Лариса АГЕЕВА: Пан улмире витамин 3-5 хут сахалланнă

3 Мар, 2020

Çуркунне çывхарнă май нумайăшĕ вăй-хал чакни, пĕрмай çывăрас килни, ыйхă тăранманни çинчен калаçать, çакă авитаминозпа çыхăннă-ши? Хайхи чир мĕншĕн пулать тата унран мĕнле сыхланмалла? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрне Лариса Агеевăна сĕнтĕмĕр.

— Малтанах авитаминозпа гиповитаминоз мĕн иккенне тишкерер. Авитаминоз — организма кирлĕ пек, шайлашуллă ĕçлеме витаминсем çитменнине пула аталанакан чир. Час-часах çынна пĕр йышши çеç мар, темиçе тĕрлĕ витамин çитмест. Авитаминоз сайра хутра пулать, ытларах эпир гиповитаминозпа аптăратпăр.
Вăл авитаминозран мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Çак чир организма лекекен витаминсен шучĕ талăкри кирлĕ виçерен сахалрах пулсан аталанать.
Гиповитаминоз вăй илнине епле пĕлмелле?
— Витамин çитменнине асăрхама йывăр мар. Çуркунне çывхарнă май чылайăшĕ час-часах çывăрас килнине, хăвăрт ывăннине туять, ыйхă килменнине, апат анманнине палăртать. Хăшĕ-пĕри пуç ыратнине, çаврăннине сисет, час-часах шăнса пăсăлать, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем аптăратма тытăнаççĕ… Тăтăш шăнса пăсăлни, суран вăрах вăхăт ÿт илни, ыйхă килменни, чирлесен хăвăрт сывалайманни организмра С витамин /аскорбин йÿçекĕ/ çитменнине пĕлтерме пултарать. Енчен те çын ним çук çĕртен çилленсен, тарăхсан, ыйхăсăр аптăрасан организм В ушкăнри витамин сахаллине систерет. В1 витамин /тиамин/ çитмесен пуç ыратать, çын япăх астуса юлать, вăй пĕтет, сывлăш пÿлĕнет, чĕре сикет, йĕрес килет. В2 витамин /рибофлавин/ çитмесен тута хĕрри çуркаланать, ÿт япăхать, сăмса-тута хутламĕсем шыçаççĕ. Тута типсе çурăлни те, унăн кĕтесси пăсăлни те, çÿç тăкăнни те, вĕçĕ икĕ вĕçленни те, чĕрне çемçелсе хуçăлни те çак сăлтавпах çыхăнма пултарать. Этемĕн хăйĕн организмне туйма, ăнланма вĕренмелле, вăл чир-чĕр çинчен яланах систерет, анчах чылайăшĕ çавна тÿрех тавçăрса илеймест.
Лариса Валерьевна, питĕ интереслĕ-çке. Тата мĕнле асăрхаттарма пултарать пире организм?
— Тĕслĕхрен, куç çивĕчлĕхĕ чакни, каçа хирĕç куç вăйлă ывăнни, хĕрелни, куççуль юхни А витамин /ретинол/ çитменнипе çыхăннă. Çавăн пекех вăл çамрăклăхшăн, ÿт, çÿç илемлĕхĕпе па-халăхĕшĕн яваплă. Хĕллехи вăхăтра хĕвел çути çитменнине пула организма Д витамин ытларах кирлĕ. Çак витамин çителĕксĕр чухне пуç ыратни, вăй çитменни, апат анманни, çан- çурăм сурни, шăнăр туртни аптăратма пултараççĕ. Организма витаминсем çеç мар, минералсем те кирлĕ. Ура йывăрланни, час ывăнни, шăнăр туртни юнра магни çитменнине систереççĕ. Çÿç икĕ вĕçленнин, лĕкĕленнин, пÿрлĕ шатра тухса йăлăхтарнин сăлтавĕ цинк çитменнипе çыхăннă.
Гиповитаминоз сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Çулла, кĕркунне организм витаминсем пухать, анчах унăн саппасĕ, тивĕçтерсех тăмасан, чухăнланса юлать. Çав вăхăтрах хĕлле-çуркунне пахча çимĕçпе улма-çырлара — С витамин, сĕт юр-варĕнче, çăмартара А тата Д витаминсем сахал. Унсăр пуçне паянхи ÿсен-тăран çимĕçĕсенче çак витаминсен виçи уйрăмах пĕчĕк. Тĕслĕхрен, хальхи агротехника технологийĕсене пула пан улми ытларах упранать, анчах унри витаминсем 50 çул каяллахинчен 3-5 хут сахалрах. Гиповитаминоз этем пĕр тĕрлĕ, пĕр йышши апат-çимĕçпе кăна пурăнсан та аталанать. Сăмахран, рационра пахча çимĕç, улма-çырла пулмасан организмра С тата Р витаминсем пĕтсе çитеççĕ, рафинадланă çимĕçсемпе /сахăр, паха шурă çăнăхран пĕçернĕ кукăль-çăмах, тасатнă рис/ куллен тата нумай çисен организмра В1, В2 тата В3 /никотин йÿçекĕ/ витаминсем сахал лекеççĕ. Какай, пулă, сĕт çимĕçĕсен белокĕ организмра сахал пулсан С, А, В2, В3 тата В9 /фоли йÿçекĕ/ витаминсем çитменни палăрать. Рационра çу виçине тăрук чакарсан пыршăлăхран çура ирĕлекен витамин сахалрах сăрхăнса кĕрет. Углеводлă апат ытларах çисен организма В1, В2, С витаминсем тата нумайрах кирлĕ. Çавăн пекех гиповитаминоз сăлтавĕсем вăрах чирсем, çав шутра — вар-хырăм çулĕсен, пĕвер, пÿре чирĕсем, хăш-пĕр эмеле ĕçни, пулма пултараççĕ. Ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ, тара ÿксе ĕçленĕ вăхăтра, ватлăхра организма витамин ытларах кирлĕ. Операци хыççăн та, пăшăрханмалли- тарăхмалли сăлтав куллен тупăнса тăрсан та çаплах. Анчах чылай чухне ку тĕрĕс мар апатланнипе, эрех нумай ĕçнипе, пирус туртнипе çыхăннă. Витамин çителĕксĕрлĕхĕ аталанса пынăран организмра япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, чирлесен сывалма йывăрланать, кирек мĕнле чир-чĕр те шала каяс хăрушлăх тухса тăрать.
Кун пек ан пултăр тесен мĕн тумалла?
— Организма витаминсемпе тивĕçтермелли икĕ меслет кăна пур — тĕрĕс апатланни тата витаминсем ĕçни. Вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ. Апат- çимĕç пахалăхлă, тĕрлĕрен пултăр, диетăна пăхăнмалла мар: аш-какай, пулă, кĕрпе, сĕт, тăпăрчă, турăх, чĕрĕ пахча çимĕç, çырла, мăйăр, ÿсен-тăран çăвĕ, услам çу, ешĕл çимĕç /петрушка, укроп, серте, пултăран тата ытти те/, çăкăр çимелле. Тĕслĕхрен, С витамин çитменнине пĕтерме çак витаминпа пуян улма-çырлана, пахча çимĕçе рациона кĕртмелле. Сăмахран, цитрус çимĕçĕсем, хура хурлăхан çырли, симĕс сухан, брокколи, пылак пăрăç, помидор, йÿçĕтнĕ купăста тата ытти те. Организма В витамин çителĕклĕ лектĕр тесен сĕт юр-варĕ, выльăх ÿпки- пĕверĕ, çăмарта, мăйăр, пулă, хура тул, нимĕç пăрçи ытларах çимелле. А витамин шутне ÿстерес тесен çуллă пулă, çăмарта, кишĕр, хĕрлĕ пăрăç, кăшкар ути, петрушка, укроп сĕтел çинче пулмалла. Д витамин çăл куçĕ — сĕт юр-варĕ, çăмарта, пулă. Тата ку витамин пирĕн организмра ультрафиолет витĕмĕпе пулать. Çавăнпа хĕвеллĕ çанталăкра урамра нумайрах уçăлса çÿремелле. Витаминсем ĕçни те вырăнлă. Мĕнле витаминсем ĕçмеллине тухтăрпа канашласа палăртмалла.
Куна тĕрĕс йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ ахăртнех.
— Апата 4-5 хутчен сахалшаррăн, пĕчĕкшер порципе çимелле. Пĕр апатланупа теприн хушши пысăк пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, кăнтăр хыççăнхи /халăхра ăна кахал апачĕ теççĕ/, каçхи апат тумалла. Çывăрма выртас умĕн турăх-кефир ĕçмелле. Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Çакă апат хуранне тата пыршăлăха лайăх ĕçлеме пулăшать. Тăвар сахалрах çиме тăрăшмалла. Йод хушни усăллăрах. Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Кун каçипе таса шыв ытларах ĕçни усăллă. Вăл ÿте типме памасть тата организма кирлĕ мар токсинсенчен тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмеллине манмалла мар. Кунне 400-500 грамм тĕрлĕ улма- çырла, пахча çимĕç çимелле /пан улми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман тата ытти те/. Чĕрĕ пахча çимĕç организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чĕрĕлле çиме юрамасть пулсан духовкăра янтăласан лайăх, усăллă. Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретме ан тăрăшăр. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Кофĕне, хура чейе нумай ĕçме юрамасть, вĕсем витаминсен шутне чакарма пултараççĕ. Тата сахалрах кулянма тăрăшăр, кун пек чухне организмри В ушкăнри витаминсем арканаççĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла тата эмелсене пĕли-пĕлми, тухтăр хушмасăр ĕçмелле мар. Кирек мĕнле чире те вăхăтра сиплемелле, нумайрах хускану тумалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле.
Халĕ витаминсене тĕрлĕ мелпе кăлараççĕ: таблетка, желе пеккисем, капсулăрисем пур. Хăшне илсен аванрах?
— Поливитаминсем ĕçмелле. Хăшне илмелли пирки вара тухтăрпа канашламалла терĕмĕр. Вăл сирĕн сывлăх еплине, сире мĕн кирлине лайăхрах пĕлет. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Роза ИВАНОВА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.