Вăл — шкул хастарĕ

6 Фев, 2020

Анне, кил, Тăван çĕршыв, чыс, тивĕç… Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Паян кадет класне ярса пусакан ача çак сăмахсене çĕре ÿкерместех. Яваплăха, дисциплинăна, кун йĕркине çирĕп пăхăнакан шкул ачи кăна кадетсен командирĕ пулаять. Кадетăн тумĕ хăех ăслă, хăюллă, анлă тавра курăмлă, пиçĕ кĕлеткеллĕ пулма хистет. Шупашкарти 36-мĕш шкулта çак ырă енсемпе палăрса тăракан каччăпа тĕл пулса калаçрăм. Лева Васильев 10-мĕш класра вĕренет, мĕн пур предмета «5» паллăпа кăна шĕкĕлчет.

Шăллĕ те аслин çулĕпе

— Кадет класне 2-мĕшне аттепе анне сĕннипе килтĕм. Мĕншĕн тесен кадет
кам иккенне эпĕ ăнланман та. Тÿрех командир пулма шанчĕç. Ку яваплă-
ха 9-мĕш класс пĕтеричченех тивĕçлĕ пурнăçларăм тесе шухăшлатăп. Шăл-
лăм ахальтен мар манран тĕслĕх илсе кадет класне суйларĕ, — сăпай-
лă калаçрĕ яш. Хăй пирки мухтанса калаçма хăнăхман вăл. Çавăнпах унпа
пĕр класра вĕренекен Никита Кузьмина чăрмантартăм.
— Пĕрремĕш класранах Левăпа пĕрле вĕренетпĕр. Вăл яланах çирĕп,
çав вăхăтрах ырă кăмăлĕпе тĕлĕнтерет. Хуть те хăçан та пулăшма хатĕр,
чăн-чăн командир. Класри кирек епле лару-тăрăва сасă хăпартмасăр татса
пама пĕлет. Астăватăп, кам та пулсан айăпа кĕрсен отжимани тăваттăмăр.
Лева спорта питĕ юратать, — юлташĕ çинчен çапла каларĕ вăл.

Çемьери юрату ачасене витĕм кÿрет

— 10-мĕш класра кадет тумне хывнă пулин те республикăри меропри-
ятисене хутшăнма пăрахман ачасем. Çарпа патриотлăх уйăхлăхне халĕ те
хутшăнаççĕ. Çар пурнăçĕ кăсăклантарать вĕсене. 9-мĕшчен Левăн класс
ертÿçи пулнă май лайăххине кăна калама пултаратăп. Сасă хăпартнине
илтмен. Ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан ача. Йывăрлăха никама чăрмантармасăр
çĕнтерме пĕлет вăл. Электрон журнала тĕрĕслесех тăнă май вăл «иккĕ» ил-
нине астумастăп. Вĕренме пĕлет кăна мар, вăхăта тĕрĕс йĕркелесе таçта
та ĕлкĕрет. Тĕлĕнмелле хитре ташлать, илемлĕ юрлать, шкулти тĕрлĕ
мероприятие ертсе пырать. Олимпиадăсенче пĕлĕвне тĕрĕслет. Клас-
ра ăна хисеплеççĕ. Ку ахальтен мар, вĕсен çемйинче ăнлану, ăшăлăх, хи-
сеп, юрату хуçаланни ачасен воспитанине витĕм кÿни курăнать, — чăннипех
те мухтанчĕ Инна Витальевна.
Шĕкĕр «5»-пе вĕренекен каччă пур предмета та пĕр пек юра-
тать. Йывăрлăхсем çукпа пĕрех уншăн. Е пулсан та лăпкăн çĕнтер-
ме хăнăхнă вĕсене вăл. Чăтăмлăх текен сăмах шăпах ун çинчен. Çавăн-
па Лева пĕчĕкренех ашшĕне идеал вырăнне хурса ун пек çар инженерĕ пул-
ма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕчĕ вара халĕ те улшăнман. Ашшĕн çулĕпе пурнăçăн анлă
çулĕ çине тăрасшăн вăл. Спорта юратакан çемье йĕлтĕрпе ярăнать. Каччă бас-
сейна, тренажер залне час-часах çÿрет. Кĕлеткене çирĕплетесси уншăн — пысăк
тĕллевсенчен пĕри. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Васильевсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.