Сыхлăх хăрушсăрлăха вăйлатать

8 Апр, 2020

Чăваш Енре коронавируспа чирлекенсен шучĕ ÿснине кура ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ытларикунран инфекци сарăлассипе кĕрешмелли мерăсене тата та вăйлатрĕ.

Паян Шупашкар хула администрацийĕ çынсем тата предприятисем килтен витĕмлĕ сăлтавпа çеç тухма ирĕк паракан режима пăхăннине тĕрĕслеме рейд йĕркелерĕ. Калинин районĕн администрацийн пуçлăхĕ Яков Михайлов ертсе пынă ушкăн /полици, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру тата граждан оборонин комитечĕн, МИХ представителĕсем/ Октябре 50 çул урамра тата "Шупашкар" суту-илÿ комплексĕ çывăхĕнче тĕрĕслев ирттерчӗ.

Халăх урамра унчченхи пек йышлă мар. Тĕл пулса калаçнă çынсенчен нумайăшĕ çĕршыври, республикăри лару-тăру çинчен пĕлет, юлашки вăхăтри хыпарсемпе кăсăклансах тăрать. Килтен вĕсем лавккана, больницăна, аптекăна, ĕçе каймалла пулнăран тухни çинчен пĕлтерчĕç. Пурин те тенĕ пекех медицина маскисем пур. Теприсем аллисене резина перчеткесем те тăхăннă.

Çав вăхăтрах, шел те, йĕркене пăсакансем те çук мар. Виççĕн-тăваттăн кăна пулин те - пур. Пĕр çамрăк, сăмахран, йыттине уçăлтарса çÿрет. Çак сăлтавпа хăй пурăнакан вырăнтан çĕр метр аякка кайма юраманнине пĕлет. Апла пулин те çирĕп режима пăхăнман. Унăн тĕлĕшпе яваплă специалистсем протокол хатĕрлерĕç. Штрафлĕç-и е асăрхаттарнипех çырлахĕç-и - çакна çитес вăхăтра суд татса парĕ.

Тепĕр çамрăк вара "Шупашкар" суту-илÿ комплексĕ умĕнчи тенкел çинче апатланса ларать. Ку та - паянхи кунпа килĕшсе тăма пултарайман пулăм. Унăн та çакăншăн явап тытма тивĕ.

"Çапах та коронавирус хăрушлăхĕ ÿссе пынă вăхăтра пурин те тимлĕрех пулмалла, хăвăрăн, ыттисен сывлăхне сиен кÿресрен асăрханмалла, сыхланмалла", - асăрхаттарчĕ Яков Михайлов йĕркене пăсакансене республика ертÿçин юлашки вăхăтри хушăвĕсемпе паллаштарнă май.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать