Вĕсенчен кашниех хăйĕн ятне тивĕçлĕ пулма тăрăшать

21 Фев, 2020

«Чăваш тĕнĕ чи малтанах тухнă. Кирек хăш этем те çĕр çине чăваш пулса килет. Никам та тÿрех хĕрес çакса тухмасть. Кайран тин тĕрлĕ тĕне йышăнаççĕ. Эпир нимĕнле ярлăк та çакса ямастпăр хамăр çине. Чăн тĕнпе пурăнатпăр».

Çапла каланăччĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Ухинкел ялĕнчи Хĕртилет аппа. Эпĕ унта, тĕне кĕмен йăхташсем патне, чĕрĕк ĕмĕр каялла çитсе килнĕччĕ. Паллах, вĕсен философийĕ тавра тавлашма та пулĕ. Анчах ку таранччен çут çанталăк тĕнĕпе пурăнаканскерсен тĕнче курăмне нимĕнле революци те, эволюци те аркатайман. Ахальтен мар Ухинкелте паянхи кунччен те Савентей, Сĕрвĕри, Утреви, Унеслу, Минеслу, Эрнепи, Сайрепи, Хĕртюк, Теверпи, Севретей, Еливан, Етриван тата ытти ят тĕл пулаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Чăвашкассинче те пулса курнăччĕ. Унти йăхташсем те чăваш тĕнне тытса пыратчĕç. Вĕсен хушшинче Эсликсем, Шевертенсем, Сайтесем, Селимесем, Валимесем, Кĕмĕлписем, Минуçсем, Хакимесем пурччĕ.

Аслан та, Руслан та — арăслан

Тăван республикăра вара? Кунта та хăш-пĕр районта авалхи тĕне пуç таякансем пур. Анчах вăхăт иртнĕ май хальхи ăру çĕнĕлле пурăнма пуçларĕ. Чăн чăваш ячĕсем вырăнне те вырăс, ытти халăх хушшинчисем сарăлчĕç. Апла пулин те — халăхăн пысăк йышĕ православи тĕнне тытса пырсан та — Салампипе Нарсписем, Айтарсемпе Сенттисем çук мар пирĕн хушăра. Мĕнле майпа «çыпăçнă» вĕсем хăйсен хуçисем çумне, çакăншăн вĕсем хăйсене «шурă кураксем» пек туймаççĕ-ши?.. Паян камсен ачисем çак ятпа çÿреççĕ-ха? Тĕпрен илсен, пултарулăх çыннисен, чăвашлăх ĕçĕпе çыхăннисен… Сăмахран, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн хĕрĕпе ывăлĕ — Салампипе Атнер. Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн икĕ чиперукĕ — Илемпипе Силпи. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Балтай Микуçĕн Асаматпа Атилла. Тата малалла та тăсма пултаратпăр кунашкал тĕслĕхсене…
Таçта инçе кайиччен «Хыпар» Издательство çурчĕн «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçат редакторне Эльвира Ивановăнах илер. Вăл Илле Иванов журналистпа мăшăрланса ултă ачана çуратса ура çине тăратаççĕ. Ячĕсем пĕринчен тепри хитре: Аттил, Алмуш, Анеслу, Аслан, Атлан, Алман. Ачасене хăйсен ячĕсем канăçсăрлантарнă-ши?
— Ачасене чăваш ятне парасси ашшĕн пуçарăвĕ пулчĕ, — ыйтăва хуравланă май палăртрĕ Эльвира Николаевна. — Илья Арсентьевич СССР халăхĕсен ячĕсемлĕ кĕнекене ятарласа туяннăччĕ. Мана çав кĕнеке-справочникре вырăссен ячĕсем — 4 страницăна, тутарсен — 16-17 стра-ницăна вырнаçни, чăвашсен икĕ страница ытларах пулни тĕлĕнтернĕччĕ. Аслисене Аттил, Алмуш хутăмăр та, кайран, ыттисем çуралсан, пурте «А» сас паллирен пуçланччăр терĕмĕр. Аслан арăслан тенине пĕлтерет, ывăлăн юлташĕ — Руслан. Унăн ячĕ те арăслана палăртать. Çакскер хăйне Аслан ят паманшăн кулянать. Ачасем пĕчĕк чухне унăн ячĕ мĕнле пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Çакна вĕсем кăшт каярахпа, ÿссе пынă май, туйса илеççĕ. Ку тарана çитсе пĕри те: «Мана мĕншĕн çавăн пек ят хутăр?» — тесе ÿпкелени пулман, — терĕ ĕçтешĕм.
Тепĕр журналист-çыравçăн та, Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хуракан Владимир Степановăн, ывăлĕ чăваш ячĕпе çÿрет.
— Арăм йывăр çын чухне манăн аттене çапла шантарнă: «Ывăл çуралсан сирĕн ятăра — Василий — парăпăр», — тенĕ. Чăнах та çут тĕнчене ывăл килчĕ. Савăнăçлă хыпарпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне кĕтĕм. «Василий пур-ха, чăвашли те кирлĕ», — сĕнчĕ ĕçтеш. Геннадий Иванов-Орков, Самар облаçĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем патĕнчи экспедицирен тин çеç таврăннăскер, çырса илнĕ ятсен списокне кăтартрĕ. Пĕрремĕш ята — Ахтимера — килĕштертĕм, ЗАГСа ят çыртарма кайрăм. Виçĕ сехет лартăм, ман ыйтăва тивĕçтересшĕн мар, ывăлăма Ахтимер-Василий мăшăрлă ят парасшăн мар. Çав хушăра икĕ мăшăр уйрăлма, тепĕр иккĕшĕ çемье чăмăртама ĕлкĕрчĕ. Юлашкинчен, эпĕ тухса кайманнине кура, килĕшрĕç: çуралнă хута «Степанов Ахтимер-Василий» тесе çырса пачĕç. Ывăла хăйне Ахтимер ят ытларах килĕшет. Вăл — дизайнер, — каласа кăтартрĕ Владимир Васильевич.

