнĕ амăшĕ. «Çук, каятпăрах!» — çине тăнă арçын ача. Ĕмĕтсем çапла пурнăçланаççĕ те.
Чĕлхене пĕлмесен те – кăсăклă
Урăх чĕлхепе лартакан спектакльсене Шупашкар ачисем мĕнле йышăнасси кăсăклантарнăччĕ. Акă Тутарстанри Çыр Чаллă хулинчен килнĕ артистсем «Ула курак пăтти» юмаха тутарлах лартрĕç. Чăвашла илтĕнекен сăмах та чылайччĕ. Ачасем кăсăклансах пăхрĕç ăна. Тутар актерĕсем вăхăт-вăхăтăн вырăсла та ăнлантарса илчĕç-ха.
Кубăран килнĕ Адалетт Рафаэль Перес Пупо актер вара йăлтах испанла калаçрĕ. Мĕн каланине ăнланма çук пулин те куракана вăл выляттаракан попугай илĕртрĕ, туйăмлă чĕлхи хăйне евĕрлĕ кĕвĕ пекех пулса тăчĕ. Тепĕр тесен, кăтартăва Чăваш патшалăх пукане театрĕн актерĕ Петр Петров та хутшăнчĕ. Попугай ăна çине-çинех хăйне пулăшма чĕнчĕ, анчах кайран вăл чееленни палăрчĕ — кăнтăр кайăкне пĕччен тунсăхлă иккен.
«Китай йăлинчи шоупа» Гонконг хулинчен çитнĕ Чонг Чун-Фай мистер паллаштарчĕ. Нумай-нумай çип тирнĕ пуканесене вылятса чĕрĕлĕх кĕртрĕ çеç мар вăл, кайран ачасене те çак ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене ăнлантарчĕ. Патак евĕр хăмпăсенчен мĕн кăна ăсталамарĕ-ши тата?
— Вăл пире хăмпă хуçса пачĕ, анчах хайхи алăран сирпĕнсе тухрĕ, ку кĕтменлĕх маншăн питĕ кулăшла пулчĕ, — каласа кăтартрĕ залра тимлĕ ларнă Ксюша Акишева. — Пирĕн те килте марионетка пурччĕ. Ăна тупсан паян вĕрентнĕ пекех вылятса пăхас шухăш пур…
Ксения Дмитриева сцена çине тухса хăй те пуканене хускатса пăхрĕ. Çăмăлах мар иккен. Çак саманта чылайччен асра тытĕ-ха.
«Нимрен те ан хăрăр: малалла талпăнăр»
Казахстанри Актобе хулинчен килнĕ Актюбинск облаçĕн «Алакай» пукане театрĕн ушкăнĕ чăваш ачисене хăюллă пулма хăнăхтарасшăн. Чăнах та, хăюлăх çитменни тепĕр чухне пĕлтерĕшлĕ утăм тума чăрмантарать. Çакна, «Отпусти поводья и лети…» спектакльте питĕ витĕмлĕ кăтартрĕç. Чă-ваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова палăртнă тăрăх, спектакль вăхăтĕнче хăвна казах хирĕсене çитсе çав халăхăн йăли-йĕркине хутшăннăнах туятăн.
— Ачасем таçта та пĕрешкелех ĕнтĕ: Раççейре те, Казахстанра та, Турцире те, — шухăш-кăмăлне пайларĕ «Алакай» пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи Асия Курманалина. — Вĕсем пирĕн çине кашнинчех темĕнле асамлăх кĕтнĕн пăхаççĕ. Эпир лартнă «Отпусти поводья и лети…» спектакль шикленĕвне çĕнтерме палăртнă арçын ача çинчен калать. Вăл çакна пултараймасан унăн йăхĕ пĕтет. Хăранине палăртсан шикленÿ ÿссе çеç пырать. Спектакльти арçын ача пĕтĕм хăюлăха пуçтарать те: «Эпĕ хăрамастăп!» — тет. Çакна илтсен ăна тапăнма пуçтарăннă хăрушă мĕлке таçта сирĕлсе çухалать. Ачасене çапла каласшăн эпир: нимрен те ан хăрăр, хăвăра тĕрĕслĕр, малалла талпăнăр, мĕн те пулин ăнăçмасан тепре хăтланса пăхăр. Пурнăç чăрмавсенчен тăрать, вĕсене çĕнтерсен эпир çирĕпленсе пыратпăр, çĕршыва хÿтĕлеме те пултаратпăр. Спектакле чăваш кураканĕ хапăлласа йышăнни савăнтарчĕ. Эпир те тĕрĕксем вĕт-ха, пирĕн пĕрпеклĕх нумай, çакă та витĕм кÿчĕ пулĕ.
Пĕр кунне те сиктермен
Шупашкарти 4-мĕш гимназие 1-мĕш класа кайма хатĕрленекен Настя Нягина фестивале кашни кунах амăшĕпе çÿренĕ. Беларуçăн «Дом Солнца» çутăпа мĕлке пукане театрĕн «Морской подарок» спектаклĕнчен пуçланă та «Китай йăлинчи шоу» таранах курнă. Ижевск, Волгоград артисчĕсем пултарулăх ĕçĕпе тĕлĕнтернĕ. «Японири варьете» лартнă «Уйăхлă каç тата куçлăх» пирки те чылайччен аса илсе пурăнĕ-ха вăл. Анчах пуринчен ытла Настьăна Чечня патшалăх çамрăксен театрĕн «По щучьему велению» спектаклĕ килĕшнĕ.
— Пĕлтĕр вĕсем пирĕн патра гастрольте пулсан пĕр спектакльне те сиктермерĕмĕр. Вĕсен пĕтĕмпех илемлĕ, чĕрĕ, туйăмлă. Наци хăйне евĕрлĕхĕ те илĕртет, — пĕлтерчĕ хĕрачан амăшĕ Ольга Васильевна.
Шел те, Пĕтĕм тĕнчери «Юмахсен каруççелĕ» тата «Пĕрешкел пулма кирлех те мар» фестивальсем вĕçленчĕç. Анчах та Шупашкарти пĕчĕк куракансем çакнашкал уяв татах та çитессе чăтăмсăр кĕтеççĕ, вĕсемпе пĕрлех — аслисем те.
Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.