Çĕрпÿри тасамарлăх тăрăлĕ-и?

3 Мар, 2020

Çĕрпÿ хулин тасатакан сооруженийĕсемпе çыхăннă «шăршлă» истори, нумай çула тăсăлаканскер тата республика бюджечĕн вун-вун миллион тенкине сая янăскер, кĕçех шавлă тепĕр çаврăм тума пултарать. Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿлĕхĕ ĕç-пуçа уçăмлăх кÿрес, айăплисене явап тыттарас шухăшне татăклăн палăртать. Чи кирли вара — асăннă хулара экологи енĕпе пысăк инкек пулма пултарассине сиресси. Унашкал хăрушлăх çук мар — çĕнĕ влаç çакна ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах мĕн пирки пынине ăнлантармашкăн хайхи историе аса илтерни вырăнлă. Çĕрпÿри тасатакан сооруженисем, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех хута янăскерсем, кивелсе çитнĕ — хула сарăлса пысăкланнă май унăн каяш шывсене тасатмалли хăвачĕсем пушшех çителĕксĕррине пула çĕнĕ сооруженисем тума йышăннă. Строительство валли бюджетран 104 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, хăвачĕ талăксерен таса мар 4,2 пин кубла метр шыва йышăнмалăх çĕнĕ об±ект 2014 çулта хута каймалла пулнă — укçапа «Чăвашавтодор» усă курнă, вăл генподрядчик пулнă /паян ку предприяти çук ĕнтĕ — тахçанах панкрута тухнă/. Бюджетăн пысăк укçине тăкакланă, анчах тасатакан сооруженисем паян кунччен те ĕçлемеççĕ.
Çак ĕç-пуçа Çĕрпÿсем кăна мар, Шупашкарта та лайăх пĕлеççĕ. Çĕнĕ сооруженисем валли пĕрре кăна мар хушма укçа уйăрма тивни те вăрттăнлăх мар. Çак йĕркесен авторĕ ун чухне «Справедливая Россия» партин Чăваш Ен парламентĕнчи фракцийĕн лидерĕ пулнă Игорь Моляков çав «шăршлă ыйтăва» ПК сессийĕсенче çĕкленине те паянхи пек астăвать. Эсерсен парламентри хастар трибунĕ черетлĕ хут хушма укçа уйăрнин тĕллевĕ пирки ыйтсан ун чухнехи финанс министрĕ тасатакан çĕнĕ сооруженисен проекчĕн параметрĕсене тÿрлетмелли çинчен калани те асра. Проекта тÿрлетнĕ-и е çук-и — лав вырăнтан тапранман, объект çав- çавах ĕçлемест. Тĕрĕссипе, çĕнĕскер ĕçлеме пуçламасăрах кивелнĕ теме те пулать.
Çавăнпа ĕнтĕ иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнчи канашлура экологи нацпроекчĕпе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хайхи Çĕрпÿри сооруженисен шăпипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин хуравламаллаччĕ пуль те — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин, ун чухне Министрсен Кабинетне ертсе пынине кура ыйтăва лайăх пĕлекенскер, сăмах илчĕ.
Вăл каланă тăрăх, хăй вăхăтĕнче объекта туса пĕтерме йышăннă — реконструкци валли хушма укçа та уйăрнă. Çĕнĕ сооруженисене реконструкцилеме тивни, паллах, тĕлĕнтермĕш — унашкалли сайра пулать-тĕр. Анчах – нимĕн те тăваймăн… Иван Борисович каланă тăрăх, Строймин ятарлă организацие явăçтарса «Чăвашавтодор» тунă тасатакан сооруженисене тĕпченĕ, вĕсемпе хăрушсăрлăха уяса усă курма май çуккине çирĕплетекен пĕтĕмлетÿ тунă. «Проект хатĕрлеме, тунă сооруженисене «чĕртме» хушма укçа кирлĕ, — терĕ министр. — Мĕншĕн тесен сооруженисене йĕркене пăсса тунă, резервуарсем шыв пусăмне тÿсеймессе пултараççĕ».
Çĕрпÿсен нушине татса памаллах. Иван Борисович палăртнă тăрăх, икĕ вариант пур.
