Тăшман салтакӗсем йытăсемпе килсе тыткăнрисене тулаттарнă

7 Апр, 2020

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Шупашкар хулин администрацийĕн вĕрентӳ управленине ыттисенчен уйрăлса тăракан ыйту килчĕ. Çыру авторĕ Петр Леонтьев кăçал 95 çул тултарать. 1943-1945 çулсенче вăл 1-мĕш Прибалтика тата 1-мĕш Белорусси фрончĕсен йышĕсенче çапăçнă, унтан Германире пулнă.

2019 çулхи çулла иртнĕ тĕлпулусенчен пĕринче Петр Леонтьевича Чăваш Енре çуралнă, вăрçă çулĕсенче Молодечно хулинчи концлагерьте вилнĕ çынсен списокне панă. Ун чухне ăна «342-мĕш шталаг» тенĕ. Çав самантранпа ентешсен шăпине уçăмлатас тĕлĕшпе шырав ĕçне пуçартăмăр, вĕсене хыпарсăр çухалнисен шутне те официаллă майпа кĕртмен. Çар тыткăнне лекнисен карточкисем, çавăн пекех хĕрлĕ çар подразделенийĕсен докуменчĕсем, Оборона министерствин тĕп архивĕнче упранаканскерсем, тĕп çăл куçсем пулса тăчĕç.

Списокра — 21 хушамат. Вĕсенчен пĕри — Илларион Арисов, Çĕмĕрле районĕнчи Янташра çуралса ӳснĕ. Çар тыткăнне лекнĕ çыннăн карточкинчен çакă паллă: вăл 1905 çулта çуралнă, Ржев çывăхĕнче тыткăна лекнĕ. Тăван тăрăхра унăн арăмĕ юлнă. Ентешĕн вилнĕ кунне нимĕçле хитрен çырнă: 1942 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ. Анчах тыткăна илнĕ вăхăт пирки вăл йăнăшнă: Илларион Арисов 1941 çулта мар, 1942 çулта ирĕксĕр юлнă. Илларион Захарович хресчен çемйинче çуралнă, хутла пĕлмен, хăйĕн хуçалăхне тытса пынă. Авланнă, 1934 çулта хĕр çуралнă. 1942 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕн çар комиссариачĕ ăна чĕнтернĕ. Малтанхи хатĕрленӳ валли тесе стрелоксен саппасри 359-мĕш полкне /Вăрнарта вырнаçнă/ янă. «8141-мĕш марш ротин акчĕ» документа тишкерме кăсăклă: ăна ĕненес тĕк Илларион Захарович çар хатĕрленĕвĕн вăрттăнлăхĕсене пĕр уйăх анчах ăса хывнă — çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕччен. Марш роти 252 çынран тăнă: 192 стрелок, 33 пулеметчик, 27 минометчик. Арисов стрелоксен подразделенийĕн 1-мĕш взводне лекнĕ. Ротăри призывниксен 65% хĕç-пăшала пĕрремĕш хут тытса курнă. Политика хатĕрленĕвĕн шайĕ те пĕчĕк пулнă: виçĕ çын çеç комсомол ретĕнче тăнă. Паллах, кун пек условисенче командирсен питĕ кĕске тапхăрта тактика, хĕç-пăшал, политика хатĕрленĕвĕ, алăпа кĕрешес, уставсене тишкерес енĕпе занятисем ирттерме тивнĕ. Хими, инженери, санитари хатĕрленĕвĕ енĕпе уйрăм вĕренӳ йĕркеленĕ. Занятисем кунне 12 сехет пынă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче Илларион Арисов марш ротин йышĕпе фронта кайнă. Документра палăртнă тепĕр факт — тыткăнра 1942 çулхи юпа уйăхĕнчи вилнĕ кунне кăтартни. Урăх сведени çук.

342-мĕш шталагра вилнисен списокĕнче Ржев çывăхĕнче тата Смоленск облаçĕнчи хуласенче çапăçнă çын нумай. Ржевшăн пынă хаяр çапăçусем 14 уйăха тăсăлнă, историксен тĕрлĕ хаклавне тĕпе хурас тăк, вилнисен тата хыпарсăр çухалнисен шучĕ 400 пинрен пуçласа 600 пин таран çын. Паллах, тыткăна тĕрлĕ сăлтава пула лекнĕ: пĕрисем çапăçура аманнăран, теприсене çавăрса илнĕ, çав хушăрах салтаксен япăх хатĕрленĕвĕ те витĕм кӳнĕ.

