Кил-çурт юхăнать

23 Окт, 2019

Ялта пурăнакансен йышĕ чакнă май çуртсем хупăнаççĕ. Кил таврашне çил-тăвăл аркатнă тейĕн: хуралти-хапхи чалăшнă, халь-халь кайса ÿкессĕн туйăнать.

Хапхи месерле кайса ÿкнĕ. Хуçасăр юлнă кун пек çурт кÿршĕрех ларать. Унччен улма-çырла, пахча çимĕç туса илнĕ сад-пахчинче сĕм вăрман хуçаланать тейĕн: улмуççисем ватăлнă, турачĕсем хуçăлнă. Картишне, пахчине йывăç- тĕм, çум курăк пусса илнĕ. Кÿршĕри мучи хăй пурăннă чухне хуçалăхне, пахчине сивĕ çилтен сыхлама ана хĕррипе çĕмĕрт, хурама, каврăç, пилеш лартнăччĕ. Халĕ вĕсем те ватăлнă ĕнтĕ, хăрăк турачĕсем хуçăлса ман пахчана та ÿкеççĕ, тасатса пĕтерме çук. Кил хуçисем вилнĕ хыççăн çурт- йĕре хĕрĕ тытса тăчĕ. Шел, вăл та çĕре кĕчĕ. Унăн ачине ял çурчĕ кирлĕ мар пулас, килсе те курăнмасть. Мучин ывăлĕ ялтах пурăнать-ха. Çуралса ÿснĕ килне хушăран килкелет, анчах йĕрке тăваймасть. Ĕçе тытăниччен çурт-йĕрĕн саккунлă хуçипе, аппăшĕн хĕрĕпе килĕшсе татăлмалла-çке. Пĕрле юсаса çĕнетме те çăмăлрах. Анчах пĕр чĕлхе тупаймаççĕ курăнать. Тĕп кил вара куç умĕнчех юхăнать, çĕрпе танлашать.
Ĕлĕкрех халăх вăрман касса çурт çавăрнă, тыр-пул çитĕнтернĕ. Халĕ ялсене каллех йывăç-тĕм пусса илме тытăнчĕ-ши?
Ялти Çамрăксен тата Çĕнĕ урамсене пĕве пуçĕ çыхăнтарать. Çурхи шыв-шур пĕвене темиçе хутчен те татса кайрĕ. Икĕ урам енĕпе шыв çурса тарăн çырмасем пулса кайрĕç. Мучи те хăй вăхăтĕнче пĕр çыран хĕррипе йăмрасем лартса хăварнăччĕ. Вĕсем çитĕнсе ватăлчĕç, касма вăхăт. Аслатиллĕ çумăр, вăйлă çил йывăç турачĕсене вĕçĕмех хуçать, çын тата выльăх çине те ÿкме пултараççĕ. Газ пăхса тăракансем пÿрт умĕнчи пĕчĕк йывăç-тĕме алă пăчкипе касса-тасатса çÿреççĕ. Çыншăн хăрушлăх кăларса тăраканни — ватă, пысăк йывăçсем. Тахçан вырăнти предприяти вăрман хуçалăхĕнчен йывăç-тĕм хунавĕсене илсе килсе халăха лартма валеçсе панăччĕ. Вĕсене çул, пĕве, çырма хĕррипе лартса хăварнă. Хам та комсомол организацийĕ 70 çул тултарнине халалласа 104 тĕм лартрăм. Пĕве хĕрринче, шыв хумĕ çырмана чÿхентерсе тăнипе, виçĕ рет çăка — вăтăр хунав — пĕтрĕ. Йывăçсене выльăх-чĕрлĕхрен хÿтĕлеме карта тытнăччĕ. Элĕк районĕнче çĕрпе ĕçлекенсем административлă явап тыттарассипе хăратса ăна пăстарчĕç. Кама чăрмантарать вăл? Хунав лартакансенчен нумайăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Халĕ йывăçсене камăн пăхса тăмалла? Урамри çĕрсемпе ял тăрăхĕ хуçаланать пулсан унти йывăçсемшĕн кам айăплă? Малалла вулас...

www.hypar.ru

В.МАКСИМОВ. Элĕк районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.