Илемписем Шупашкарта нумаййăн

Халăх маçтăрĕ Людмила Балтаева ывăлĕсене мĕне тĕпе хурса чăвашла ят панă-ши?
— Ачасене чăвашла ят пама упăшка сĕнчĕ. Асамат — чăвашсен юмахĕнчи сăнар, Атилла — гунсен патши, питĕ сумлă ят. Вĕсен тĕслĕхĕ ывăлсене ырă тĕслĕх кÿрессе шантăмăр. Чăннипех çапла пулса тухрĕ: хăйсен ятне тивĕçлĕ пулма тăрăшаççĕ, ырă ятшăн май килнĕ таран вăй хураççĕ, иккĕшĕ те чăвашла шакăртаттарса калаçаççĕ. Асамат Чехире вĕренет. Атилла кăçал Питĕрти Штиглиц ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç академине пĕтерет. Аттилăн кун-çулне тĕпчет. Вăл авланнă, Красноярск пикипе пĕрлешнĕ, ун хыççăн Маша хушма Хĕвелпи ят илчĕ. Кин хăйне чăвашла ятпа чĕннине шутсăр юратать. Чăвашла та калаçать. Мăшăрăм ачамсене пĕчĕк чухнех çапла каланăччĕ: «Арăмăрсем чăвашла пĕлмеççĕ пулсан пирĕн çурта илсе те ан килĕр». Мĕн тетĕр? Кин пулас пике чăвашла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Ун хыççăн чăваш туйĕ кĕрлеттертĕмĕр. Хĕре тухья, унтан хушпу тăхăнтартрăмăр.
Илемпи Туркай — искусствоведени кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ. Манăн шухăшпа, çак ята Илемпи Владимировна пур енĕпе те тивĕçлĕ: хулара çитĕннĕ пулсан та чăн чăвашла питĕ хитре пуплет. Ÿнер ăслăлăхĕнче Нарспи сăнарне тарăн тĕпченĕ, икĕ монографи, икĕ вĕрентÿ пособийĕ, вĕрентÿ программисем хатĕрленĕ, 30 ытла ăслă-лăх ĕçĕ çырнă.
— Хамăр республикăра пурăнакансем Илемпи манăн чăн ят пулнине пĕлеççĕ, Илемписем Шупашкарта тата пур, вуннă ытла та. Мускавсем е ытти хутлăхри ĕçтешсем ят вăрттăнлăхне пĕлесшĕн: «Хушма ят-и?» — тесе кăсăкланаççĕ. Питĕ килĕшет мана хамăн ят. Йăмăкăмшăн Силпирен лайăххи, хитри урăх çук. Тавах аттепе аннене. Ятăма яланах тивĕçлĕ пуласчĕ.

