Юрист кунне халалланӑ наука-практика конференцийӗ иртрӗ

3 Дек, 2019

Республика прокуратуринче паян Юрист кунне халалланӑ наука-практика конференцийӗ иртрӗ.

Юристсене професси уявӗ ячӗпе ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ыттисем саламларӗҫ. Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, юристсем обществӑри тӑнӑҫлӑха, саккунлӑха тивӗҫтерес, граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе чӑннипех пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Конференцие пухӑннисем прокуратура, суд, ытти тытӑм ӗҫне тишкерсе хакларӗҫ, юристсен умӗнче тӑракан тӗллевсене палӑртрӗҫ. Паллах, наградӑсем те чылай пулчӗҫ - вӗсене тивӗҫнисене ӗҫтешӗсем алӑ ҫупса саламларӗҫ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать