Васкавлă пулăшу тытăмĕнче çамрăк йышлă

18 Ноя, 2019

Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçутра пурăнакан Ольга Егорова чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕлĕшĕпе пĕрле кăнтăр апачĕ çитичченех Çĕрпĕве васканă. Район центрĕнче васкавлă пулăшу подстанцийĕн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçассине пĕлнĕскер вырăна вăхăтра çитме хыпаланнă.
— Кĕрÿ Константин Демидов асăннă станцире тăрăшать те — вĕсен ĕç вырăнĕ хăтлăланнăшăн епле хĕпĕртемĕн? Хĕрĕмпе иккĕшĕ те сывлăх сыхлавĕнче вăй хураççĕ. Настя федераци травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче медсестрара ĕçлет, — кăмăллăн калаçрĕ 60 урлă каçнă пулин те сывлăх тĕлĕшпе ÿпкелешмен Ольга Вениаминовна.
Инкек-синкек медицинипе медицина васкавлă пулăшăвĕн республикăри центрĕн Çĕрпÿри уйрăмĕ хулари П.Иванов урамĕнчи 1г çурта тĕплĕ юсанă хыççăн куçнă. Асăннă подстанци Çĕрпÿпе Куславкка хулисене тата 4 района /Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри/ васкавлă пулăшупа тивĕçтерет. Чирлекенсем тата сывлăх енчен тăрук аптăранă çынсем патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче çитессишĕн куллен 9 бригада вăй хурать.
Подстанци хăтлă çурта куçнă ятпа йĕркеленĕ уява сумлă хăнасен йышĕнче ЧР сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Ирина Левицкая килсе çитрĕ.
— Медицина васкавлă пулăшăвĕн тухтăрĕсем яланах хĕрÿ вырăнта. Вĕсен сывлăх енчен шар куракансене çул-йĕр çинчи инкекре те, чрезвычайлă лару-тăрура та пулăшма васкамалла. Вĕсемех — ачасене, пепке кĕтекен хĕрарăмсене, ватăсене пĕрремĕш пулăшу кÿрекенсем те, инфарктпа инсульт е пурнăçшăн теветкеллĕх кăларса тăратакан ытти чир аптратсан çын кун-çулне çăлма хыпаланакансем те. Çавăнпа та асăннă службăра тăрăшакансем валли ĕç тивĕçлĕ условийĕсем йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ Ирина Николаевна.
Асăннă служба ĕçĕн пахалăхне ÿстерме автопарка пуянлатни- çĕнетни те /пĕлтĕр кăна 104 машина кÿрсе килнĕ/, диспетчерсемпе тухтăрсем пĕр-пĕрне ăнланни те пысăк витĕм кÿни çинче пусăм турĕ вăл. Чăваш Енри медицина васкавлă пулăшăвĕн служби чĕннĕ вырăна хăвăрт çитессипе кăтартусене лайăхлатса пынине, хальхи вăхăтра бригадăсене вăтамран 11 минутран кăшт ытларах кĕтме тивнине палăртрĕ министр çумĕ.
Самана улшăннă май васкавлă пулăшу служби вăхăтпа тан утма тăрăшнине, технологисем улшăнса-çĕнелсе пынине тухтăрсемпе фельдшерсем хăйсем те çирĕплетрĕç.
— Шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кайрăм, — аса илчĕ хăй çак çул çине епле тăнине кăçал «Ял фельдшерĕ» программăпа ятарлă сертификата — 500 пин тенкĕне — тивĕçнĕ Людмила Мочалова. — 1993 çулта пĕлÿ çинчен хут алла илнĕренпе асăннă профессипе кăна ĕçлетĕп. Малтанах — Кăнарти васкавлă пулăшу пунктĕнче, ун хыççăн Çĕрпÿри уйрăмра вăй хутăм. Икĕ çул ка-ялла Мускав облаçне кайнăччĕ — таврăнтăм. Кăçал утă уйăхĕнче çĕнĕрен кунта ĕçе пуçăнтăм.
Людмила Валентиновнăн пуçĕнче яваплă ĕçпе çыхăннă асра юлнă самант чылай.
— Малтанхи çулсенче тухтăрсем пĕчченшер çула тухаттăмăр. Кăткăс лару-тăрура чылай чухне водительсем пулăшатчĕç. Пĕррехинче çапла пĕр яла вĕçтертĕмĕр. Çулланă хĕрарăма сăпса сăхнă. Сăмах май, çуллахи вăхăтра кунашкал амака пула канăçа çухатнисем пулăшма çине-çинех чĕнеççĕ. Хайхи шар курнă çын эпир çитнĕ çĕре тăнне çухатнă. Водителе Владимир Шестакова: «Юн тымарне лекетпĕр тĕк — çăлса хăваратпăр», — тетĕп. Çын тăнсăр чухне юн тымарĕ çухалать-çке. Чăнах, Владимир Аполлонович пулăшман пулсан, хам кăна тăрăшнипе, тен, хĕрарăма çăлса та хăварайман пулăттăм? Телее, ĕçе ăнăçлă пурнăçларăмăр. Больницăран сывалса тухнă хыççăн шар курнăскер иксĕмĕре те чунтан тав турĕ, — чылай çул каяллахине куç умне кăларчĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.