Амăшĕпе ывăлĕн хутшăнăвне тĕнче курать

16 Дек, 2019

«Интернет майри», — теççĕ Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче пурăнакан Зоя Яшковăна. Хăй каланă тăрăх, йăлтах ăнсăртран пуçланнă. «Мăшăрăм тытса килнĕ пулла ăшалаттăм. Ĕçленине ывăлăм Саша видео ÿкерсе интернета вырнаçтарчĕ. Çакă ăнăçлă пулса тухни иккĕлентермест, мĕншĕн тесен социаллă сетьри юлташĕсем ăна чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне сăнлакан видео ытларах ÿкерме ыйтнă», — килтен тухмасăрах çăлтăра çаврăннине палăртать Зоя Петровна. Интернет уçлăхĕнче вăл икерчĕ пĕçернине те, çĕр ĕçĕпе аппаланнине те, кĕтÿ пăхнине те курма пулать. Çав вăхăтрах «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсем çинчен каласа кăтартни кăсăклă. Вулакан хăйĕн шухăшне палăртни хаçат ĕçченĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне кăларăмсенче вырăн тупнă сăнсем, пулăмсем пин-пин çыннăн чунне хускатаççĕ.

Туслăх кĕперĕ

«Ĕçе юратса пурнăçлатăн. Кăмăлтан калаçатăн. Çавăнпах сана курма яланах хавас», — ял-йыш çапла хак панине хăнăхнă вăл. Тепĕр тесен, интернет уçлăхĕнче ят-сум çĕнсе илни пурнăç уттипе тан пынине çирĕплетет.
«Анне, сана кăтартма ыйтаççĕ», — Саша пĕр вĕçĕм çакнашкал калани те хавхалантарать. Малашне ытларах ÿкерĕнме тăрăшăп. Чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне курччăр!» — пытармасть Зоя Яшкова. Калаçăвĕ шыв юххи пек илтĕнтĕр тесе ваттисен сăмахĕсене, сăмах çаврăнăшĕсене çырса пырать хĕрарăм.
«Аннене ÿкернĕ видео яланах нумай «лайк» пухать. Амăшĕн кунĕпе çыхăнни, сăмахран, 5 пин ытла çынна килĕшнĕ. Ăна та, ман пекех, блогер пулма сĕнеççĕ.
Интернет уçлăхĕнче республика тулашĕнче, ют çĕршывра пурăнакан чăвашсем те хăйсен шухăшне палăртма ÿркенмеççĕ. Çапла майпа Нью-Йоркра тĕпленнĕ иккĕмĕш сыпăкри аппапа та çыхăну тытатпăр. Латвири, Эстонири, Францири йăхташăмăрсем те çыраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, вĕсем çакнашкал ĕç туса пынăшăн мухтаççĕ, чăваш хĕрарăмне сывлăх, вăй-хал сунаççĕ.
Çак кунсенче вулама юратакан анне валли кĕнеке нумай илтĕм. Атте вара сăмах каçмăш тупма юратать. Хăш-пĕр ыйтăва вуласа пĕтеричченех хуравлама пултарать», — ăнлантарать Александр Яшков блогер.

Ывăнма пĕлмесĕр

Халĕ Зоя Петровна пекарньăра вăй хурать. Вĕри çăкăрпа çынсен кăмăлне тивĕçтерме пултарнишĕн савăнать.
«Ывăнма пĕлместĕн эсĕ», — теççĕ мана. Чăваш хĕрарăмĕн, чăнах, ĕç пĕтмест. Хĕлле кĕнчеле туртса кăларатăп, чăлха- нуски, алсиш çыхатăп. Ача чухне анне çип хитре пĕтĕрнинчен тĕлĕнеттĕм. Ăна евĕрлеме тăрăшаттăм. Пĕрре алă ыратма пуçличченех çăм арларăм. Малтан перчетке те, кофта та, шарф та çыхнă», — калаçăва тăсать ăш пиллĕ хĕрарăм.
Зоя Петровна Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче 6 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тĕпренчĕксем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхнă. Пусăран хĕлле флягăпа шыв турттарнă, çулла кĕвенте йăтса чупнă. Лара-тăра пĕлмен ачасем хур кĕтĕвне куçран вĕçермен. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă, уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Çемьери чи кĕçĕнни Зоя та ачашланса ларман. Ыттисем пекех вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнă. Хĕлле йĕлтĕр сырса ăмăртмалла ярăнасси чун киленĕçне çаврăннă.
Шкул хыççăн çĕвĕçе вĕреннĕ. Студент çулĕсенче общежитире пурăнаканскер пушă вăхăтра тĕрленĕ, çыхнă. Тантăшĕсемпе пĕрле кино, спектакль курма çÿренĕ.
Диплом илсен Шупашкарта çĕвĕçе вырнаçнă. Ун алли витĕр тухнă кĕпесем, ахăртнех, çĕр-çĕр хĕрарăмăн кăмăлне кайнă.
«Юлташ хĕрĕпе Кайăкьяльне туя килнĕччĕ. Çавăн чухне пулас мăшăрпа Виталипе паллашрăм. Вăл, ял хуçалăхĕнче электрикра тăрăшаканскер, тăван тăрăхра тĕпленме шухăш тытнăччĕ. Çавăнпах мăшăрлансан яла куçрăмăр», — çамрăклăхне куç умне кăларать чăваш хĕрарăмĕ. Ĕçчен çемье хăтлă йăва çавăрас, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Халĕ те ĕне, тына, вăкăр, сурăх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ качча тухакан хĕрне чăваш халăхĕн йăли- йĕркипе ĕне, сурăх парса янă. Типтерлĕ тата тенкĕ çумне пус хушса пурнăç тума вĕрентнĕшĕн çывăх çыннисене тав тăвать Зоя Яшкова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.