«Панă сăмаха тытма мăшăрăм пулăшрĕ»

8 Ноя, 2019

Ирина чиртен сывалса ача çуратма ĕмĕтленнĕ

Хăйĕн усал шыçă аталаннине Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ирина 26 çулта чухне пĕлнĕ. Нимĕн те ыратман, нимĕн те канăçсăрлантарман, çавăнпах тухтăр патне кайма та сăлтав пулман. Качча кайман хĕр тăрук аптăраса ÿкнĕ — Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче операци вăхăтĕнче касса илнĕ шыçă усал пулнине медицина тĕпчевĕ çирĕплетнĕ.

Чир кăмăла çирĕплетет

— Унтанпа ултă çул иртрĕ. Тĕлĕнмелле пурнăç. Вăл яланах хурапа шурă йĕрсенчен, япăх тата лайăх самантсенчен, тăрать. Хам ытлашши тиркерĕм-ши — 26 çула çитсе те качча кайманччĕ. Шупашкарти аслă шкултан вĕренсе тухрăм, пĕлÿ илнĕ вăхăтрах ĕçе вырнаçрăм. Унсăр пуçне косметика сутса укçа тума тăрăшрăм. Ипотека кредичĕпе усă курса Çĕнĕ Шупашкарта хваттер туянтăм. Нимĕн те ыратман манăн, анчах усал чире тупса палăртас умĕн вăй-хал чакнине туяттăм. Ывăнаттăм та пулĕ — университет дипломне илнĕ хыççăн икĕ ĕçре вăй хутăм, косметика сутма та пăрахмарăм. Çав вăхăтрах канмалли кунсенче ялта пурăнакан аттепе аннене пулăшма çÿреттĕм. Халĕ шухăшлатăп та — çыннăн канма вăхăт тупмалла. Ахăртнех, организм питĕ хытă ывăнса çитсен япаласен ылмашăнăвĕ йĕркерен тухать, чир вăй илет.
Хĕр тусăм патĕнче хăнараччĕ эпĕ ун чухне. Сĕтел хушшинче тутлă апат- çимĕçпе сăйланнă хыççăн ăш ыратнине туйрăм. Тем çини юрамарĕ тесе кăшт выртса канма шухăшларăм, анчах выртрăм та текех тăраймарăм. Васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмех тиврĕ. Мана йăтса тухрĕç. Операци хыççăнхи кунсенче кравать пуçĕнче ларакан анне ăшăмран касса илнĕ шыçă усал пулнине каламарĕ. Кун пирки Республикăри онкологи диспансерне ярсан ăнкартăм. Мĕн туйрăм-ши çав самантра? Куç хуралса килчĕ, ура айĕнчи урая туймарăм. Çапах вилĕм пирки шухăшламарăм. Чире парăнтарма тĕллев лартрăм. Сывалсан, мăшăрлă пулсан май килнĕ таран ытларах ача çуратма Турра сăмах патăм. Тем тесен те, чир çынна вăйлатать. Ăна парăнмалла мар кăна.
Юрать, шыçă Iа тапхăрта кăна пулнă. Умлăн-хыçлăн виçĕ курс хими терапийĕ тухрăм. Психологсем сĕннипе-ши, хамăн тахçанхи ĕмĕте пурнăçласа-ши — картинăсем тĕрлеме пуçларăм. Малтан хĕре е чипер яша уйрăмшарăн сăнарлаттăм. Пĕр хуйхăллисем сĕнÿ пачĕç — пĕчченшерĕн тĕрлемелле мар, ÿкерчĕкри сăнсен мăшăрлă пулмалла. Çийĕнчех вĕтĕ шăрçапа усă курса çыран хĕрринче уçăлса çÿрекен пикепе йĕкĕте тĕрлерĕм. Ĕненетĕр-и е çук-и — ăраскал пÿрнине тĕл пултăм.

