Тăвай районĕнче «Çутă уçлăхĕ» конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă

22 Янв, 2020

Тăвай район администрацийĕ «Çутă уçлăхĕ» /Пространство света/ конкурса пĕтĕмлетни çинчен пĕлтерет. Жюри членĕсем Çĕнĕ çул вăхăтĕнче ял-йыш тавралăха илемлетнине тишкернĕ, вырăна тухса сăн ÿкернĕ.

Кокурсра Çĕнĕ Пуянкасси ял администрацине çитекен пулман. Çавнашкалах Енĕш Нăрваш ял администрацине, Тăвайри «Сундучок» суту-илÿ вырăнне, Тĕмерти Тамара Ямщиковăн çуртне чи хитре илемлетнисен йышне кĕртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломпа тата укçан премипе хавхалантарнă.

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать