Тĕнче курма… тĕнчене тухмалла

18 Ноя, 2019

Выртан каска мăкалнă теççĕ. Те çав халех мăкалас мар туйăм хăвалать — таçта та çитсе темĕн те курас килет. Раççей тĕп хулине çула пуçтарăннă чух нимех те курса тĕлĕнме шухăшламан паллах. Ара, пурте пĕр çĕршыврах пурăнатпăр, саккунĕсем те пĕрех. Уйрăмлăхĕ те — шалура кăна. Анчах та унта та ăна пурте кĕреçепе хырмаççĕ. Топ шайĕнчи менеджерсен ĕç укçи вара тахçанах — вăрттăнлăх мар. Çав шутра — вĕсем çав пукансене мĕнле майпа йышăнни те.
Анчах та кăлăхах апла шухăшланă иккен. Шупашкар мĕнле хăвăртлăхпа аталанса пырать те, Мускав пĕр вырăнта тăрать-и вара? Инфраструктура пирки калаçмăпăр, тĕп хула — тĕп хулах, бюджечĕ те урăхларах. Вăт çынсем вара самаях тĕлĕнтерчĕç. Маларах çакăн пеккине ют çĕршывсенче кăна курма хăнăхнăччĕ. Халĕ вара акă хамăр пата та çитрĕ ку пулăм.
Юлашки çулсенче экологи хăрушсăрлăхĕн çивĕчлĕхĕ пирки тăтăшрах та тăтăшрах калаçатпăр. Тĕслĕх вырăнне чикĕ леш енне пуçа сĕлтетпĕр. Унта бензинпа, дизельпе çÿрекен автомашинăсенчен электромобиль çине куçасси вăй илсе пырать. Унтан та ытла, пăкăсенчен хăпас тĕллевпе велосипеда çăварлăхлаççĕ çынсем. Ку йăла пирĕн пата та çитрĕ темелле. Асăрхарăр-и, çук-и, анчах та хула урамĕсенче юр çийĕн те велосипед йĕрĕ хăваракансен йышĕ пирĕн тăрăхра та ÿссех пырать. Ахаль урапана сарлакараххипе улăштараççĕ те — шăлаççĕ кăна! Пушшех те, хула, республика ертÿлĕхĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистекенскерсем, велосипедпа çÿреме уйрăм йăрăмсем паллă тума сĕннине çынсем те хаваспах йышăнчĕç. Халĕ вара Шупашкарта электромобильсем те курăнкалама пуçланине калаççĕ пĕлĕшĕмсем. Вĕсем валли условисем те йĕркелеççĕ иккен. Акă мĕнле хăвăртлăхпа аталанса пыратпăр хамăр та. Чи кирли, улшăнăвĕсем ырă.
Мускав çапах та пирĕнтен пĕр утăм та пулин маларах пырать çав. Шăпах Хула кунне çаклантăмăр та, мероприятисене мĕнле йĕркеленине, халăха мĕнпе савăнтарнине курмасăр юлма пултаратпăр-и вара? Кунĕпех çуранах çÿрерĕмĕр Мускав тăрăх. Ура тĕпĕ виççĕ хăмпăланса виççĕ сĕвĕнчĕ-тĕр. Çак самантра хамăр çумран вăшт та вăшт иртсе каякансене ăмсанса пăхмалли кăна юлчĕ. Ара, Мускав самокат çине тăнă! Çапла-çапла, ĕлĕкрех пĕчĕк ачасем кăна ярăннă хатĕрпе халĕ аслă çултисем те чашлаттарса кăна çÿреççĕ! Сухаллă, интеллигентлă курăнакан арçынсем те, кил хуçи хĕрарăмĕсем те урисемпе меллĕн пусса авăсса кăна пыраççĕ. Çамрăксем пирки каламăп та. Пур çĕрте те хуçаланать самокат — транспорт йышлă чупакан урамра та, культурăпа кану вырăнĕнче те. Пур çĕрте те — пăрăнса кăна ĕлкĕр! Çурăм хыçне кутамкка çакаççĕ те çула тухаççĕ Мускавсем. Питĕ меллĕ. Хăть лавккана, хăть вĕренме, хăть ĕçе — пур çĕре те хăвăртрах çитетĕн. Пушшех те, электричествăпа ĕçлекен самокат та пур. Зарядка 4 сехете яхăн çитет. Пăкă та çук. Общество транспортне кĕтсе те, метрора чышкаланса та хăшкăлмалла мар.
Анчах та тепĕр енĕсĕр пĕр медаль те пулмасть çав. Çитменлĕх кунта та сиксе тухнă. Самокатпа çÿрекенсем ытла та йышланса кайнипе… çул çинче вырăн çитми пулнă! Мĕн тумалла? Халĕ çакăн пирки пуç ватаççĕ çул-йĕре йĕркелесе тăракансем. Ыйтăва татса парас тĕллевпе самокатпа тротуар тăрăх кăна мар, транспорт çÿрекен пайне тухма та ирĕк памашкăн сĕнеççĕ. Пĕр енчен тĕрĕс пек — ара, урапаллă хатĕр вĕт. Çав вăхăтрах водительпе танлаштараймăн хайхи урапа хуçине: çул-йĕр правилисене пĕлни пирки экзамен тытмасть вĕт вăл. Инкек-мĕн пулсан та — самокатăн номерĕ çук, унăн хуçине ăçтан шыраса тупмалла кайран? Пушшех те, инкек шăпах унпа сăлтавлансан? Тата, çулăн хăш пайĕпе усă курма ирĕк памалла: пĕр еннелле каяканнипе-и е хирĕç килекеннипе-и? Кам вăл самокат хуçи? Çуран çÿрекен мар, водитель те мар... Велосипедпа пыраканăн, сăмахран, çул урлă каçнă чух урхамахĕ çинчен анмалла. Самокатпа вара каплах каçма пулать… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.