Ялти арçынсене урама кăларса персе вĕлернĕ

7 Мая, 2020

Нимĕç фашисчĕсем çĕршыва тапăнса кĕнĕренпе 8-мĕш уйăх çитнĕ. Раштав уйăхĕнче Мускав çывăхĕнчи çапăçура пирĕннисем тăшмана аркатнă. Никама та çăмăл пулман. Смоленск облаçĕнчи Знаменка районĕнчи Свиридово ялĕнче лару-тăру уйрăмах йывăрланнă — яла нимĕçсем çавăрса илнĕ. Таврари ялсенче те хуçаланма тытăннă вĕсем, вырăнти çынсен апат-çимĕçне, выльăхчĕрлĕхне туртса илнĕ. Свиридово ялĕнче виçĕ ачаллă Александровсен çемйи кун кунланă. Аслă хĕрĕ Елена, 9 çултискер, хăрушă самантсене питĕ лайăх астуса юлнă. Çулсем иртсен, çитĕнсе çемье çавăрсан ачисемпе мăнукĕсене йăлтах каласа кăтартнă вăл. Вăрçă хыççăн Елена Захаровна Шупашкара пурăнма куçнă, ĕмĕрне Чăваш Енрех ирттернĕ.
«Асанне вăрçă пирки калаçма ухутаччĕ, ăна итлеме юрататтăм. Унăн аслашшĕпе ашшĕ партизан пулнă. Свиридово ялне тăшман оккупацилесен вĕсен суйламалла пулнă: е партизансемпе вăрмана тараççĕ, е ял çыннисене пулăшма юлаççĕ. Тăванăмсем вырăнтан тапранман. Выльăх-чĕрлĕхпе апат-çимĕçе хапсăннă фашистсем арçынсене те илсе тухса кайма тытăннă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче нимĕç салтакĕсем 11 çултан аслăрах арçын ачасене, каччăсене тата арçынсене юр тасатма тесе килĕсенчен чĕнсе кăларнă. Пурне те персе вĕлернĕ… Асанне çурма тăлăха юлнă. Тепĕр икĕ кунран ялти хĕрарăмсемпе ачасене те çавнашкал шăпа кĕтмелле пулнă. Пĕррехинче асанне килне нимĕç пырса кĕнĕ. «Хĕрачи, эсĕ мĕн ятлă?» — ыйтнă 9 çултискертен вырăсла япăх калаçакан салтак. «Гитлер капут!» — кăшкăрнă асанне. Арçын урса кайнă, ăна мăйĕнчен ярса тытса пăвма пуçланă. Телее, çак самантра нимĕçе ыттисем урама чĕнсе кăларнă. Çапла майпа çеç çывăх çыннăм сывă юлнă, — паллаштарчĕ Елена Александровăн шăпипе мăнукĕ Татьяна Борисова. Вăл çемйипе Шупашкарта кун кунлать. — Асанне амăшĕпе тата икĕ йăмăкĕпе окопра пытаннă, партизансене кĕтнĕ. Нимĕçсем яла тĕппипех çунтарса янă. Пирĕннисем çитсен Свиридовăра пурăнакансем тепĕр яла куçнă. Вĕсен нимĕн те пулман — тумтир те, савăт-сапа та, апат-çимĕç те». Каярахпа ял çыннисем хăйсем пурăннă вырăна мĕн те пулин тупас тĕллевпе таврăннă, анчах кăлăхах. Веçех çунса кĕлленнĕ. Вăрçă вĕçленсен çав вырăнта, окопсенче снаряд сахал мар юлнă. Вĕсене ачасем тупса вылянă. Пĕррехинче инкек пулнă: Елена Александровăн çывăх тусĕн ывăлĕ мина çинче сирпĕнсе вилнĕ.
Çĕнтерÿ хыççăн кил-çуртсăр, упăшкасăр, ашшĕсĕр юлнă хĕрарăмсемпе ачасем лайăхрах пурнăç шыраса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çул тытнă. Елена Захаровна амăшĕпе, йăмăкĕсемпе Шупашкара куçса килнĕ. Вăл Трактор кăларакан заводра чылай çул вăй хунă, васкавлă медицина пулăшăвĕнче диспетчерта, ШĔМре архив ертÿçинче тăрăшнă. Вăл 85 çулччен пурăннă, икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ.
«Пирĕншĕн Андрей Лукашенкăн «Дорогами воздушными десанта» кĕнеке питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унта асаннен аса илĕвĕсем упранаççĕ. Мирлĕ пурнăç пуçлансан вĕсен ялне çар корреспонденчĕсем çитнĕ, нимĕçсен тискерлĕхĕпе куçа-куçăн тĕл пулнисемпе калаçнă, çав шутра — асаннепе те. Кĕнеке пичетленсен ăна каласа кăтартнă çынсене валеçсе панă. Кăларăмра фашистсем персе вĕлернĕ çынсен ячĕшывĕ те пур», — терĕ Татьяна Вячеславовна. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.