Татьянăсем свидетельствăллă пулчĕç…

24 Янв, 2020

Паян, Раççей студенчĕсен кунĕ умĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти интерьерпа дизайн центрĕнче пултарулăхри ăнтулăшун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ студентсемпе тĕл пулчĕ.

Михаил Васильевич малтанах талантлă çамрăксен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа хапăлласа паллашрĕ. Ун хыççăн Чăваш Енри пултаруллă та маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тата Чăваш Ен ертÿçин хушшинче пĕр шайри калаçу иртрĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикинче 2018 çултанпа «Пĕр шайри калаçу» студентсен дискусси клубĕсем» проект пурнăçланать.

Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хутшăнчĕ. Михаил Игнатьев пултаруллă студентсене Студентсен тата Çветтуй Татиана кунĕсен ячĕпе саламларĕ, пысăк çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунчĕ. Студентсем парăмра юлмарĕç, Республика Пуçлăхне чылай ыйту пачĕç. Паянхи студентсем Михаил Васильевич вĕреннĕ вăхăтрисемпе танлаштарсан уйрăлса тăраççĕ-и? Пысăкрах стипенди илмен-и пулас Пуçлăх? Физикăпа математикăна юратнă-и вăл? Студентсен мĕнле юхăмĕсене хутшăннă? Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ спортăн хăш тĕсне ытларах кăмăллать? Мĕнле девизпа пурăнать? Пур çамрăка та мĕнле кĕнеке вулама сĕнет? Пуçлăх пулас тесен мĕн тумалла? Темĕн те интереслентерчĕ студентсемпе çамрăксене.

«Сире паян вĕренме, аталанма, пурнăçра хăвăр вырăна тупма майсем çителĕклĕ туса панă-и? Йăлтах çителĕклĕ-и сирĕншĕн?» - интересленчĕ Сергей Кудряшов министр. Студентсем вĕренме те, пурăнма та условисем çителĕклĕ пулнине пытармарĕç. «Ÿркенмелле кăна мар», - пĕтĕмлетрĕç вĕсем.

Мероприяти пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем панипе вĕçленчĕ. Çветтуй Татиана кунĕ çывхарнă май чăн малтан «чаплă документ» тăхăр Татианăна тивĕçрĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикинче çулсеренех пултаруллă пин çамрăк асăннă стипендин лауреачĕ пулса тăрать. Стипендиатсен йышĕнче 70 проценчĕ — вĕренекен, 20 проценчĕ ĕçлекен çамрăксем. 10 проценчĕ — общество ĕçне хастар хутшăнакан яшсемпе хĕрсем.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать