Ачасене виçĕ хусканăва пĕрлештерме те йывăр

24 Янв, 2020

Вĕсене телефон ĕмĕрĕ шухăшлама кансĕрлет

Чăваш, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Культура министерствин «Раççей чунĕ» премийĕн лауреачĕ Анатолий Музыкантов çак кунсенче 70 çул тултарать. Çавăн пекех вăл йĕркеленĕ тата ертсе пыракан «Сувар» халăх ташă коллективĕ халăха савăнтарма тытăннăранпа 40 çул çитсе пырать. Унсăр пуçне унăн тата тепĕр «ача» пур: кĕçĕн çулхисен «Суварята» халăх ташă ансамблĕ. Вăл та кăçал кĕмĕл ĕмĕрне паллă тăвĕ.

«Сувар» çурални

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕ хитре кăна мар, питĕ паллă. Кунта тăван литературăра тарăн йĕр хăварнă Георгий Тал-Мăрса, Александр Кăлкан çыравçăсем вĕреннĕ, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă, Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне икĕ хут тивĕçнĕ Петр Дементьев генерал-полковник çуралса ÿснĕ. Анатолий Музыкантов та çак хутлăхра кун çути курнă. Хушамачĕ хăех çемье кĕвĕ-çемĕпе çыхăннине сăнарлать. Асламăшĕ мăнукĕсене мĕн пĕчĕкрен халăх юрри-ташшипе çывăхлатма тăрăшнă. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне питлĕх çапса, такмак каласа шăпăрлансене ташлаттарнă. Ахальтен мар пулĕ «Питлĕх ташши» — Анатолий Музыкантов балетмейстер лартнă пĕрремĕш ташă.

1978 çулта Хусан патшалăх культура институчĕн хореографи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă йĕкĕт Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах педагогика университетĕнче студентсен ташă коллективне ертсе пынă. Тепĕр икĕ çултан тĕп хулари промышленноç тракторĕсен завочĕн клубĕнче халăх ташшисен «Сувар» ансамбльне йĕр-келенĕ.
Самантлăха çав вăхăта таврăнар. Заводăн 9-мĕш общежитийĕн путвалĕ тăвăр, пăчă пулнипе сывлама сывлăш çитмен, урайĕнче шăвăç татăкĕсем купаланса выртнă. Ташлама çÿрекенсенчен чылайăшĕ çак искусствăна килĕштернисĕр пуçне имшерленсе хитреленес тенипе пынă. Çавна кура ĕçлеме те йывăр пулнă. Шăпах çав вăхăтра ăна «Питлĕх ташши» пулăшнă та. Пĕрремĕш концерта Анатолий Николаевичăн çав хатĕрпе ташлама вĕренсе çитейменнисене пытарма тивнĕ. Пурăна киле «Сувар» вăй илсе, çĕкленсе пынă, унти каччăсемпе хĕрсен пултарулăхĕ профессионал ташă ăстисен шайне хăпарнă. Çакна çирĕплетекенни — çĕршыври халăх пултарулăхĕн виççĕмĕш фестивалĕн /1991/ лауреачĕ пулса тăни те. Хореографи енĕпе республикăра ирттерекен конкурссемпе смотрсенче Анатолий Музыкантов кашнинчех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче тăнă.
«Сувар» 1983 çулта халăх коллективĕн ятне тивĕçнĕ, 2010 çулта «халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ коллективĕ» пулса тăнă. Паян ансамблĕн пухмачĕнче тĕрлĕ халăхăн — чăваш, вырăс, çармăс, тутар, ирçе-мăкшă, калмăк, пушкăрт тата ыттин — çĕр ытла ташши пур. Хăй вара чăваш ташшисенчен «Питлĕх ташшисĕр» пуçне тата «Ял çамрăкĕсен ташшине», «Силпи чечекĕ», «Ахаяс», «Шăнкăр шывĕ» ташăсене уйрăммăн палăртать. Унăн шухăшĕпе, тĕрĕссипе, кашни балетмейстерăн тĕп ташă пĕрре кăна, ыттисем — çавăн тавра çаврăннисем. Унта вара «урăхла хусканусем кĕчĕç пулсан, ăна камран та пулсан «пĕçертсе» илнĕ».
Чăвашлăха аталантарас, тăван культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе Анатолий Музыкантовăн тĕнче курăмĕ, шухăш-кăмăлĕ хăйне евĕрлĕ. Хăш-пĕр балетмейстер пирĕн «Линкка-линкка» ташă та пулнине ĕнентерет. Кун пирки Анатолий Николаевич урăхларах шухăшлать: «Кĕввипе юрри пулнă. Унпа усă курса юрăпа ташă ансамбльне ютран чĕнсе илнĕ балетмейстерсем лартнă ăна, — тет. — Иккĕмĕш хут «Линкка-линккана» сцена çине Александр Ангаров кăларчĕ. Эпĕ ăна пач урăхла куратăп. Урăххи хыççăн халĕ çав ташă патне пырса перĕнес килмест».

