Александр ПЕТРОВ: Кунне пĕрер пăта çапмасан хуçалăх юхăнать

Пирĕн республикăра пултаруллă та хастар çамрăк сахал мар. Вĕсен хушшинче 30 çула çитмесĕрех ертÿçĕ должноçне йышăннисем те пур. Çамрăк пуçлăхăн мĕнлерех пулмалла? Пĕрле ĕçлекенсемпе, халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Петровпа. Вăл — районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче чи çамрăкки.

— Александр, эсĕ ку должноçа 28 çулта йышăннă. Кала-ха, тархасшăн: ертÿçĕ пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ-и?
— Кирек мĕнле ача та кама та пулин евĕрлеме тăрăшать. Тĕслĕхрен, унăн ашшĕ е амăшĕ пек пулас килет. Маншăн шкулта вĕреннĕ чухне аннен шăллĕ, кукка, ырă тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Вăл налук службинче ĕçленĕ май яланах костюмпа çÿретчĕ, кĕрнеклĕскере халăх хисеплетчĕ. Çавăнпах-тăр манăн ун пек пулас килетчĕ. Кукаçие те ял çыннисем хисеплетчĕç. 1941 çулта çуралнăскер колхозра ăста сварщик пулнă май тимĕртен мĕн кăна туман-ши: хапха, карта, çурта хутса ăшăтмалли тытăм тата ытти те. Халĕ те ял тăрăхĕнчи аслăрах çулти çынсем эпĕ камсен ачи пулнипе кăсăклансан: «Эпĕ Вăшăл Петин мăнукĕ» тетĕп те — вĕсем кукаçие салам калама ыйтаççĕ, вăл ылтăн алăллă çын пулнине палăртаççĕ, пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене аса илеççĕ.
Эппин, эсĕ кукку пек пулас тени пурнăçа кĕнĕ?
— Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне манăн колхоз председателĕ пулас килетчĕ. Эпир пурăнакан вырăнтан инçех мар колхозăн хăмла туса илекен комплексĕ вырнаçнăччĕ. «Симĕс ылтăна» татакан комбайн та, типĕтмешкĕн сушилка та пурччĕ. Чехословакире кăларнă сушилкăн кантăкĕсем çавракаччĕ, вăл вăхăтра ун пеккине курма хăнăхманччĕ-ха. Эпир, ачасем, çав комплекс йĕри-тавра чупса çÿреттĕмĕр. Маншăн питĕ кăсăклăччĕ унта. Çавăнпах ĕнтĕ колхоз председателĕ пулас килетчĕ. Ун чухне хуçалăх хăмла ÿстернипе пĕрлех тыр-пул туса илетчĕ, выльăх-чĕрлĕх усратчĕ. Эпĕ, 1-мĕш класс ачи, колхозăн тата ытларах енпе ĕçлемелле, тĕслĕхрен, пĕвесенче пулă ĕрчетмелле тесе шухăшлаттăм. Пĕр çулхине пĕри тупăш кÿмесен тепри укçа илсе килме май парать тесе пĕтĕмлететтĕм.
Апла тăк пурнăçна мĕншĕн ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас темерĕн?
— Пирĕн вырăнти хуçалăх 2004 çулта саланчĕ. Эпĕ ун чухне шкулта вĕренеттĕм. Ял хуçалăхĕ паянхи кун та çывăх маншăн. Килте выльăх нумай усратпăр. Маларах, эпĕ Пенси фончĕн управленийĕнче ĕçленĕ чухне, тата нумайрахчĕ. Çав çулсенче килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илтĕмĕр. Хăтлă витесем турăмăр, трактор, косилка туянтăмăр. Выльăхсене аттепе анне, эпĕ тата шăллăм пăхатпăр. Камăн вăхăт пур — çавă ĕне сăвать, ятарлă аппарат пур. Чăн та, халĕ манăн вăхăчĕ сахалрах.
9 класс пĕтерсен Канаша вĕренме кайнине палăртрăн. Унта мĕнле специальноçа суйларăн?
— Ун чухне «Петровский колледж» пурччĕ. Унăн Канашри филиалĕнче «патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» специальноçа алла илес терĕм. Тĕрĕссипе, ун чухне хам муниципалитет тытăмне ĕçлеме каятăп тесе шухăшламан. Практикăна хамăрăн ял тăрăхĕн администрацине килтĕм. Ун чухне пуçлăхпа, специалистпа калаçса ял тăрăхĕн йывăрлăхĕсене тишкертĕм, материал пуçтартăм. Преподаватель сĕннипе вĕренекен çамрăксен ăслăлăх пултарулăхĕн регионсен хушшинчи «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» конференци-фестивальне хутшăнтăм. «Ял тăрăхĕн ĕç-хĕлĕнчи хальхи тапхăрти йывăрлăхсем /Энĕшпуç ял тăрăхĕн тĕслĕхĕ çинче/» ĕçпе 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Темăна лайăх уçса панăран мана диплом ĕçĕ те çыртармарĕç, çав тĕпчев ĕçнех хÿтĕлеттерчĕç.