Пĕрремĕшĕ — тасатакан сооруженисен строительствине «Таса шыв» программа укçипе усă курса вĕçлесси. Иккĕмĕшĕ — кăткăсрах. Ку вариант каяш шывсене тасатассине централизаци-лессине тĕпе хурать. Республика Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсемпе çыхăннă пысăк та хаклă инвестици проектне пурнăçлать. Çав проект валли укçа уйăрасси вĕçленсен инвестхушăм шучĕпе БОСăн çак проект кÿрекен амортизаци пулĕ. Çавна май çĕнĕ инвестици проекчĕ хатĕрлемелле. Строймин ĕçе пуçăннă ĕнтĕ — 5 çуллăх инвестпроект пулмалла. Ăна çирĕплетсе пурнăçа кĕртсен каяш шывсене — Кÿкеçĕн, Çĕрпĕвĕн, çав таврари ытти ял-поселокăн — таса мар шывĕсене тасатассине централизацилеме май пулĕ. «Строймин проект хатĕрлесе çитерессе кĕтетпĕр», — хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ Иван Моторин.
Централизаци, паллах, аван, анчах çак çула суйласа илсен ыйтăва татса парасси ытла та вăраха каять.
— Сахалтан та — 5 çуллăх… — паян ку вариант тивĕçтерменнине палăртса каларĕ Олег Николаев. — Çĕрпÿсене «сирĕн нушана, тен, 5 çултан татса парăпăр» тейĕпĕр-и? Çук, апла калани юрăхсăр.
— Эппин, пĕрремĕш вариант — проекта тÿрлетÿсем кĕртмелле… — сăмах хушрĕ Иван Борисович.
— Проекта тÿрлетмелле, — килĕшрĕ Олег Алексеевич. — Иккĕмĕшĕнчен, атьăр-ха, пăхар, çав документсене кам алă пуснă? Компетентлă органсене парăпăр: 100 миллион тенкĕ ытла хывнă вĕт — бюджет çухатăвĕсене тишкерсе хаклаччăр.
Калаçăва Тĕрĕслевпе шут палатин ертÿçи Светлана Аристова та хутшăнчĕ, Стройминăн хайхи сооруженисемпе Çĕрпÿри строительство организацийĕ усă курни тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — вырăнти ПМК-8 унта каяшсене юхтарса кăларать. Сооруженисем — республика харпăрлăхĕнче, мĕн те пулин сиксе тухрĕ тĕк — явап тытма тивĕ.
Олег Алексеевич ĕç-пуçа тĕрĕслемешкĕн çут çанталăка сыхлакан прокуратурăна явăçтарма сĕнчĕ. Анчах прокуратура тĕрĕслев ирттерме те ĕлкĕрнĕ-мĕн, кун пирки Иван Моторин пĕлтерчĕ — надзор органĕ тивĕçлĕ предписани панă, ПМК вара сооруженисене арендăна илнин килĕшĕвне пăрахăçлама тавăç тăратнă. Çавна май халь Çĕрпÿ тасатакан сооруженисене тытса тăракан организацисĕр юласси те инçе мар. Кивĕ сооруженисене шанмалли çук, мĕншĕн тесен, Иван Бори-сович палăртнă тăрăх, «таса мар шывсем унта çитеймеççĕ».
— Сире итленĕ май усал пĕтĕмлетÿ патне çитсе пыратăп: Çĕрпÿре пысăк экологи инкекĕ пуласси те инçе мар… — терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. Çавна май Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине лару- тăрăва тĕплĕ тишкерсе хаклама, хăйĕн ячĕпе çыру хатĕрлеме хушрĕ.
Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, иртнĕ эрнере Раççей парламенчĕн аялти палатин депутачĕсем регионсенче ĕçленине кура Шупашкарта пулнă май республика ертÿлĕхĕ ирттернĕ чылай мероприятие хутшăннăскер, хăйĕн шухăшне кĕскен пĕлтерчĕ: «Ку — Следстви комитечĕн ыйтăвĕ. Йĕрке тумалла, айăплисенчен бюджет тÿснĕ сиене шыраса илмелле».
Хăй «юншăн» çунманнине палăртнипе пĕрлех Олег Алексеевич темăна «хупса» калани хăшĕ-пĕрин çийĕн хура пĕлĕтсем капланасса систернĕнех илтĕнчĕ:
— Çакнашкал темиçе объект пухăнчĕ ĕнтĕ — вĕсем пирки Александр Владимировичпа /сăмах Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертÿçи Полтинин пирки пынине тавçăрма йывăр мар. — Н.К./ уйрăммăн тĕл пулса калаçăп. Тĕплĕ калаçмалла. Эпĕ апла тумасăрах май килтерĕпĕр тесе шутланăччĕ, анчах — çак утăмсăр ниепле те май çук пулас. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.