Туслă класс

23 Апр, 2020

Пирĕн класс туслă. Шкулта иртекен кашни мероприятинчех эпир малти вырăн йышăнатпăр. Мĕн пур конкурса хутшăнатпăр, никам та айккинче юлмасть.
Дима — класс старости. Вăл футбол выляма ăста. Даниил вара тĕрлĕ минерал чулĕ пухать. Ăна археологи килĕшет. Пирĕн районти Напольное шкулĕнче археологи музейĕ пур. Даниил класпа унта çитсе курасшăн.
Маша юрлама тата сăвă калама юратать. Алеша вара юмахри «Левша» тейĕн. Вăл хытă хутран тата йывăçран тĕрлĕ пăшалăн пĕчĕк копийĕсене тăвать. Шкулта кăçал унăн ĕçĕсен куравĕ иртрĕ. Ирина ташлама тата юрлама ăста. Унсăр пуçне спортпа туслă вăл. Баскетбол вăййинче ăна çитекен те çук!
Кирилл кондитер пуласшăн. Уявсенче пире хăй пĕçернĕ апат-çимĕçпе хăналать. Мана олимпиадăсемпе наука конференцийĕсене хутшăнма килĕшет. Нумаях пулмасть эпĕ хамăн ĕçе Мускава та ярса панăччĕ. Халĕ вара ăна хÿтĕлеме хатĕрленетĕп.
Çакăн пек çитĕнÿсем тума пире класс ертÿçи пулăшать. Ăна Анна Васильевна тесе чĕнеççĕ. Вăл — анлă тавра курăмлă çын. Анна Васильевна ертсе пыракан уроксем — чи юратнисем. Пирĕн вĕрентекен спортпа туслă: йĕлтĕрпе чупать, волейболла лайăх вылять. Пушă вăхăтра вĕтĕ шăрçапа тĕрлет, ача-пăча тумтирĕ çĕлет, кĕнеке вулать. Эпир хамăрăн учительпе мухтанатпăр, ун пек пулма тăрăшатпăр!

www.hypar.ru

Кирилл ПРОКОПЬЕВ, 7-мĕш класс. Пăрачкав районĕ, Анастасово шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.