Эсĕ ял тăрăхĕн пурнăçĕпе йывăрлăхĕсене 20 çула çитичченех ăнланма пуçланă апла. Ун чухне влаç органĕн тытăмне вырнаçас темерĕн-и?
— Аслă пĕлÿ илес килчĕ. Филиалтан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне куçăн мар майпа пĕлÿ илме кĕтĕм, «финанс тата кредитсем» специальноçа суйларăм, подразделени — «патшалăх тата муниципалитет финансĕсем». Çав хушăрах «Мостотряд-41» обществăна ĕçлеме вырнаçрăм. Ăçта кăна кĕпер тумарăмăр пуль: Муромра, Санкт-Петербургра, Сочире. Питĕр хули питĕ килĕшрĕ. Каçхи сменăра ĕçлеттĕмĕр те — кунĕпех хула курса çÿреттĕм. Кайран Санкт- Петербурга хам тĕллĕн тепĕр виçĕ хут кайса килтĕм. 1-мĕш курс пĕтерсен, 2009 çулхи çу уйăхĕнче, мана çара илчĕç. Хусанта шалти çарсенче хĕсметре пултăм. Çар пурнăçĕ килĕшрĕ. Шел, çулталăк питĕ хăвăрт иртрĕ.
Çамрăксенчен нумайăшĕ вĕренсе пĕтерсен хулара юлма тăрăшать. Эсĕ тăван тăрăхах таврăннă. Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленине ĕçе вырнаçнă. Çав çулсем мĕнпе асра юлчĕç?
— Хулана юлас килмерĕ. Пенси фончĕн управленийĕнче ĕçленĕ çулсем ыррипе çеç асра юлчĕç. Унта пĕрмай халăхпа хутшăннă. Персонификациленĕ учет пайĕнче тăрăшнă чухне уйрăм предпринимательсемпе ĕçлерĕм. «Эсĕ çамрăк, хăвăрт вĕренетĕн» тесе мана 3 çултан клиент службине куçарчĕç. Шăпах ун чухне Крым Раççейпе пĕрлешрĕ. Унти специалистсене пулăшма тата вĕрентме, программăсене ĕçлеттерсе яма тесе мана Крыма çулталăкра виçĕ хутчен ячĕç. Çапла вара çĕнĕ хуласенче пулса куртăм, çĕнĕ çынсемпе паллашрăм. Тĕнче курса çÿреме килĕшет мана. 2014 çулта Вăрмар районĕнчи управленире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Ертÿçĕ сĕннипе эпĕ фонд çынсене электронлă пулăшусем еплерех кÿнине, гражданинăн харпăр уйрăм кабинечĕ мĕнле ĕçленине кăтартрăм. Шел, Вăрмар районĕнчи управление Кус-лавкка районĕнчипе пĕрлештерчĕç. Куславкка районне ĕçлеме куçрăм, унта тăватă уйăх çÿрерĕм. Кайса-килсе çÿреме инçе пулнăран «Урмарытеплосеть» организацие экономиста – туянусем /закупки/ енĕпе ĕçлекен специалиста вырнаçрăм. Анчах пÿлĕмри ĕç маншăн кичем пек туйăнать. Цифрăсемпе ĕçлеме килĕшет-ха, анчах манăн халăхпа хутшăнас-калаçас килет. 2018 çулта Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайсан мана çак должноçа йышăнма темиçен те сĕнчĕç. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм. Конкурса хутшăнтăм та — çĕнтертĕм. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнченпе ĕçлетĕп кунта.
Яваплă çак должноçа йышăнма шикленмерĕн-и? Халăх мĕнле йышăнчĕ — уйрăмах аслăрах çултисем? Эсĕ вĕсен куçĕ умĕнче ÿснĕ-çке.
— Чылайăшĕ çак должноçа çĕнĕ çын килнĕшĕн савăннине палăртрĕ. Пуçлăх çамрăк пулнăран яла çамрăк ытларах юласса шаннине пĕлтерчĕ. Аслисем сĕнÿ-канаш пачĕç, мĕн тусан мĕн лайăххине ăнлантарма тăрăшрĕç. Кукаçи Петр Иванович çапла каларĕ: «Халăх тĕрлĕрен, пурин сăмахне те чĕре çывăхне ан ил. Хĕвел те пĕтĕм çынна юраймасть». Малтанхи кунсенче ыттисенчен сĕнÿ ыйтма кăштах именеттĕм. Халĕ вăтанмастăп. Пысăк ĕçсене пуçăниччен тĕрлĕ специалистпа канашлатăп. Ытти ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен опычĕпе паллашатăп, вĕсен ырă тĕслĕхĕсемпе те хушăран усă куратăп. Кирек мĕнле арçын та хăйĕн хуçалăхĕшĕн тăрăшать. Кашни кунах пĕр пăта та пулин çапать, унсăрăн хуçалăх юхăнма пуçлать. Эпĕ хамăн тăван ялшăн, тăрăхшăн тăрăшатăп. Кунта та паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Паян палăртнă тăк пăтине паянах çапмалла. Ял тăрăхĕ 3 яла тата Энĕшпуç станцине пĕрлештерсе тăрать. Кунта 1444 çын пурăнать. Ĕç килĕшет мана. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.