Аслисенчен юлмаççĕ

Музыкантов ертсе пыракан халăх ансамблĕ республикăн ташă искусствинче кăна мар, ун тулашĕнче те курăмлă вырăн йышăнать терĕмĕр. Унăн гастролĕсем Атăл тата Урал тăрăхĕнчи чăваш ялĕсенче час-часах иртеççĕ. «Сувар» пирки çывăхри тата çичĕ тинĕс леш енчи çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Конкурса хутшăнать-и е смотр-фестивале çитсе килет-и — Шупашкара кашнинчех наградăпа таврăнать. Сăмахран, 2005 çулта коллектив халăх ташшисен Самар хулинче иртнĕ балетмейстерсемпе ташлакансен Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш фестивалĕн çĕнтерÿçи пулнă, 2006 çулта — Казахстанри Кокшетау хулинчи Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕн лауреачĕ. 2008 çулта Волгоград хулинче Сталинградшăн пынă çапăçусенче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятисенче палăрнăшăн диплома тивĕçнĕ. 2009 çулта халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» конкурсĕнчен лауреат дипломĕпе таврăннă. Ун хыççăнхи наградăсем те питĕ сумлă. Çывăх вăхăтра «Сувар» Болгарире иртекен Пĕтĕм тĕнчери ташă фестивальне çула тухма хатĕрленет.
Шăпах чĕрĕк ĕмĕр каялла «Сувар» ансамбль çумĕнче ачасен «Суварята» ушкăнĕ чăмăртаннă. Ачасемпе ĕçлеме пуçлани — Музыкантовăн пултарулăхĕнчи çĕнĕ тапхăр. 7-13 çулсенчи ачасем те, аслă юлташĕсем пекех, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ, фестивальсемпе конкурссенче çĕнтереççĕ. Çамрăк ташăçăсем Чăваш Енсĕр пуçне Саранскра, Тюменьре, Пензăра, Самарта иртнĕ фестивальсемпе конкурссенче Чăваш Ен ятне çĕкленĕ. «Суварята» 2007 çулта «халăх» ятлă пулса тăнă.
Юлашки тапхăрта Анатолий Музыкантовăн коллективĕсен концерчĕсем — «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» /2019/, «Ташши-ташши» /2018/, «Кĕрхи уяв» /2018/, ыттисем — куракансене тыткăнланă.
Вулакан çапла та шухăшлама пултарĕ: Музыкантовăн пурнăçĕ — пыл та çу, унăн çивĕч, татса паман ыйту пачах çук. Апла мар, Анатолий Николаевичпа сăмах вакласа курнă çын вăл чунпа, кăмăлпа ытларах лирик пулсан та наци культурипе искусстви, самана тĕлĕшпе тарăн шухăшлакан çын иккенне палăртать. Мĕн савăнтарать ăна паян? Хулари, çавăн пекех республикăри халăх ташшисен чылай коллективне хăй вăхăтĕнче ун патĕнче ташланă çынсем ертсе пыни. Апла унăн ĕçĕ харама кайман. Хĕрĕ те, Ирина, Хусанти культура институчĕн хореографи факультетне пĕтерсе «Сувар» солистки пулчĕ, ун хыççăн 10 çул «Суварята» коллектива ертсе пычĕ. Акă Анатолий Коваленко, «Суварăн» пĕрремĕш ушкăнĕсенче ташланăскер, Анжела Гордеевăпа Оксана Алексеева, унран кăшт çамрăкрахскерсем, аслă юлташне кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр.
Канăçсăрлантараканни мĕн вара? Ĕçлеме йывăрланса пынине пытармарĕ балетмейстер. Хăш енĕпе? Компьютер, телефон ĕмĕрĕ чăрмантарать. Ачасем шухăшласшăн мар. «Сăмахран, пĕр, икĕ, виçĕ хускану вĕрентетĕп. Вĕсене пĕрлештерсе комбинаци тумалла — ачасем аташса, çухалса каяççĕ», — чунне ыраттарса калаçрĕ Анатолий Николаевич. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.