Парадра — чăн-чăн геройсем

1 Ноя, 2019

Республикăри АПК аталанăвĕнче кашни çĕр ĕçченĕн тÿпи пысăк

Паян республика савăнăçлă лару-тăрура Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăвать. Уяв умĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тĕл пултăмăр, АПКн 9 уйăхри аталанăвĕ çинчен калаçрăмăр.

— Чăваш аграрийĕсем тырă, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе Раççейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен те иртрĕç…
— Республикăра 22 çул кăçалхи чухлĕ тыр-пул туса илмен. Çĕр ĕçченĕсем 700 пин тонна ытла «сарă ылтăн» пухса кĕртрĕç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кашни гектартан 8,8% нумайрах тухăç илтĕмĕр. «Иккĕмĕш çăкăра» 6,3 пин гектар çинчен кăларса пуçтартăмăр. Тухăç — 266-270 центнер /2018 çулта — 185 ц/. Çанталăк та витĕм кÿчĕ, çынсем те пахалăхлă вăрлăхпа, удобренипе усă курма вĕренсе пыраççĕ. Кăçал çĕр улми нумаййине пурте туйрĕç.
Ытти пахча çимĕç те тухăçĕпе савăнтарчĕ: гектартан 341 центнер пухса кĕртрĕмĕр, пĕлтĕрхинчен 49,8% нумайрах. Хăмла тухăçĕ — 16,9 центнер /2018 çулта —12,3 ц/. Турă пулăшрĕ, çанталăк пачĕ.
Анчах çак пулăмăн тепĕр енĕ те пур: çынсем ытлашшине сутма тăнă чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Усламçăсем пахча çимĕçе йÿнĕ хакпа туянасшăн. Фермерсене, хушма хуçалăха аталантаракансене уйрăмах çĕр улми хакĕ шухăшлаттарать.
— Хаксем пирки калас пулсан çакна палăртмалла: кăçал тырă хакĕ лайăх, республикăра 3-мĕш класлине 10 тенкĕ те 40 пуспа туянаççĕ, çав вăхăтрах 4, 5-мĕш класлисен те, фураж тетпĕр, çав хаках. Юлашки эрнере урпа хакĕ кăшт чакрĕ, камăн складсем пур, сутма васкамалла мар тесшĕн.
Çĕр улми хаклăрах пулсан лайăхрахчĕ ĕнтĕ. Пахалăхлă пахча çимĕçе 7,5-8,5 тенкĕпе сутаççĕ. Ялти пахчасенче ÿстерекенсен сорт тĕрлĕрен, чирсем тĕл пулаççĕ, пахалăхĕ начартарах, çавăнпах вĕсене хаклăрах хакпа сутма çăмăлах мар. Çапах тăрăшсан пулать.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕсене 1 пин гектар чакарнă пулсан та тухăçне пула плана тултаратпăр. Пĕтĕм хуçалăхра 470 пин тоннăна яхăн çĕр улми пуçтарса кĕртрĕмĕр.
Уçă вырăнта ÿсекен пахча çимĕçе хамăр валли çителĕклĕ туса илетпĕр. Теплицăсенче ÿсекеннине республика тулашĕнчен тиесе килме тиветчĕ, «Новочебоксарский» теплица комплексĕ уçăлнă хыççăн çак ыйту татăлать: уçă мар вырăнта ÿсекен пахча çимĕçе çителĕклĕ туса илме тытăнатпăр.
Нумаях пулмасть Вăрмарти пĕр предприятие комбайнпа хăмла типĕтмелли агрегат илсе килчĕç. Малашлăхра «симĕс ылтăн» отраслĕ çĕнĕрен вăй илсе аталанса кайĕ теме пултаратпăр-и? Чăваш хăмлин пуласлăх пур-и?
— Хăмла отрасльне аталантарса яма техника çукки чăрмав кÿретчĕ. Чехирен, Германирен илсе килнĕ комбайнăн хакне кăларас тесен ăна 15 çул ĕçлеттермелле. Пире хамăр туса кăларнă йÿнĕрех техника кирлĕ. «Текстильмаш» завод «Цивиль» комбайн, Люберцы хулинчи завод сушилка туса кăларчĕç.
Республикăра 180 тоннăна яхăн «симĕс ылтăн» туса илетпĕр, çĕршывра вара 9 пин çурă тонна усă куратпăр. Аякран илсе килме тивет. Паянхи кун аталанма май пур, пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн хăмла отраслĕ вăй илет тесе шанса тăратăп. Çулсерен хăмла плантацийĕсем хушăнса пыраççĕ. Çак енпе «Ленинская искра» /Етĕрне районĕ/, «Агроресурсы» /Вăрмар районĕ/, «Агрохмель» /Вăрнар районĕ/, «Чувашхмельпром» /Çĕрпÿ районĕ/ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Техника туянакансен, çĕнĕ плантаци йĕркелекенсен патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма май пур.
Ют çĕршыв тата ытти регион инвесторĕсем те хăмла отраслĕпе кăсăкланаççĕ, укçа-тенкĕ хывма хатĕр. Нумаях пулмасть Осети предпринимателĕсем килсе кайрĕç, Брянскран çитмелле. Ĕçлĕ калаçусем пыраççĕ.
Паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри лару-тăру тата сĕт хакĕ еплерех?
— Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсен мĕн пур категорийĕнче 194,9 пин пуç мăйракаллă шултра выльăха, 88,4 пин пуç ĕнене, 150,9 пин пуç сыснана, 5710,6 пин чăх-чĕпе шута илнĕ. 9 уйăхра 76,4 пин тонна аш-какай, 328,9 пин тонна сĕт туса илнĕ. Сĕт туса илесси тупăшлă ĕç, çавăнпах хуçалăхсем çултан-çул производствăна ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал 9 уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 4791 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, çулталăк вĕçнелле 6000 кг çитмелле.
Сĕт хакĕ пĕлтĕрхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан пысăкрах. Халăхран паян пĕр литра 18,7 тенкĕпе туянаççĕ, ку вăл пĕлтĕрхи асăннă тапхăртан 2,5 тенкĕ хаклăрах. Предприятисенчен сивĕтнĕ 1-мĕш сортлă 1 килограмм юр-вара 23,16 тенкĕпе илсе каяççĕ. Ку пĕлтĕрхи кăтартуран 15,6% нумайрах. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Вера ШУМИЛОВА калаçнă. Www.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.