Сысна ашĕ çуллен нумайрах

3 Мар, 2020

«Авангард» обществăн Патăрьел районĕнчи «Патăрьел беконĕ» филиалне 2017 çулта йĕркеленĕ.

Пĕлтĕр 2952 тонна какай сутнă. Кĕтÿ пысăклансах пырать. Халĕ 12 пин ытла пуç. Комплекс «Юрма» агрохолдинг харпăрлăхĕнче шутланнă чухне çулталăкра кунтан 2400 тонна — иртнĕ çулхинчен самай сахалрах — тиесе янă. 2017 çултанпа кĕтĕве пысăклатнă. Çăвăрлакан амасене йышлатнă: паян 900 пуç. Сысна шутне нумай пĕчĕклетмеççĕ, хăш-пĕр чухне хальхинчен ытларах та.
Коллектив аш нумайрах туса илмелли тухăçлă технологипе усă курать. Вăл çурасем илмелли, самăртмалли комплекслă ĕçсене çыхăнтарать. Маншăн çакă кăсăклă: сывлăш температури çулталăк тăршшĕпех çурасен цехĕнче OE29о, самăртма хупнисен витинче OE24о. Самăртса çитерсен OE20о хăвараççĕ. Амасен цехĕнче — тепĕр тĕрлĕ температура. Цехсене ăшă сывлăш компьютерпа йĕркелесе параççĕ.
— Кашни талăкра ÿт ытларах хуштарасси апат лайăх çитернинчен нумай килет, — терĕ филиал ертÿçи Владислав Петров. — Пирĕн сыснасен юратнă апачĕ — типĕ комбикорм. Ăна Тутарстанри Пăрăнтăк ялĕнчи хутăш апат хатĕрлекен заводран турттаратпăр. Комбикормра тутлăхлă 10 компонент. Ăна килĕштерсе çиеççĕ. Вăл ÿт лайăх хуштарать. Апат валеçессине, шăварассине, каяш кăларассине, ытти ĕçе механизациленĕ.
Каяшри аммиака, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ ытти хутăша сиенсĕрлетме ятарлă препарат хушаççĕ. Каяша комплекс çумĕнчи лагунăсенче темиçе уйăх тытса хăрушлăхăн чи пĕчĕк IV степеньне çитереççĕ, çĕр типсен филиалăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрне сапаласа тăкаççĕ, тăпрана çийĕнчех культивацилеççĕ. Предприятин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 700 га. Иртнĕ çул кашни гектартан вăтамран 40 центнер тырă пухса кĕртнĕ.
— Аш производствине ÿстересси коллективран нумай килет, — пытармарĕ директор. — Галина Мышина, Наталия Трифонова, Сергей Васильев ертсе пыракан цехсенче лайăх кăтартусем тăваççĕ. Пĕлтĕр кашни амаран вăтамран 12-13 çура, 3 тонна какай илнĕ, кашни талăкра — 880-950, вăтамран 900 грамм ÿт хуштартăмăр. «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ хыççăн республикăра ку иккĕмĕш лайăх кăтарту.
— «Патăрьел беконĕнче» Канадăра шухăшласа кăларнă «Крупный белый», «Ландрас», «Дюрок» ăратсене ĕрчететпĕр, — пĕлтерчĕ филиалăн тĕп ветврач-технологĕ Денис Портнов. — Вĕсене какай тата çура ытларах илессишĕн хĕреслентеретпĕр. Çакă ĕç тухăçне 8-9% ÿстерме пулăшать. Сыснана вăхăтра сиплемесен, тĕрлĕ чиртен профилактикăламасан маларах палăртнă чикĕсем патне çитейместпĕр. Эмелсене апата, шыва хушса паратпăр. Африка мурĕнчен сыхланассишĕн тĕрлĕ мероприяти пурнăçлатпăр. Филиал тавра карта тытса çавăрнă — картише ют çын е вăрман чĕр чунĕ пырса кĕреймест. Мур вирусне пĕтермелли икĕ дезбарьер. «Хура» зонăна автотранспорт вĕсем урлă иртет. «Таса» зонăна сысна пăхакансем çăвăнса тасалнă хыççăн ĕç тумĕ тăхăнса кĕреççĕ. Филиал таврашĕнче сысна ĕрчетекен фермăсем çук. Предприятире ĕçлекенсем кил хуçалăхĕнче сысна усрамаççĕ, вăрмана хир сысни тытма каймаççĕ — муртан сыхланмалли йĕркене пăхăнаççĕ.
— Коллектив 2020 çулта аш 3300 тонна — пĕлтĕрхинчен нумайрах — туса илме тĕллев лартнă. Производствăна мĕнле майпа ÿстересшĕн?
— Кĕтĕве пысăклатма цехсенче вырăн пур, — хуравларĕ Владислав Петров. — Çура иртнĕ çул-хинчен нумайрах илесшĕн, самăртакан сыснасене кашни талăкра вăтамран 1000 грамм таран ÿт хуштарасшăн. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кашни талăкра çулталăк каяллахи чухлех ÿт хуштартăмăр. Паян коллективра 35-ĕн вăй хураççĕ. 2019 çула таса тупăшпа вĕçлерĕмĕр. Кăçал та çаплах ĕçлесшĕн. Галина Яковлева тĕп бухгалтер, Светлана Макарова экономист, Полина Лукина бухгалтер-кассир хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Филиалра çывăхри ялсенче пурăнакансем вăй хураççĕ. Кунта вĕсене автобуспа илсе çÿреççĕ, апатлантараççĕ, ĕç укçи вăхăтра параççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.