Чарак, чарса тăракан сăлтав

Асăнса тухнисем — ÿссе ура çинче çирĕп тăракансем. Пинерпи, Асамат тата Савир Алексеевсем вара — пĕчĕк-ха. Чи асли Пинерпи, вăл та 7 çулта кăна, пĕрремĕш класра вĕренет. Ачасем хăйсен ыттисенчен уйрăларах тăракан ячĕсене мĕнле йышăнаççĕ? Ун пирки пепкесен амăшĕ, Мальвина Петрова журналистка, каласа пачĕ:
— Хĕр пĕрчин пĕррехинче, ялтан таврăнса хула садикне çÿреме пуçласан, иккĕленÿ çуралнăччĕ: «Анне, манăн ят мĕншĕн ыттисенни пек мар? Эсĕ манпа чăвашла калаçатăн, ыттисем — çук», — тенĕччĕ вăл. Эпĕ ăна çапла лăплантартăм: «Хĕрĕм, эсĕ виçĕ чĕлхе — чăвашла, вырăсла, акăлчан-ла — пĕлетĕн. Санпа вырăсла калаçакансем урăх чĕлхепе калаçма пултарайманшăн вăтанмалла-и?» — терĕм. Вĕсене эпĕ мĕн пĕчĕкрен тĕслĕх вырăнĕнче пулмаллине асăрхаттарса тăратăп. Манăн хамăн ят та хăйне евĕрлĕ: Мальвина. Çакна ачаран туйса пурăннă: эпĕ пурин пек мар, урăх-ларах, хама тĕрĕс тытмалла, лайăх пулмалла, мĕншĕн тесен Мальвинăна пурте паллаççĕ, пĕлеççĕ. Манăн хама япăх енчен кăтартма юраман, маншăн çакă табу пулнă. Асамата та, Савира та, Пинерпие те садикре, шкулта ячĕсенчен пĕлеççĕ. Çакă хăех чарак, япăх тăвасран чарса тăракан сăлтав. Çав вăхăтрах тĕслĕх параканни те. Çут тĕнчене килекен çĕнĕ чуна несĕлсен чăн чăваш ячĕсене парасси патриотлăх, чăвашлăх туйăмĕсем пысăк пулнипе çыхăннă. Пирĕн хушăрисемшĕн çакă — паттăрлăх, тĕлĕнтермĕш, ытти халăхшăн, сăмахран — тутарсемпе пушкăртсемшĕн, вăл — норма, хăнăхнă йĕрке.
<...> «Ырă тĕслĕх кăтартакансем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — ЧР карате федерацийĕн президенчĕ Вячеслав Тимофеев. Унăн пур ачин те чăн чăвашла ят. Вячеслав Александрович хăй те чăвашла питĕ таса калаçать, çын çинче хăйне питĕ килĕшÿллĕ тытать», — терĕ журналистка. Тулли верси...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.