Тантăш № 37 (4655) 19.09.2019

19 Сен, 2019

* «Вĕренмелле! Вĕренмелле! Вĕренмелле!» — В.И. Ленинăн сăмахĕсене асра тытса ăс пухать Шупашкарти япăх куракан ачасен интернат шкулĕнчи 8-мĕш класри Ваня Железнов. Вăл — вĕренÿ отличникĕ. Сывлăх енчен хавшак ачасен шкулне арçын ача 1-мĕш класранах çÿреме тытăннă. Ун чухнех Луи Брайль азбукине хăнăхнă. Кăштах кураканскерĕн куçĕ çулсерен япăхланса пынă. Ваньăн амăшĕ Татьяна Николаевна тăрăшнипе çак шкулта сусăр ачасем валли сĕтелçи теннисĕн секцине йĕркеленĕ. 4-мĕш класа куçнă Ваня хаваспах çÿренĕ унта. 5-мĕшĕнче вăл шкулта куç курманнисен сĕтелçи теннисĕн вăййинче чемпион пулса тăнă. Анчах куçĕ япăхлансах пынипе тухтăрсем ăна тренировкăсене çÿреме ирĕк паман. Мĕншĕн тесен 6-мĕш класра унăн сулахай куçĕ кăна кăштах курнă. Вăл та ерипен чакса-чакса пынă та вуçех суккăрланнă Ваня.

(Пĕтĕм предмета туллин шĕкĕлчет. Елена ЛУКИНА)

«Шанчăклă вулакан» — çакăн пек ятпа хавхалантарнă кăçал Л. Кассиль ячĕллĕ библиотека ĕçченĕсем кĕнекесене вăхăтра тавăрса панине тата типтерлĕ тытнине, мероприятисене хастар хутшăннине шута илсе Шупашкарти 41-мĕш шкулта 8-мĕш класра ăс пухакан Дима Чамеева. Кĕнеке вулама юратаканскер 2016 çулта – «Мистер юный эрудит», çулталăкран «Премьер-читатель» ятсене тивĕçнĕ. вĕреннĕ, Дисней мультфильмĕсене кăмăллаканскер яланах амăшне пĕр ятлă кĕнекесем туянса пама хистенĕ. Вĕсенчи илемлĕ ÿкерчĕксем, асамлă сăнарсем илĕртнĕ ăна. Каçхине çывăрас умĕн ашшĕ-амăшне юмах вуласа пама ыйтнă пĕчĕкскер. Нумай пĕлес килнипех арçын ача хăй тĕллĕн вулама хăнăхнă. Шкула каяс умĕн самай аслăрах аппăшĕ Димăна нумай ача кăмăллакан «Гарри Поттер» кĕнекене парнеленĕ. Хулăнскерне шкула та кайманскер миçе кун, эрне шĕкĕлченĕ-ши? Астусах каймасть Дима, анчах шăпах çак кĕнекерен пуçланнă та уншăн фантастика жанрне кăмăлласси. Камитсемпе классика та уншăн ют мар. Акă, çулла вăл вырăс камичĕсене пуçарса яраканĕн Денис Фонвизинăн «Недоросль» хайлавне никам хушмасăрах вуласа тухнă.

(Шкула кайичченех "Гарри Поттера" парăнтарнă. Вера ШУМИЛОВА)

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.