Хал пĕтсен…

Усал чире тупса палăртсан аннепе атте пăшăрханчĕç. Анне уйрăмах хытă хуйхăрчĕ. Манпа калаçнă чухне йăл кулма тăрăшатчĕ, анчах куçĕнчен пăхсах туяттăм — вăл хĕрне яланлăхах çухатасран хăратчĕ. Хама кăна мар, çывăх çыннăмсене те лăплантараттăм.
Диспансерти медиксем — уйрăм çынсем. Врачсемпе медсестрасем те тĕрлĕрен пулаççĕ, çак учрежденире ĕçлекеннисем пациентсене хавхалантарма пĕлеççĕ. Хими терапийĕн пĕрремĕш курсĕ хыççăн кăмăл пăтранчĕ, вăй пĕтнине туйрăм. Киле çитсе выртрăм кăна — телефон шăнкăртатрĕ. Икĕ çул маларах Шупашкарти пĕр предприятие косметика сĕнме кайнăччĕ. Миша çавăн чухне шампунь-супăнь тавраш туяннă, мана астуса юлнă. Тĕл пулма йăлăнать. Кун пек самантра, паллах, ниçта та тухас килмест. Каччă пĕрех хăйĕн сăмахĕнчен пăрăнмарĕ, курнăçма йăлăнчĕ. Виçĕ кунран тĕл пултăмăр. Хамăн йывăрлăхсем пирки çынна каласа кăтартма вуçех юратмастăп. Миша ытлашши ан килĕштертĕр, пуласлăхне манпа, чирлĕ çынпа, çыхăнтарма ан шухăшлатăр тесе-ши — усал амак пирки йăлтах каласа кăтартрăм. Хамран икĕ çул кĕçĕнрех йĕкĕт аллăмран тытрĕ те: «Малашне иксĕмĕр пĕрле кĕрешĕпĕр», — терĕ. Ĕненмерĕм — 17-ре те, 18-та мар-çке. Çулсем иртнĕ май мĕн пур сăмах тĕрĕс маррине лайăх ăнкаратпăр. Анчах Миша мана суйманнине сăмахпа кăна мар, ĕçĕпе те куллен ĕнентерсе пычĕ. Диспансера та, УЗИ тухма та яланах пĕрле çÿрерĕ, ĕçрен ыйтса тухсах, отгул илсех. Çавăнпа манăн вилĕм пирки шухăшлама вăхăт пулмарĕ. Виçĕ уйăхран Миша хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ — килĕшмерĕм. Чир тăрук вăй илсен мĕн курмалла? Мишăна качча тухса яваплăха хам çине илме шиклентĕм. Чуна кĕчĕ, яланах пулăшса пычĕ. Икĕ çултан çемье çавăртăмăр. Чирлесе ÿксен Турра панă сăмаха тытма мăшăр пулăшрĕ — халĕ пирĕн икĕ ача. Хальлĕхе вĕсемпе аппаланатăп, косметика сутма пăрахрăм. Мăшăрăм ирĕк памасть, хĕрхенет мана, упрать…
Чир пирки аса илетĕр-и тетĕр? Аса илетĕп, ракпа чирлĕ çынсем пирки телевизорпа кăтартсан, вĕсем çинчен хаçатра вуласан. Виçĕ-тăватă çул каялла Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Дарья Адюкова пирки те нумай çырчĕç, калаçрĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренетчĕ, илем конкурсĕсенче çĕнтернĕччĕ. Шел те, усал шыççа çĕнтереймерĕ. Чирĕ унран вăйлăрах пулчĕ. Леш тĕнчене 19 çултах кайрĕ. Вăл сываласса шаннăччĕ эпĕ. Паллах, чирпе кĕрешме вăй-хал кирлĕ, анчах йăлтах хамăртан та килмест пулĕ. Малалла вулас...
 

*            *          *

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.
Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Дмитрий МОИСЕЕВ.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.