Маларах асăннă списокри салтаксен пĕр пайĕ — Степан Александров /Çĕрпӳ районĕ, Елюккасси/, Виктор Иванов /Вăрмар районĕ, Тикаш/, Иван Кольцов /Куславкка районĕ, Вăлпуç/ — стрелоксен 135-мĕш дивизийĕн поздразделенийĕсен йышĕпе 1942 çулхи утă уйăхĕнче тыткăна лекнĕ. Дивизие Коломна хулинче Мускав, Иваново, Ярославль облаçĕсенчи тата Чăваш АССРĕнчи призывниксенчен йĕркеленĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче дивизие Смоленск облаçĕнчи Белый хули çывăхĕнче çавăрса илнĕ, вăл уйăх вĕçĕнче тин хăтăлнă. Дивизири 10 пин салтакран 1 пин çын çеç хамăрăннисем патне çитме пултарнă.

Тыткăна лекнисен йышĕнче 20 çулти çамрăксем те, ас- лăрах салтаксем те пур. Акă Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Хирлеп ялĕнчи Александр Гаев 46-ра фронта кайнă. Вăл стрелоксен 139-мĕш дивизийĕнче пулнă, 1942 çулхи çурла уйăхĕнче Ржев çывăхĕнче тыткăна лекнĕ. Анчах вилĕм лагерĕнче ӳсĕм те, пурнăç опычĕ те пулăшайман çав.

Тыткăна илнисене ăсатакан 342-мĕш шталаг Беларуçри Молодечно хулинче вырнаçнă. 1944 çулччен концлагерьте 33 пин ытла совет çынни вилнĕ. РФ Патшалăх архивĕнче «Молодечнăри çар тыткăнне лекнисен лагерĕ» ал çырăвĕ сыхланса юлнă. Унта мĕн çырнине кĕскен илсе кăтартар. «Тыткăна лекнисене кашни кун тенĕ пекех илсе килнĕ. Утă уйăхĕн вĕçнелле лагерьти лаша вити-бараксем пурте тулнă. Урайĕнче, чартакра çывăрнă, çакăнса тăракан «койкăсем» тунă. Туалета çĕрле каяс тесен айлă-çийлĕ тенĕ пекех выртакан çын кĕлеткисем тăрăх утма тивнĕ. Тыткăна илнисен йышĕ 30 пин çынна та çитнĕ. Тепĕр чухне тин илсе килнисен пысăк йышĕ вырăн пулманран темиçе кун урамрах пурăннă. Талăкра 1 хут çитернĕ: паек 100 грамм çăкăртан тата 1 литр яшкаран тăнă. Темиçе талăк пачах çитермен кунсем те пулнă. /…/ Сывлăхлисенчен тата çирĕп кĕлеткеллисенчен ĕç батальонĕ йĕркеленĕ, вĕсене хулана ĕçлеме илсе çӳренĕ тата лагерьти ĕçсене тутарнă. «Ĕçрен пытаннишĕн персе вĕлеретпĕр!» пĕлтерӳсем çакнă. Çапах унран та хăрушши выçлăх пулнă, вăл пурне те ĕçе хăваланă. Пурте хулара ĕçленĕ вăхăтра мĕн те пулин тупасса шаннă. Çак вăхăтра лагерь питĕ хăрушă ӳкерчĕке аса илтернĕ. Шыв çитмен. Çав тери начарланнă çынсем скелет пек курăннă, лагерь пысăк масара аса илтернĕ, унта пытарнисем пурте пĕр харăс çĕкленнĕ тейĕн. Выçлăха тата шăрăха пула питĕ нушаланнă. Апат çименрен хавшанă çынсем мĕлке пек курăннă. Выçлăха пула ăсран тайăлнă, хăйсем çине алă хунă. Вар витти вăй илсе сарăлнă. Туалетсем пулман, чавнă шăтăксем çеç. Нимĕçсем йытăсемпе килсе çынсене тулаттарнă. Пĕр татăк çăкăрла тыткăна лекнин япалине туяннă е туртса илнĕ /юлашкинчен асăнни ытларах пулнă/. Тыткăнрисен йышĕ пĕрмаях улшăнса тăнă. Çĕнĕ партисем килнĕ, лагерьте 2, 3 талăк пулнă та вĕсене урăх çĕре илсе кайнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Дмитрий ЗАХАРОВ, Шупашкар хулин администрацийĕн вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ, истори наукисен кандидачӗ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.