Виç кĕтеслĕ çырусене çĕнĕрен шăрçалать

17 Янв, 2020

Ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă чухне Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи Петр Васильев çулталăкра çеç пулнă, çавăнпа ун пирки амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх çеç пĕлет. Çывăх çынни тăван тăрăха таврăнайман, хаяр çапăçура пуç хунă. Çапах Петр Иванович ашшĕне асран кăлармасть: унăн сăн ÿкерчĕкĕсене, фронтран янă çырăвĕсене тăтăшах алла илет.

Купăсĕ халĕ те упранать

Иван Васильевич Энĕшпуç ялĕнче 1913 çулта çуралнă. Тăванĕсем аса илнĕ тăрăх – вăл пĕчĕкренех купăс калама юратнă. Çитĕнсен музыка инструментне пысăк укçа парсах туяннă. Сăмах май, çав купăс халĕ ялти Çар мухтавĕн музейĕнче упранать. Унтах Иван Васильев фронтран янă пĕр çыру пур, тепĕр виççĕшĕ Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă салтакăн ывăлĕ килĕнче упранаççĕ. Иван Васильевич утлă çарта хĕсметре пулнă, çакна çирĕплетекен сăн ÿкерчĕк те пур Васильевсен. 1937 çулта вăл ялти хĕре Александра Федоровнăна качча илнĕ. «Санька» — мăшăрне юратса çапла чĕннĕ çамрăк упăшка.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Энĕшпуç ялĕнчи арçынсене те пĕрин хыççăн теприне фронта илсе кайнă. Иван Васильевăн, чукун çул çинче мастерта тăрăшаканскерĕн /вăл çак должноçа йышăниччен Мурома кайса вĕреннĕ/, бронь пулнă. Апла пулин те арçынна вăрçа илсе кайнă: ялта унпа пĕрешкел ят-хушаматлă çын пулнă, ăна çавăнпа арпаштарнă. Çапах Иван Васильевич «эп мар вăл, теприн каймалла» тесе турткалашман, повестка илсенех хушнă çĕре кайнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрçа ăсатнă ăна. Александра Федоровна икĕ ачипе — 1938 çулта çуралнă хĕрĕпе Марийăпа тата çулталăкри ывăлĕпе Петĕрпе — тăрса юлнă. Унсăр пуçне хуняшшĕпе хунямăшĕ те пĕрле пурăннă, вĕсене те пăхма тивнĕ. Хуняшшĕн аппăшĕн алли сусăр пулнă, ăна та пăрахман.

Савăнтарнă та, хурлантарнă та

25-ри хĕрарăма мăшăрĕ вăрçă хирĕнчен яракан çырусем пурăнма хавхалантарнă. Çав хушăрах хурлантарнă та. Иван Васильевич вĕсенчен пĕринче хăйне мĕнле амантни çинчен çырса кăтартнă: «Çыру Ваньккаран. Ку çырăва 1942 çулта, июлĕн 13-мĕшĕнче 12 сехетре çыратăп. Пирвайхи сăмахпах питĕ пысăк салам сире: атте, анне, Санька, аппа, Марте, Петĕр. Эпĕ сире хам пурнăç çинчен çырса пĕлтерем. Халь эпĕ сывах, но только хăрах ура аманнă. Мана 5 числара ирхине 10 сехет тĕлĕнче амантрĕç. Эпĕ амансан 5 çухрăм хушши хырăмпа шуса тухрăм. Ман сылтăм урана чĕркуççирен аяларах шăмă витĕр шăтарса кăларнă. Халĕ питĕ ыратать. Эпĕ аманнă кун нимĕçсене нумай хăваласа кĕрсе кайрăмăр, халĕ çав бандитсем тараççĕ. Мана çырма хĕрринче персе амантрĕç. Санька, ан кулянăр, ман пурăнма кун-çул пур-ха, çапах вилеймерĕм, сывă юлтăм. Эпĕ халь утаймастăп, ура питĕ хытă ыратать. Час тÿрленмест пулĕ, пĕр-икĕ уйăхран, тен, виç-тăват уйăхран сывалăп…» Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче янă çырăвĕнче салтак, Горький хулинчи /халĕ Чулхула/ эвакогоспитальте сипленекенскер, мăшăрне хăйне пырса курма чĕнет: «Эпĕ сире заказ-ной çыру ятăм, пĕрле справка чикрĕм. Кала — çитрĕ-и? Ну, Санька, эпĕ утакан пултăм, часах сывалатăп. Но только хырăм ыратать, ăна тÿрлетмесĕр каймастăп. Санька, эсир килессе питĕ кĕтетĕп. Сантăр пиччепе килме тăрăшăр». Унтах вăл мăшăрне çăм нуски, пыл /çемье вĕлле те тытнă/, кăранташ илсе килме ыйтнă. Иван Васильев 2805-мĕш эвакогоспитальте сипленнине ĕнентерекен справка та паянхи кунчченех унăн ывăлĕн килĕнче упранать.
Тепĕр çырăвĕнче, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче çырнинче, Иван Васильевич хăй вăрçă хирĕнче пулнине пĕлтернĕ: «Эпĕ халĕ вăрçăра. Санька, тен, сывă пулсан, таврăнăп, вара курăпăр. Но çăлăнса тухма питĕ йывăр. Пĕрре аманса тепре кĕтĕм. Но мана ан ман. Эх, Санька, ан ман мана виличчен. Эпĕ сире çиллентернĕ те пулĕ, каçарăр. Ачасене тумлантар, пăх, çын кулли ан ту. Эпĕ пĕтĕм ха-лăхшăн кĕрешетĕп, мĕн чухлĕ юн тăкнă. Эпĕ хамăр çĕршыва сыхлатăп. Сывă пулсан тăшмансене хăваласа кăларăпăр хамăр çĕршывран». Шел, çăлăнса тухайман чăваш арçынни, 1942 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчи çапăçура пуç хунă. Ăна Калинин облаçĕнчи /халĕ Тверь облаçĕ/ Оленино районĕнчи Богородицкое ялĕнче пытарнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.